Туйраллă
Ял
Туйраллă
Туйраллă
|
Туйраллă (выр. Васькино-Туйралы, тут. Васькино-Туйралы), — Тутарстанри Павлă районне кĕрекен чăваш ялĕ.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Халăх йышĕ ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Урамсен вырăсла ячĕсем:Центральная улица, Молодежная улица, Нижняя улица, Школьная улица, Новая улица. Чăвашла ятсем паллă мар.
Кунçул
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Галина Демидова, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, çапла çырать[1]:
Галина Демидова (2017-02-14 20:42:56): Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса хучĕç те, мĕскĕн пек ларать пирĕн шкул. Кашни кун ирхине хамăрăн шкул çумĕпе пыратăп, куçсем шкул чÿречисем çине пăхаççĕ. Алăк çинче çăра (замок) çакăнса тăрать. Паянхи кун 43 (хĕрĕх виçĕ) ача Павлă хулине шкула çÿрет. 17 ача 6-мĕш шкула çÿрет, 8 ача 3-мĕш шкула, 2 ача 2-мĕш шкула, 3 ача тутар гимназине 4-мĕш шкула, 1 ача 5-мĕш шкула тата 12 ача 7-мĕш шкула. Чăваш ачисем пурĕ 20 çав шутран. Халь пĕри те чăвашла калаççмаççĕ, чăвашла вĕренмеççĕ. Пурте пĕр шкулта вĕреннĕ пулсан чăвашла кружок та пулин ирттерсе пулаччĕ. Анчах... Павлăра та начар мар. Ирхине 7 сехетре пĕрремĕш рейс тăватпăр, вокзала çите, иккĕмĕш рейс вара 7-мĕш шкула çите. Хам 2011 çултанпа (шкула хупнă хыççăн) çиччĕмĕш шкулта воспитатель (сопровождающий на школьном автобусе) пулса ĕçлетĕп. Пурпĕрех те пĕтĕм ял ачисене илсе çÿрететпĕр. Вара кăнтăрларан тăваттăмĕш çуррине пурте таврăнса çитетпĕр яла. Шел пулин те, çавăн пек тăван чĕлхе, тăван йăла-ĕркесем çухалса пыраççĕ. Павлă хулинче те чăваш çемьйисем сахал мар. Ман шухăшпа ялта шкул çукки мĕскĕнрех пек туйăнать. Çапла вара чун ыратнипе вăхăчĕ-вăхăчĕпе çыркалап. Галина Демидова, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Туйраллă ялĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа". Шупашкар, 2002. 192 с.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ АЧА ÇУК-ТĂК, ВĂТАМ ШКУЛ ПУЛМАСТЬ. 2018 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ. — "Сувар" хаçат, 1099-МĔШ КĂЛАРĂМ
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Павлă районĕнчи пурăнан вырăнсем |
|||
---|---|---|---|
Район центрĕ: Павлă |
Ку Тутарстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |