Утаркасси

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Disambig gray.svg Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, пăхăр Утар (пĕлтерĕшсем).
Утаркасси
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Хĕрлĕ Чутай
Ял тăрăхĕ [[ял тăрăхĕ|]]
Координатсем 55°43′ с. ш. 46°35′ в. д. / 55.717° с. ш. 46.583° в. д. / 55.717; 46.583 (G) (O) (Я)Координатсем: 55°43′ с. ш. 46°35′ в. д. / 55.717° с. ш. 46.583° в. д. / 55.717; 46.583 (G) (O) (Я)
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ христиансем
Этнохороним утаркассисем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83535
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 205 873 001
УтаркассиРаççей çинче
Red pog.png
УтаркассиЧăваш Ен çинче
Red pog.png

Утаркасси (выр. Питишево) — Чăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай районĕнчи ял[1].

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шупашкара çитме — 109 км, райцентра — 15 км, чукун çул станцине — 44 км. Çыхăну уйрăмĕ, лавкка пур.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ялта 2010 çул тĕлне 149 кил хуçалăхĕнче 338 çын: 161 арçын тата 177 хĕрарăм пурăннă.

1795 çулта – 41 кил хуçалăхĕ (117 арçын, 166 хĕрарăм); 1869 – 173 арçын, 209 хĕрарăм; 1897 – 88 кил хуçалăхĕ (269 арçын, 276 хĕрарăм); 1926 – 180 кил хуçалăхĕ (441 арçын, 484 хĕрарăм); 1939 çулта – 481 арçын, 603 хĕрарăм; 1979 – 338 арçын, 437 хĕрарăм.; 2002 – 225 кил хуçалăхĕ (462 çын: 207 арçын, 255 хĕрарăм) пурăннă.

1835 çулчен ялти çынсем патшалăхăн, 1863 çулчен удел çыннисем шутланнă; çĕре çинче тырпул туса илнĕ, выльаха ĕрчетнĕ, лăпă тунă.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Яла Элĕк районĕнчи Питĕш ялĕнчен куçса килнĕ çынсем никĕсленĕ.

XIX ĕмĕрте тата 1920 çулчен Курмăш уесĕн Курмăш, Хĕрлĕ Чутай вулăсĕсене (Курмăш удел приказĕнче – 1835–63) кĕнĕ. 1920-27 çулсенче Етĕрне уесĕн Пандиков, Хĕрлĕ Чутай вулăсĕсем йышĕнче. 1927–62 Хĕрлĕ Чутай районĕнче, 1962–65 çулсенче Çĕмĕрле районĕнче. 1965 çултанпа — Хĕрлĕ Чутай районĕнче.

XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче 4 çиларманĕ ĕçленĕ. 1931 çулта «Пятилетка» колхоза йĕркеленĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]