Контент патне куҫ

Кот-д'Ивуар

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кот-д'Ивуар Республики

фр. République de Côte d’Ivoire

Кот-д’Ивуар ялавĕ Кот-д’Ивуар гербĕ
Патшалăх чĕлхисем франци чĕлхи
Тĕп хула Ямусукро
Чи пысăк хула Абиджан
Президент Алассан Уаттара
Премьер-Министр Ауссу-Куадио Жанн
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
67 вырăнта
322 460 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2009)
 - Йышлăхĕ
581 вырăнта
15 746 23 221 075 000[1]
65/км²
Валюта ячĕ Франк КФА
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +00 пуçласа +00 таран
Патшалăх гимнĕ L'Abidjanaise
Тетел доменĕ [[.ci ]]
Тел. префиксĕ 225
Кот-д’Ивуар рельефĕ
Кот-д’Ивуар рельефĕ
1729 ç. карта, ун çинче Пил шăммин çыранне палăртнă

Кот-д'Ивуар Республики (фр. République de Côte d'Ivoire [ʁepyˈblik də kot diˈvwaʀ]) 1986-мĕш çулччен официаллă ячĕ «Пил шăммин çыранĕ» - Хĕвеланăç Африкăри патшалăх. Либерипе, Гвинейпа, Малипе, Буркина-Фасопа тата Ганăпа чикĕ тытать. Кăнтарта Атлантика океанĕн Гвиней кӳлмекĕ. Маларах Франци колонийе пулнă.

Официаллă чĕлхе - франци, вырăнти чĕлхесенчен дьюла, бауле, бете сарăлнă.

Патшалах кăнтарта нӳрĕ тропик вăрманлă, çурçĕрте çӳллĕ курăклă саваннăллă тӳремлĕх çинче вырнаçнă. Кăнтăрта экватор, çурçĕрте субэкватор климачĕ. Çулталăкри вăтам температура + 26° - + 28°. Çумăр çулталăкра çурçĕрте 1100 мм, кăнтăрта 5000 мм таран. Çутçанталăк ресурсĕсем - — нефть, газ, кĕвер чул, марганец, тимер çĕрĕ, кобальт, боксит, пăхăр, ылтăн, никĕль, тантал.

Юханшывсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп юханшывсем — Сасандра, Бандама тата Комоэ, анчах юханшывсем çинче чул пусахисем нумай пулнипе тата типĕ тапхăрта шыв шайĕ вăйлă ухнипе карапсем вăрринчен 65 çх нумайрах çуреймеççĕ.

Ӳсентăрансем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çыран херринче çăра тропик вăрманĕсем, çурçĕрте саванна сарăлать.

Кот-д’Ивуарта шакал, Гиена, пантера, слон, шимпанзе, крокодил, калтасен тата наркăмăшла çĕленсен темиçĕ тĕсĕ тел пулать.


Административла пайлану

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Кот-д’Ивуар облаçĕсем
Кот-д’Ивуар картти

Кот-д’Ивуар 19 облаçе пайланать. Вĕсем 81 департамент тата 2 районран тараççĕ.


облаçЛаптăк,
км²
Халăх йышĕ
(2010), çын.
Йышлах,
çын./км²
1.АгнебиАгбовиль9 234743 55980,52
2.БафингТуба8 922205 33923,01
3.Ба-СассандраСан-Педро26 4402 037 62877,07
4.ДенгелеОдиенне20 997316 57115,08
5.МонтаньМан16 7821 334 38779,51
6.ФромажеГагноа6 903772 368111,89
7.О-СассандраДалоа15 2421 535 137100,72
8.ЛакЯмусукро8 875677 81276,37
9.ЛагюнАбиджан13 3235 336 658400,56
10.МарауэБуафле8 698791 68991,02
11.Муайен-КавеллиГильо14 268737 69951,70
12.Муайен-КомоэАбенгуру6 921561 85381,18
13.Нзи-КомоэДимбокро19 242895 40546,53
14.СаванКорого40 2101 319 24032,81
15.Сюд-БандамаДиво10 677972 14491,05
16.Сюд-КомоэАдиаке7 252656 15090,48
17.Валле-дю-БандамаБуаке28 5181 538 48453,95
18.ВородугуСегела22 166536 01224,18
19.ЗанзанБандуку38 251999 58626,13
Пĕтĕмпе322 92121 967 72168,03

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Department of Economic and Social Affairs Population Division (2009). «World Population Prospects, Table A.1» (.PDF).

Шаблон:Кот-д’Ивуар темăсенче Шаблон:Африка патшалăхĕсем

Шаблон:Латин пĕрлĕхе