Буркина-Фасо
фр. Burkina Faso Буркина-Фасо | |||||
| |||||
Патшалăх чĕлхисем | франци чĕлхи | ||||
---|---|---|---|---|---|
Тĕп хула | Уагадугу | ||||
Чи пысăк хула | Уагадугу | ||||
Президент | Блэз Компаоре | ||||
Премьер-Министр | Люк-Адольф Тиао | ||||
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
74 вырăнта 273 187 км2 | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе(2009) - Йышлăхĕ |
61 вырăнта 15 746 232[1] 57,5/км² | ||||
Валюта ячĕ | Франк КФА | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ +00 пуçласа +00 таран | ||||
Патшалăх гимнĕ | Буркина-Фасо патшалăхĕн гимнĕ | ||||
Тетел доменĕ | [[.bf]] | ||||
Тел. префиксĕ | 226 |
'Буркина́-Фасо́ (Роскартографи картисенче пробел урлă çыраççĕ)[2] (фр. Burkina Faso [byʁkiˈna faˈso]; 1984 çулхи çурла уйăхĕччен — Тури Во́льта) —Хĕвеланăç Африкăри патшалăх.
Çурçĕрте Малипе, Нигерпа — хĕвелтухăçĕнче, Бенинпа — кăнтăр-хĕвелтухăçĕнче, Тогопа тата Ганăпа — кăнтăрта тата Кот-д’Ивуарпа — кăнтăр-хĕвĕланăçĕнче чикĕ тытать. Тинĕс çыранĕ патне тухмасть. Патшалăх ячĕ «таса чунлă çынсен çĕршывĕ» мооре чĕлхинче «буркина́» — «чтаса чунлă çынсем », дьюла чĕлхинче «фасо́» — «тăван çĕршыв». Буркина (Burkina) кĕскетнĕ ячĕпе те усă кураççĕ. Тĕп хули — Уагадугу.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Авалхи кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]XI-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче хальхи Ганăн çурçĕр-хĕвелтухăçĕнчен моси ăрăвĕçем килсе вырăнти ньеньесе, груси тата буса ăрăвĕсене пăхăнтарнă. Догон йăхĕ çурçĕрелле чакнă. Хальхи Буркино-Фасо çĕрĕнче XIV-мĕш ĕмĕртен Уагадугу, Ятенга, Тенкодого тата Фадан-Гурмаи патшалăхĕсем вырнаçнă. XIV -XVI Ятенга патшалăхĕ кӳршĕллĕ Мали тата Сонгай çĕрĕсен пайнĕсене çĕнтерсе илнĕ.
Колони тапхăрĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]XIX-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче Франци колонизацилеме пуçланă. 1895-мĕш çулта Ятенга пашалăхăн çарне аркатнă, 1897 çулта Фада-Гурма Франци протекторатне йышăннă. 1904 -1919 Тури Вольта Тури Сенегал — Нигер колнине кĕнĕ, каярах уйрăм колони туса хунă. 1934-мĕш çулта Абиджан таран чукун çул тунă.
1947-мĕш çулта Тури Вольта колоние тавăрнă. Кулибали, каярах Морис Ямеого. ертсе пыракан «Африка демократиллĕ пĕрлешĕвĕ» (АДО) вăй пухнă. 1947-1958çç Франци Тури Вольти Францин тинĕс леш енчи территори шутланнă, каярах Франци пĕрлĕхне кĕрекен Автономлă Тури Вольта республикине туса хунă. 1958ç Тури Вольта планланă тата1959-1960çç пулнă Мали Федерацине (Мали тата Сенегал) кĕрес кăмăл пуррине палăртнă, анчах кӳршĕллĕ вырнаçнă Пил Шăммин Çыранĕ хирĕç пулнипе ку федерацине кĕрессине пăрахăçланă. 1959-мĕш çулан раштавĕнче Ямеого патшалăх президенчĕ пулса танă. Вăл чи малтанах хăйĕн партисĕр пуçне ыттисене чарса лартнă.
Никама пăханмалах тапхăрĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1960-мĕш çулхи çурла уйăхен 5-мĕшĕнче Ямгео Тури Вольта никама та пăхăнманни çинчен пĕлтерсе патшалăхăн президенче пулса ларнă.
1966-мĕш çулхи январте наци забастовки пуçланнă. Влаç Сангуле Ламизана подполковник ертсе пыракан çар çыннисен аллине куçнă. 1970-мĕш çулта çĕнĕ конституци йышăннă, политика партисене йĕркелеме май тунă. Ламизиана (бригада генералĕ пулнăскер) тӳрĕ суйлавра çĕнтерсе президент пулать. 1974-мĕш çулхи суйлав умĕн пуçлăхсем хирĕçнĕ май Ламазина влаçă хăй аллине илет. 1977-мĕш çулта вăл патшалăха граждансем ертсе пынине таварать. Анчах 1980-мĕш çулхи чӳк уйăхĕнче Сайе Зербо полковник ертсе пыракансем Тури Вольтăра каллех çар режимне кĕртеççĕ.
1982-мĕш çулхи чӳк уйăхĕнче Уэдраого майор ертсе пыракан ушкăн Зербона хăваласа ярать. 1983-мĕш çулта çĕнĕ президент «сулахай» партисенчен уйрăлас тесе минстăрсен кабинетĕнчен Санкара Томас капитана кăларса ярать. 1983-мĕш çулхи çурла уйăхĕнче Санкара çăр пăлхавĕпе усă курса президент пулса ларать, патшалăха Буркина-Фасо ят парса социаллă революциллĕ курса палăртать. Халăх хушшинче питĕ популярлă пулнă, çав шутра хăй халăхран уйрăлманнине палăртнипе. Вăл кабинетĕнче кондиционер лартман, ахаль çынсем ку япалана илеймеççĕ тесе. Хăйĕн портречĕсене çакма санкци паман. Çавăн пек сулахайла ĕçсем тунăшăн ăна «Африка Че Гевари» теме тытăннă. 1985-мĕш çулта минералла ресурсемпе пуян чикĕре демаркаци туман территории пирки Малипе чикĕ конфликчĕ пуçланнă («Агашер вăрçи»). ООНăн çĕршывсем хушши сучĕ йышăннипе, икĕ çĕршыв та унта çырусем çырсан, ку территорие çурмалла патне пайлана. 1987-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Санкарана Компаоре Блэз йĕркеленĕ пăлхав вăхăтĕнче вĕлереççĕ. 11.06.1991 çĕнĕ конституци йышанаççĕ. 1997-мĕш çултан президента миçе хут суйламалли чарăва пĕтернĕ. Буркина-Фасопа Раççей хушшинче дипломати хутшăнăвĕсем пур (18.02.1967 СССР )
Çутçанталăк
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Территорин нумайрах пайĕ — хумла плато Моси (çӳллĕшĕ 200—500 м), унта 750 м таран уйрăм сăртсем çĕкленеççĕ. Субэкватор климачĕ, типĕ тапхăр палăрса тăрать (чӳкрен пуш таран, çурçĕр районсенче 8-10 уйăх). 20 яхăн юханшыв, вĕсенчен пысăккисем - Хура Вольта тата Шура Вольта. Типĕ сезон вăхăтĕнче ухаççĕ е типеççĕ.
Нумайрах вырăнта ахаль е çӳллĕ курăкла саваннă сарăлнă, выранĕ-выранĕпе сайра таракан савана вăрманĕсемпе тĕмсем тĕл пулаççĕ. Вăрман патшалăхăн лаптăкĕн 9 % таран. Тискер чĕрчунсен шучĕ чакать. Арăслан, леопард, пил, буйвол, антилопа тĕл пулать. Кайăксемпе рептилисем нумай. Юханшывсен шурлăхла çыранĕсенче бегемот, крокодил, тимĕр шапа тĕл пулать. Саваннара термит йăви нумай. Патшалăхăн кăнтăр пайенче цеце шăна сарăлнă. Бенинпа Нигер чиккинче W (Дубль-В) наци паркĕ, резерватсем.
Политика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Патшалăха пĕтемĕшле тӳрĕ суйлавпа палăртна президент ертсе пырать (1987 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕччен — Блез Компаоре)[3].
- правительствăна президент лартнă премьер-министр ертсе пырать (2011 çулхи апрелен 11-мĕшĕччен — Люк-Адольф Тиао).
- Парламент пĕр палатăлла — Наци Асамблеи, 111 депутат тӳрĕ суйлава 5-çуллăха суйланаççĕ.
2007-мĕш çулхи суйлав тăрăх чи пысăк парти — Демократипе прогрессшан конгресс (73 депутат). Парламентера тата 12 партин пайташĕсем пур ( 14-ран 1 депутат таран).
Экономика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çутçанталăк ресурсĕсем — марганец рудисен, ылтăн, фосфорит, пăхар çĕрĕсен, никель, титан çĕр управĕсем. Буркина-Фасо — тĕнчери чи чухăн çĕршывсенчен пĕри. Ĕçлекенсен 90% ял хуçалăхĕпе пурăнать, час-часах типĕ çăнталăк пирки тертленет. Тĕп экспорт культури — çĕр мамăк.
2009-мĕш çулта çын пуçне килекен ВВП 1,2 пин долл. (тĕнчере 206-мĕш вырăн). Çынсен çуррине яхăн чухăнлăх шайенчен каярах пуранать. Ях хуçалăхенче çĕр мамăк, арахис, çӳ йывăççи, сорго, вир, кукуруза, рис, сурăхпа качака ĕрчетеççĕ. Промăçлăх - çĕр мамăкне тата ытти ял хуçăлăх чĕр таварне тирпейлени, ĕçмелли, туртмалли, супăнь, пир-авăр туса кăларни, ылтăн кăларни.
Тулашри суту-илӳ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Экспорт — 0,5 млрд долл. 2008 çулта — çĕр мамăк, выльăх, ылтăн.
Илекенсем — Сингапур 16,6 %, Бельги 12,6 %, Китай 11 %, Таиланд 8,9 %, Гана 6,8 %, Инди 6,3 %.
Импорт — 1,3 млрд долл. 2008 çулта — промăçлăх товарĕсем, апат-çимĕç, нефтепродукт.
Тĕп тавар таратакансем — Кот д’Ивуар 26,7 %, Франци 20 %, Того 8 %, Ливи 4,6 %. Африка, Кариб бассейнĕ тата Лăпкă океан регионĕн патшалăхĕсен организацине кĕрет.
Административла пайлану
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Буркина-Фасо 13 облаçе, 45 провинцийе тата 301 департамента пайланать.
№ | Облаç | Облаç (Фр.) | Административла центр | Провинцисен шучĕ | Лаптăкĕ, км² | Халăх йышĕ (2006), çын. | Йышлăх, çын/км² |
---|---|---|---|---|---|---|---|
1 | Букле-ду-Мухун | Boucle du Mouhoun | Дедугу | 6 | 34 479 | 1 434 847 | 41,62 |
2 | Каскадсем | Cascades | Банфора | 2 | 16 663 | 524 956 | 31,50 |
3 | Тĕп | Centre | Уагадугу | 1 | 2 805 | 1 523 980 | 543,31 |
4 | Хĕвелтухăç-Тĕп | Centre-Est | Тенкодого | 3 | 14 852 | 1 132 023 | 76,22 |
5 | Çурçĕр-Тĕп | Centre-Nord | Кая | 3 | 19 508 | 1 203 073 | 61,67 |
6 | Хĕвеланăç-Тĕп | Centre-Ouest | Кудугу | 4 | 21 853 | 1 183 473 | 54,16 |
7 | КăнтăрТĕп | Centre-Sud | Манга | 3 | 11 313 | 638 379 | 56,43 |
8 | Хĕвелтухăç | Est | Фада-Нгурма | 5 | 46 256 | 1 209 399 | 26,15 |
9 | Тури Бассейнсем | Hauts-Bassins | Бобо-Диуласо | 3 | 26 606 | 1 410 284 | 53,01 |
10 | Çурçĕр | Nord | Уахигуя | 4 | 17 601 | 1 182 770 | 67,20 |
11 | Тĕп Плато | Plateau-Central | Зиниаре | 3 | 8 545 | 647 516 | 75,78 |
12 | Сахель | Sahel | Дори | 4 | 36 130 | 808 928 | 22,39 |
13 | Кăнтăр-Хĕвеланăç | Sud-Ouest | Гава | 4 | 16 576 | 623 056 | 37,59 |
Пĕтĕмпе | 45 | 273 187 | 13 522 684 | 49,50 |
Халăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Буркина-Фасон вырăнти халăхĕ икĕ тĕп этник ушкăнне кĕрет: гур, кунта патшплăхри чи нумай шутлă халăх моси (48,6 % ), тата сисала, мбуин, га, бобо (6,8 %), лоби (4,3 %), гурунси (6 %), гурма (7 %), сенуфо (2,2 %); тата манде, вĕсен шутĕнче буса (биса), само (сану) 6,5 %, хауса, сонинке, диула, фульбе; çурçерте сонгай тата туарегсем пурăнаççĕ. Тĕнсем - мусульмансем 50 %, вырăнти тĕнсем 40 %, христиансем (тĕпрен илсен католиксем) — 10 %. Хулара халăхăн 20% пуранать.
Çулталăкри ӳсĕм:
- 3,1 % (11-вырăн)
Çул шучĕпе тытăм:
- 0-14 çул: 46,2 %
- 15-64 çул: 51,3 %
- 65 тата асларах: 2,5 %
Вăтам çул шучĕ:
- пĕтĕмпе — 16,8 çул, çав шутран
- арçын 16,6 çул
- хĕрарăм 17 çул
Ача çуратни:
- 44,0 ача 1000 çын çине (тĕнчере 4-мĕш вырăн)
Фертильность — 6,2 ача çуратни 1 хĕрарăма (тĕнчере 6-мĕш вырăн)
Вилеслĕх:
- 13,0 1000 çын çине
Пĕчĕк ачасен вилеслĕхĕ:
- 83 1000 пĕчĕк ача çине (тĕнчере 13-мĕш вырăн)
Ватамран пурăнаççĕ:
- пĕтĕмпе— 53 çул (тĕнчере 203-мĕш вырăн)
- арçынсем — 51 çул
- хĕрарăмсем — 55 çул
ВИЧ вирусĕ 1,6 % ернĕ (2007 хаклав) Арçынсен 29%, хĕрарăмсен 15% хутла пĕлет (2007 хаклав).
Культура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Буркина-Фасо Африкара кинематограф енчен малтисен шутĕнче. Идрисса Уэдраого «Закон» фильмпа (1990) Канн кинофестивалĕнче Гран-при илме пултарнă пĕртен-пĕр африка кинорежисcёрĕ. Мăшарлă мар çулсенче Африка пашалăхĕсен кинопа телевидени фестивалĕ иртет. Фестиваль лауреачĕсем хушшинче Буркина-Фасо режиссёрĕсем: Гастон Каборе тата Уэдраого.
Спорт
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Патшалăхра кашни çул Тур де Фасо çĕршывсем хушии велочупу иртет, вăл африкăри Тур де Франс аналогĕ.
Уявсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1 января — Çенĕ Çул
- 3 января — Пăлхав кунĕ 1966
- 8 марта — Хĕрарăмсен кунĕ
- 1 мая — Ĕç кунĕ
- 5 августа — Никама пахăнмалах кунĕ ( Францирен, 1960)
- 11 декабря — Республика кунĕ (Франци пĕрлехĕнче Автономлă Тури Вольта республикине туса хуни, 1958)
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Burkina Faso. CIA World Factbook
- ^ Новые названия на карте мира. Роскартография. Тĕрĕсленĕ 30 Ҫу уйӑхӗн 2010.. Дефисное написание Буркина-Фасо зафиксировано в словаре: Лопатин В. В. Прописная или строчная? Орфографический словарь / В. В. Лопатин, И. В. Нечаева, Л. К. Чельцова. — М.: Эксмо, 2009. — С. 91.
- ^ Официалла сайтри Компаоре биографийĕ 2010 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сайт правительства Буркина-Фасо(фр.)
- Сайт президента 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.(фр.)
- Полезная информация о стране 2012 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
- Полезное
Африка пĕрлешĕвĕ |
|
---|---|
Чăн пайташсем |
Алжир • Ангола • Бенин • Ботсвана • Буркина Фасо • Бурунди • Габон • Гамби • Гана • Гвиней • Гвинея-Бисау • Конго Демократи Республики • Джибути • Икĕпат • Замби • Анăç Сахара • Зимбабве • Кабо-Верде • Камерун • Кени • Коморсем • Конго • Кот-д’Ивуар • Лесото • Либери • Ливи • Маврикий • Мавритани • Малави • Мали • Мозамбик • Намиби • Нигер • Нигери • Руанда • Сан-Томе тата Принсипи • Свазиленд • Сейшел Утравĕсем • Сенегал • Сомали • Судан • Сьерра-Леоне • Танзани • Того • Тунис • Уганда • Вăта Африка Республики • Чад • Экваторти Гвиней • Эритрей • Эфиопи • Кăнтăр-Африка Республики • Кăнтăр Судан |
Пайташлăхне чаракланă | |
Кĕме пăрахнă |
Африкăри патшалăхсем |
|
---|---|
Алжир • Ангола • Бенин • Ботсвана • Буркина-Фасо • Бурунди • Габон • Гамби • Гана • Гвиней • Гвиней-Бисау • Джибути • Замби • Зимбабве • Египет • Кабо-Верде • Камерун • Кени • Комор утравĕсем • Конго Демократиллĕ Республики • Конго Республики • Кот-д'Ивуар • Лесото • Либери • Ливи • Мадагаскар • Малави • Мали • Мавритани • Маврики • Марокко • Мозамбик • Намиби • Нигер • Нигери • Руанда • Сан-Томе тата Принсипи • Свазиленд • Сейшелсем • Сенегал • Сомали • Судан • Сьерра-Леоне • Танзани • Того • Тунис • Уганда • Вăтам Африка Республики • Чад • Экваторти Гвиней • Эритрея • Эфиопи • Кăнтăр Африка Республики Пăхăнуллисем: Инди океанĕнчи Британи çĕрĕсем • Майотта • Реюньон • Таса Елена утравĕ Йышăнман патшалăхсем (тивĕç-ирĕкпе — ирĕклĕ): Анăç Сахара • Пунтленд • Сомалиленд |
Франкофони |
||
---|---|---|
Чăн пайташсем | Албани | Андорра | Армени | Бельги (Бельгири франци пĕрлĕхĕ) | Бенин | Болгари | Буркина-Фасо | Бурунди | Вануату | Вьетнам | Габон | Гаити | Гана1 | Гвиней | Гвиней-Бисау | Греци | Джибути | Доминика | Икĕпат | Кабо-Верде | Камбоджа | Камерун | Канада (Нью-Брансуик, Квебек) | Кипр1 | Коморсем | Конго Демократиллĕ Республики | Конго Республики | Кот-д’Ивуар | Лаос | Ливан | Люксембург | Маврикий | Мавритани | Мадагаскар | Мали | Марокко | Молдави | Монако | Нигер | Руанда | Румыни | Сан-Томе тата Принсипи | Сейшелсем | Сенегал | Сент-Люси | Çурçĕр Македони | Того | Тунис | Франци (Франци Гвиани, Гваделупа, Мартиника, Сен-Пьер тата Микелон) | Вăтам Африка Республики | Чад | Швейцари | Экваторти Гвиней Căнакан патшалăхсем: Австри | Армени | Венгри | Грузи | Латви | Литва | Мозамбик | Польша | Серби | Словаки | Словени | Таиланд | Украина | Хорвати | Чехи 1Ассоциациленĕ пайташ |
Франс чĕлхиллĕ территорисем |
|
---|---|
Пĕртен-пĕр официаллă чĕлхе |
Бенин • Буркина-Фасо • Габон • Гвинея • Демократическая Республика Конго • Кот-д’Ивуар • Мали • Монако • Нигер • Республика Конго • Сенегал • Того Франция, в том числе: Гваделупа • Гвиана • Майотта • Мартиника • Новая Каледония • Реюньон • Сен-Бартелеми • Сен-Мартен • Сен-Пьер и Микелон • Уоллис и Футуна • Французская Полинезия |
Официаллă чĕлхесенчен пĕри |
Бурунди • Вануату • Гаити • о-в Гернси • о-в Джерси • Джибути • Камерун • Коморы • Люксембург • Мадагаскар • Руанда • Сейшельские Острова • ЦАР • Чад • Экваториальная Гвинея |
Территори пайĕнчи официаллă чĕлхе |
Бельги: Брюссельский столичный регион • Валлони Индия: союзная территория Пондичерри Италия: автономная область Валле-д’Аоста Канада: в провинциях и на территориях Квебек • Нунавут • Нью-Брансуик • Северо-Западные территории • Юкон США: в штате Луизиана Швейцария: в кантонах Берн • Вале • Во • Женева • Невшатель • Фрибур • Юра |
Официаллă мар чĕлхе |