Чăвашран тухнă генералсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Чăвашран тухнă генералсем — чăваш пулса çуралса, ÿссе çитĕнсе генерал пулса тăнă çынсем. Урăхла каласан, вĕсен ашшĕ-амăшĕ, е ашшĕ çеç-и, амăшĕ çеç-и, чăвашсем. Çавăн пекех ку йыша тата ытти сăлтавсне пула та чăваш теме май пур генералсене кĕртме пулать хăш чухне.

Тепĕр чухне кун пек çынсем пирки хыпар-хăнарсенче тата документсенче те, калăпăр, вырăс тесе те çырма пултарнă. Апла пулин те, чăвашах темешкĕн аргументсем пулсан, асăннă йыша кĕртме пулать.

Алфавит çине мар, вăхăт, самана çине таянас-тăк, йыша Талиев Даниил Иванович (1784-1837)[1] уçать. Вăл — чăвашран тухнă чи малтанхи генералсенчен пĕри.

Генерал-полковниксем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Генералсенчен чи аслисенчен пĕрисем — генерал-полковниксем (пакун çинче виçĕ çăлтăр). Ун пеккисенчен халлĕхе тăватă чăваша тупса палăртнă.

  1. Смородинов Иван Васильевич (1894-1953), генерал-полковник (1941), — хальхи Тутарстанти Элкел районӗнчи Кивӗ Матак ялӗнче çуралса ÿснĕ.
  2. Боголюбов Александр Николаевич (1900-1956), генерал-полковник (1945), Совет Союзӗн Геройӗ, — Шупашкар хулинче çуралса ÿснĕ.
  3. Дементьев Пётр Васильевич (1907-1977), генерал-полковник-инженер (1977), икӗ хут Социализмла Ӗҫ Геройӗ, — хальхи Тутарстанти Ҫӗпрел районӗнчи Пасарлӑ Упи ялӗнче çуралса ÿснĕ (хăшпĕр хыпарсем тăрăх — Саплăк ялĕнче).
  4. Романов Анатолий Александрович (1948 ҫур.), генерал-полковник (1995), Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ, — Пушкӑртстанти Пелепей районӗнчи Илккел ялӗнче çуралса ÿснĕ.

Генерал-полковникрен те аслăраххи — çар генералĕ (пакунсем çинче тăватă çăлтăр). Ун пеккисене чăвашсем хушшинче халлĕхе тупса палăртман.

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Симулин А.М. Талиев Д.И. — Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]