Хура хĕрен
Курӑнакан калӑплав
Шаблон:Таxon Хура хĕрен[1] (лат. Milvus migrans) — хурчка йышшисен йышне кĕрекен çăткăн вĕçен кайăк.
Характеристика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хура хĕрен - куракран пысăкрах кайăк. Шыв хĕрринче, вăрманлă вырăнта пурăнать. Хăш чухне апат каяшĕсене шыраса хуçалăх таврашне вĕçсе пыма пултарать, вилнĕ выльăх-чĕрлĕх какайне кăмăллать.
Çăмартисем (2-3) шурă, хура пăнчăсемлĕ. Ами 1 уйăх хушши пусра пĕччен ларать, уйăхри чĕпсем ашшĕ-амăшĕнчен уйрăлса ытти чĕпсемпе ушкăнланаççĕ. Ака уйăхĕнче вĕçсе килеççĕ, авăнра каяççĕ.
Чăваш Енре тăтăшах тĕл пулакан вĕçен кайăк, нумайăшĕ Атăлпа Сăр тăрăхĕнче пурăнать.
Кĕçĕн тĕссем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Milvus migrans migrans (Boddaert, 1783): Европа хĕренĕ
- Вăта, кăнтăр тата тухăç Европăра Тянь Шаня çитиччен, кăнтăраллак Пакистана çити. Африкăра хĕл каçать. Чакăр пуçлă.
- Milvus migrans lineatus (J. E. Gray, 1831): Хура хăлхаллă хĕрен
- Çĕпĕрте, Амурçумĕнчен кăнтăралла Гималая çити, Çурçĕр Индие, Индокитая тата Китайăн кăнтăрне çитиччен.
- Milvus migrans govinda (Sykes, 1832): Кĕçĕн ĕнчĕ хĕренĕ
- Milvus migrans affinis (Gould, 1838): Fork-tailed Kite
- Сулавеси тата; Папуа Çĕнĕ Гвиней, тусемсĕр пуçсăр, Çурçĕр-тухăç тата тухăç Австрали.
- Milvus migrans formosanus (Kuroda, 1920): Тайвань хĕренĕ
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Жизнь животных (ТТ. 1—7). — 2-е изд. — М., 1983—89.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Бёме Р. Л., Флинт В. Е. Пятиязычный словарь названий животных. Птицы. Латынь, вырăс, акăлчан, нимĕç, франс / В. Е. Соколов академик редакципе. — М.: Рус. яз., «РУССО», 1994. — 2030 экз. — ISBN 5-200-00643-0
- ^ Agoramoorthy, G (2005). «Disallow caste discrimination in biological and social contexts». Current Science 89 (5).
- ^ [1]. — Taylor and Francis, London, 1896. — С. 374–378.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Позвоночные животные России: Хура хĕрен 2015 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.