Хĕвеланăç Африка патшалăхĕсен экономика пĕрлешĕвĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
ЭКОВАС
ЭКОВАС хутшăнаканĕсем
Пайташлăх: 12 патшалăх (де-юре) 11 патшалăх (де-факто)
Штаб-хваттер: Нигери Абуджа
Йĕркеленӳ тĕсĕ: Геополитика пĕрлешĕвĕ
Официаллă чĕлхесем: Акăлчанла
Нимĕçле
Хрансла
Ертӳçсем
Ертӳç (председатель) Нигери Бола Тинубу
Комисси президенчĕ Гамби Омар Алиу Туре
Никĕсленĕ
Никĕсленĕ 28 çу 1975 çул
www.ecowas.int

Хĕвеланăç Африка патшалăхĕсен экономика пĕрлешĕвĕ (ЭКОВАС) (фр. Communauté Économique des États de l'Afrique de l'Ouest (CEDEAO); акăл. Economic Community of West African States (ECOWAS)) — Хĕвеланăç Африкан регионлă çĕршывсен пĕрлешĕвĕ. ECOMOG — блокăн уйрăмлă коллективлĕ хĕç-пăшăлĕсем.

ЭКОВАС штаб-хваттерĕ Абуджара (Нигери) вырнаçнă.

Çĕршывсем-хутшăнакансем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

ЭКОВАС йышне 12 патшалăх кĕрет:

2002 çулччен Мавритани те ЭКОВАС хутшăнаканĕ пулнă, 2017 çултан вăл ассоциациллĕ хутшăнакан.

2024 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче пĕрлешӳрен малалла патшалăхсем тухнă[1]:

Йĕркеленӳ историйĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1975 çулхи авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче Хĕвеланăç Африка патшалăхĕсен экономика пĕрлешĕвне туса хунă, хăçан Хĕвеланăç Африкăн 16 патшалăхĕсем Лагос килĕшĕвне йышăннă. Пĕрлешӳри туса хунин тĕллевĕ — регион çĕршывĕсем экономика интеграцин аталанăвĕ. 2000 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнче ЭКОВАС-ран Мавритани тухнă[2]. 2017 çулхи юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнчен Мавритани ку ассоциациллĕ хутшăнакан.

2004 çулта Пĕрлешӗвӗн хӳтĕлев министрĕсем, 2010 патĕнчи, ЭКОВАС çапăçма пултаракан тăнăçлă тăвакан контингенте тунине йышăннă, контингента тăтăш хавас вăйĕсем (1,5 пин çын) тата тĕп тăнăç тăвакан бригади (5 пин çын) кĕреççĕ.

Тĕрĕссипе халĕ ирĕклĕ суту-илӳ зони планлеме йĕркеленеççĕ.

ЭКОВАС Штаб-хваттерĕ (Абуджа, Нигери)

Структура Патшалăхăн Пуçлăхĕсен тата правительсвин конференцийĕ — Мăн Тытăм органĕ. Çавăнпа ЭКОВАС-ăн Парламент, Суд, Экобанк, Экономика тата социаллă канашĕ, комиссисем (уту-илӳ, таможлă политика тата ыттисем)

Тĕллевсем

  • начăрлăхпа кирĕшӳ;
  • тăнăçлăха тата хăрушсăрлăха пулăшни «ăшă вырăнсенче» (Либери, Гвиней-Бисау), борьба с преступноçпа тата саккунлă çемçе хĕç-пăшăл сарнипе кирĕшӳ, контрабандăпа кирĕшӳ. Çакăншăн мониторинг ушкăнĕ тунă.

Иртнĕ пулни

  • транспорт тата энергетика инфраструктури йĕркеленни (чукун çул линийĕ, автомагистраль, газопровод туни);
  • импорт мораторийĕ, экспорт тата çемçе хĕç-пăшăл туни;
  • туризм чекĕсем туни (укçа), 5, 10, 20, 50 тата 100 номиналпа.

Перспективара

  • Хĕвеланăç Африка федерацийĕ туни;
  • Унифицикациленнĕ паспорт (пĕрлешнĕ патшалăх валли);
  • Пĕрлешнĕ валюта «эко»;
  • стандартизациленĕ вĕренӳ дипломĕсем;
  • тинĕс, çĕр çинче тата пулă тытакан инфраструктури.

Атăланушăн тĕп проблемисем:

  • Çĕршывсем хушшинчи чукун çул çук;
  • Платеж системи эффективлĕ мар;
  • Таможня инструкцийĕсем питĕ тĕрлĕ (контрабанда аталанать);
  • Йывăр хистевесем (сăмахран ШПП-н шайĕ 4 % пĕчĕкрех);
  • Политика стабиллĕх çукки;
  • Граждан вăрçисем;
  • Организацин регионпа право статусӗн уҫӑмсӑрлӑхӗ.

Халĕ, суту-илӳ шайĕ тата объемĕ питĕ пĕчĕк.

ЭКОВАС институчĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Парламент, Комисси, Суд, Аталану Банкĕ, Сывлăх сыхлăхĕн организацийĕ, Коррупцие тата терроризма пулăшни хирĕçӳ ĕç ушкăнĕ, Генераллă аудитор. Кунсăр пуçне, ЭКОВАС структуринне малалла организацисем кĕреççĕ:

  • Хĕвел Африка валютлă агентстви (WAMA)
  • Ял хуçалăх тата çимĕç регионлă агентстви (ARAA)
  • ЭКОВАС электроэнергетикин йĕркеленин регионлă органĕ (ERERA)
  • Çĕнеллĕ энерги çăлкуçĕ тата энерго-эффективлăх ЭКОВАС центрĕ (ECREEE)
  • Электроэнерги ылмашĕн Хĕвеланăç Африкăн системи (WAPP)
  • Хăмăр ЭКОВАС картти
  • Шыв ресурсĕсен координацин ушкăнĕ (UCRE)
  • Гендерлĕ аталанăвăн ЭКОВАС центрĕ (CCDG)
  • Спорт тата çамрăксен аталанăвĕн ЭКОВАС центрĕ (CDJSC)
  • Хĕвеланăç Африка укçа-кредитлĕ уйрăмĕ (WAMI)
  • Инфраструктура проекчĕсен хатĕрлесси тата аталану ЭКОВАС ушкăнĕ(PPDU)

Массăллă ĕçсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕр 4 çулсенче ЭКОВАС вăййисем ирттереççĕ. Татах пĕр хут ЭКОВАС футбол чемпионачĕ пулнă, Илемлĕх конкурсĕсем те ирттереççĕ.

Çавăн пек пăх.[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]