Контент патне куҫ

Теньсеит

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

ТеньсеитXVII ĕмĕрти чăваш паттăрĕ. Вăл Шупашкар уесĕнче пурăннă.

Теньсеит пурнăçĕ, историн хĕнлĕ тапхăрĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăвашсем Мускав патшалăхне чура пулас мар тесе, ирĕк шыраса кайнă. Малтанласа Мускав патши, чееленсе, вĕсене чăнах та ирĕклĕх те, çăмăллăх та панă пулнă. Анчах кайран, Хусанпа Аçтăрхана пăхăнтарнă хыççăн, чăвашсем, çармăссем, ирçĕ-мăкшăсем хăйсен пуçĕсене пĕр мăйкăчран тепĕр мăйкăча чикнине тавçăрса илнĕ.

Чăваш çĕрĕсенче каллех ютран килнĕ çынсем хуçаланма-иртĕхме тытăннă. Вырăссем ясак тӳллеттернипе çеç çырлахман. Вĕсем чăваш паттăрĕсене вырăс патшисемпе кнеçĕсен чапĕшĕн çапăçма иле-иле кайнă. Чăваш çарĕсен пуçлăхĕсем чăвашсем мар, вырăссем пулнă. Ку вăл чăваш паттăрĕсене вырăс пусмăрĕ Хусан пусмăрĕнчен усалтарах пулнине лайăх палăртнă. Патша правительстви Чăваш Енре пурне те хăратса тăрас тесе аманатсем илсе кайнă, вĕсене хуласенче тертлентерсе усранă. Пур çĕрте те чăваш чĕлхипе чăваш культурине, йăли-йĕркине хĕсме тытăннă. Чăваш çĕрĕнче вырăс çыннисем чăвашсене ним айăпсăрах вырăсла суд тунă.

«Кроме ясака, чувашские крестьяне платили в казну ямские деньги, медвяный оброк и пошлины за бортные урожаи, куничный оброк и пошлины за места охоты на зверя, оброк за оброчные пашни, сенокосы, бобровые гони, рыбные ловли, пошлины за продаваемые предметы, клеймение лошадей и т.п. »

Çак хушăра ĕнтĕ чăвашсем, пусмăра хирĕç тăрас шутпа, ялĕ-ялĕпе хăйсем ирĕкĕпех тутара тухма тытăнаççĕ.

«Отпадения левобережных(восточных) чувашей в ислам и переход в татары приняли большие размеры».

Атăлăн сылтăм çыранĕнчи пурăнакан чăвашсем вара ăçта май килнĕ унта вырăс пусмăрçисене хирĕç аллисене кăрал тытса кĕрешме тытăннă. Çавăн пек паттăрĕсенчен пĕрин ячĕ питĕ лайăх упранса юлнă — Теньсеит.

Теньсеит вара çак намăслăха, пусмăра чăтса пурăнайман. Вăл халăха вăрçа хатĕрлеме пуçланă. Анчах та Теньсеит чăн-чăн аслă вăрçа çулĕ çине тăрса ĕлкĕреймен. Вăл çĕклекен çынсем хушшинче путсĕр сутăнчăк пулнă. Ăна Еникей тесе чĕннĕ.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Теньсеит вăрçи 1602 тата 1603 çулсенче пулнă.

  • В.Д.Дмитриев, «Крестьянская война начала XVII века на территории Чувашии».
  • Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем», Шупашкар, 1996.