Дементьев Пётр Васильевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Дементьев Пётр Васильевич
200px
Çуралнă вăхăт кăрлач, 11 1907
Çуралнă вырăн Çĕнĕ Упи ялĕ, Пăва уесĕ, Чĕмпĕр кĕперни, халь Çĕпрел районĕ
Тутарстан, РСФСР
Вилнĕ вăхăт çу, 14 1977
Вилнĕ вырăн Мускав
Пăхăнулăх Flag of the Soviet Union.svg СССР
Хисеп
Генерал-полковник
Чыславсем тата парнесем
Социализм  Ĕçĕн Паттăрĕ Социализм  Ĕçĕн Паттăрĕ
Ленин орденĕ Ленин орденĕ Ленин орденĕ Ленин орденĕ
Ленин орденĕ Ленин орденĕ Ленин орденĕ Ленин орденĕ
Ленин орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ 1 степеньлĕ Кутузов орденĕ II степеньлĕ Суворов орденĕ
Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ «Çапăçури хастарлăхшăн» медаль
«Хастарлă ĕçшĕн (Вăрçăри хастарлăхшăн). Владимир Ильич Ленин 100 çул тултарнин асăну» юбилей медалĕ
«Мускава хӳтĕленĕшĕн» медаль «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль 20 years of victory rib.png
30 years of victory rib.png «Японие çĕнтернĕшĕн» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсен ветеранĕ» медаль
«Совет Çарĕпе Флочĕ 30 çулта» юбилей медалĕ
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 40 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 50 çулта» медаль
800thMoscowRibbon.png
Сталин парни

Пётр Васильевич Дементьев (кăрлач, 11 1907, Тутарстанăн Çĕпрел районĕ, Çĕнĕ Упи ялĕ, — çу, 14 1977, Мускав ) — Совет Союзĕн патшалăхпа хуçалăх ĕçченĕ, иккĕ хутчен Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ. Генерал-полковник-инженер (1977). Чăваш[1][2][3][4][5][6][7][8][9].

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ялти шкулти вĕрентевçĕ кил йышĕнче çуралнă[10] Ашшĕ — Василий Степанович, амăшĕ — Елена Герасимовна Дементьевсем[11].

Дементьевсен йăх-несĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1907 çулхи метрика кĕнекинчен çакă паллă[12][13][14]:

Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесне кĕрекен Упи вулăсĕнчи Алешкин-Саплăк ялĕнче чиркӳ прихучĕн шкулĕнче учительте ĕçлесе пурăнакан Василий Степанович Дементьевăн (вăл Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Чĕмпĕр уесĕнчи Петровка ялĕнче çуралнă) тата унăн саккунлă арăмĕн Елена Герасимовнан (Упи вулăсĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелĕнче çуралнă) 1907 çулхи январĕн 24-мĕшĕнче (кивĕ стильпе – январĕн 11-мĕшĕнче) пĕрремĕш ачи – Петр кун çути курнă. Ачана Упи ялĕнчи чиркӳре шыва кĕртнĕ. Хреснашшĕ Çĕнĕ Йĕлмелĕнчен тухнă Федор Герасимов (Елена Герасимовнапа пĕртăван) пулать, ку вăхăтра вăл Хусан кĕпĕрнинчи Козьмодемьянск хулин мещанĕ пулнă. Хреснамăшне вара Упи хĕрне Анна Степановна Дементьевана тăваççĕ, вăл Василий Степановичпа пĕртăван. Петра январĕн 28-мĕшĕнче (кивĕ стильпе) Николай Фиалков священник тата Кузьма Егоров псаломщик шыва кĕртни паллă.

Малалла вара хайхи "Канаш" тата "Сувар" хаçатсем çапла пĕлтереççĕ:

Степан Игнатьевич Дементьев (министрăн аслашшĕ) çемйи те Чĕмпĕр уесĕнчи Петровка ялĕнчен Упие çапла пырса лекет. Петровка хальхи Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районне кĕрекен Типĕ тата Йĕпе Пăкăрлă ялĕсем таврашĕнче ларнă. Степан Игнатьевичпа арăмĕн ултă ача пулнă: виçĕ ывăл (Михаил, Федор, Василий) тата виçĕ хĕр (Анна, Мария, Варвара). Упире вĕсене çĕр уйăрса панă, вĕсем ир тытăнса каçчен унта тар тăкнă. Çапла майпа Упие 1885-1890 çулсенче 40 ытла çемье куçса килсе тĕпленнĕ, çĕр илнĕ. Каярах килекенсене вара çĕр паман, вĕсем тĕрлĕ ремеслапа аппаланнă: атă çĕленĕ, кăмака купаланă, пичке тавраш ăсталанă... Дементьевсен ачисенчен чи хастарри Василий (20.03.1885 – 5.03.1953) пулнă, вăл ялан пĕлӳ илме ăнтăлнă. Вăл 1903 çулта Хурăнвар-Шăхалĕнчи чиркӳ прихут шкулĕнчен икĕ класс пĕтерсе тухать. Çак çулах 18 çулхи çамрăка Алешкин-Саплăк ялне тин çеç уçăлнă шкула вĕрентме яраççĕ. Ку шкулта Василий Степанович 17 çул вĕрентет, çак хушăра вĕсен çемйи Алешкин-Саплăкрах пурăнать. Малтан (1903-1905 çулсенче) Дементьевсем Андрей Бабайкин хресчен патне хваттере кĕреççĕ. 1905 çулта вара шкул çуртне туса пĕтереççĕ, унта учитель валли хваттер те пулать. Дементьевсем çав хваттере 1905 çулта куçаççĕ, унта 1920 çулччен пурăнаççĕ. Василий Степанович 1914-1915 çулсенче патша çарĕн ретне тăрса Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăнать. Унтан каллех Алешкин-Саплăка таврăнать.

П.В.Дементьевăн малаллахи кунçулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Алёшкин-Саплăкра шкул пулсан та, ашшĕ-амăшĕ Петĕре, темшĕн-çке, Упи шкулне вĕренме янă. Кун пирки çулерех кăтартнă çăлкуçсенче çапла каланă:

Ача чухне Петр çулӗ çитмен пулсан та хăйсен хваттер хуçин ывăлӗпе – Митрофан Бабайкинпа (1905 çулхи) шкула кайкаланă, унпа пӗрле парта хушшинче ларса учитель каласа панине итленӗ. Çулӗ çитсен вара Петӗре Упи шкулне вӗренме янă, ку ялта ун аслашшӗпе асламăшӗ пурăннă. Пулас министрăн пӗрремӗш вӗрентекенӗ Александра Афанасьевна[15] пулнă.

Мĕншĕн Упие яни тĕлĕшпе "чакаланасах" тесен, çакна шута илмелле пулĕ. Василий Степановичпа Елена Герасимовнан хăйсен кил-çурчĕ пулман, шкул хваттерĕ те пысăках пулман-тăр. Çавна кура унта йышлăн пурăнма та май килсех кайман-тăр. Ачисем вара вĕсен ак çаксем: Петр (1907), Евгений (1909), Лев (1912), Людмила (1914), Нина (1917). Пётрсăр пуçне ыттисен ăçта вĕренни, малашăнни паллă мар.

Пётр 1922-мĕш çулта ĕçлеме тытăннă. Чĕмпĕрти ПТУ 1927 çулта, Мускаври М. В. Ломоносов ячĕллĕ механика институчĕ 1929 çулта пĕтернĕ. 1931 çулта Н. Е. Жуковский ячĕллĕ Çар-сывлăш академине вĕренсе тухнă. 1931—41 çулсенче авиапромышленность завочĕсенче инженер-техник ĕçĕсенче (аслă инженер, цех пуçлăхĕ, тĕп инженер, завод директорĕ). 1941—53 çулсенче наркомăн 1-мĕш çумĕ, СССР авиапромышленность министрĕн 1-мĕш çумĕ. 1953—57 çулсенче СССР авиаци промăçлăхĕн министрĕ. 1957—65 çулсенче СССР авиаци техникин патшалăх комитетчĕн председатĕлĕ — СССР министрĕ. 1965 çултанпа виличченех СССР авиаци промăçлăхĕн министрĕ. ССКП 20—24-мĕш съезчĕсен делегачĕ; 19-мĕш съездра ССКП ТК пайташĕн кандидатне суйланă, 20—24-мĕш съездсенче— ССКП ТК пайташĕ. СССР Аслă Канашĕн 4—8-мĕш пухăвĕн (?) депутачĕ.

П. В. Дементьев (сылтăм хĕрринчи) тата Л. И. Брежнев (варринче) авиаци хĕçпăшалĕн кăтартăвĕнче


Г. В. Новожилов академик П. В. Дементьев çинчен çапла каланă:[11]

« Надо сказать, что человека масштаба Дементьева можно уподобить бриллианту с сотнями сверкающих граней, и никому не дано увидеть всех их разом. Каждому из тех, с кем общался министр, он позволял видеть только то, что он хотел показать. Он умел быть и жёстким, и добрым, и неуступчивым, и всепонимающим, он умел, когда надо — польстить, когда надо — обрезать, мог приблизить человека, а мог чётко указать на дистанцию — он был многолик и именно этим, по мнению тех, кто работал рядом с министром, был интересен и дорог.

Мне пришлось много лет работать под руководством Петра Васильевича Дементьева. Я считаю эти годы весьма плодотворными в моей жизни, в жизни ОКБ им. С. В. Ильюшина, да и всей отрасли. По инициативе и при непосредственном личном участии Петра Васильевича были созданы первый реактивный военно-транспортный самолет Ил-76 и 350-местный широкофюзеляжный пассажирский самолет Ил-86, с его подачи начались работы по дальнемагистральному Ил-96. В моей судьбе, как, впрочем, и в судьбе многих моих коллег, П. В. Дементьев сыграл огромную роль. Это был чуткий руководитель, выдающийся государственный деятель и вместе с тем обаятельный и остроумный человек.

»

Хусанпа Шупашкарта ун ячĕпе урамсем пур. Хусанта Кербель хайланă палăкне лартнă. 2007 çулхи утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Упи ялĕнчи шкул стени çине Петр Васильевич Дементьевăн асăну хăмине уçнă. Каярах икĕ хутчен Социаллă Ӗç Паттăрĕн бюстне район центрĕнче уçрĕç.Çӳлерех асăннă искусство произведенийĕсене шăпах Шупашкарти «ТУС» строительство компанийĕн вăйĕпе тунă. Вĕсен архитекторĕсем – Н.Угаслов, А.Трофимов, скульпторĕ В.Нагорнов.

Чыславсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Остапенко, Ю. Петр Дементьев : преодоление невозможного / Ю. Остапенко. – М. : Издат. дом «АЭРОСФЕРА», 2008. – 544 с.
  • Афанасьев, П. Çÿллě вěçев : [Тутарстанра çуралса ÿснě П. В. Дементьев генерал çинчен] / П. Афанасьев // Тăван Атăл. – 2006. – № 5. – С. 39-40 : сăн ÿкерчěк.
  • Можаев, Н. Петр Дементьев – çывăхри ялтан : [СССР авиаци промышленноçěн министрě çинчен] / Н. Можаев // Шăмăршă хыпарě. – 2015. – 29 июль : сăн ÿкерчěк.
  • Саландай, Ив. Ячě халăх асěнче : [П. В. Дементьев генерал-полковник çинчен] / И. Саландай // Шăмăршă хыпарě. – 2007. – 20 кăрлач.
  • Вадимов, В. Чебоксарцы построят памятник в Татарстане : [об увековечении памяти бывшего министра авиационой промышленности СССР, дважды Героя Соц. Труда П. В. Дементьева] / В. Вадимов // Совет. Чувашия. – 2007. – 27 янв. – (О чем говорят).
  • Знаете ли вы, что : [к 100-летию со дня рождения министра авиапромышленности СССР П. В. Дементьева] // Янташ (Санкт-Петербург). – 2007. – 20 июля.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Остапенко Юрий А. - Великий Яковлев. «Цель жизни» гениального авиаконструктора. Читать книгу онлайн. — Cтраница - 104 (П.В.Дементьев пирки автор "хитрый чуваш" тет).
  2. ^ Бочаров, Антон. Герои страны.
  3. ^ Бойко И.И. Чăваш энциклопедийĕнчи статья.
  4. ^ Бойко, И. И. Дементьев Петр Васильевич / И. И. Бойко // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 493.
  5. ^ Вырăс-и е чăваш? : [Тутарстанра çуралса ÿснě П. В. Дементьев генерал çинчен] // Eлчĕк ен. – 1998. – 1, раштав.
  6. ^ Манякова Л. Тутарстан чăвашне чысларĕç  : [Тутарстанра çуралса ÿснě чăвашсен паллă ывăлě П. В. Дементьев генерал-полковник çуралнăранпа 100 ç. çитнине паллă туни çинчен] / Л. Манякова // Хыпар. – 2007. – 30 кăрлач. – С. 1. – (Кун хыççăн кун).
  7. ^ Элли, И. Петр Дементьев генералăн нацилěхě пирки / И. Элли // Хыпар. – 2007. – 3 пуш.
  8. ^ Сидоров, П. Мухтавлă чăваш ячěпе – асăну хăми тата бронза бюст : [Тутарстанăн Çěпрел районěнчи Упи ялěнче чăвашсен паллă ывăлне П. В. Дементьев генерал-полковника асăнса палăк уçни çинчен] / П. Сидоров // Хресчен сасси. – 2007. – 11 утă.
  9. ^ Васильев, В. Во главе авиапрома страны : [о видном представителе чуваш. народа генерал-полковнике, дважды Герое Соц. Труда П. В. Дементьеве] / В. Васильев // Совет. Чувашия. – 2007. – 16 янв.
  10. ^ Фуфаев П. (Алексеев И. Е.) В честь выдающихся земляков// Актуальное национально-культурное обозрение. — 2007. — № 1 (11). — С.с. 38 — 44.
  11. ^ 1 тата 2 Товарищ министр (24 января — 100 лет со дня рождения П. В. Дементьева — организатора авиапрома СССР)// Советская Россия. — 2007. — № 7 — 8 (12930) (23 января).
  12. ^ Макаров В., Ларионов Н. Дементьев министр Алешкин-Саплăкра çуралнă. — Чĕмпĕр чăвашĕсен "Канаш" хаçачĕ. 1393-мĕш (2016.11.03) кăларăм
  13. ^ Ульяновск облаçĕ-нчи патшалăх архивĕ – УОПА, 4-мĕш фонд, 11-мĕш хушма опись, 152-мĕш ĕç. «Упи ялĕн 1901-1908 çулсенчи метрика кĕнеки».
  14. ^ Макаров В., Ларионов Н. Тăван Çӗршыва суйламаççӗ. — 28.11.2016 10:41 | Çĕпрел (Дрожжановский) "Сувар" хаçат сайчĕ.
  15. ^ Хушамачĕ тата ытти хыпарсем паллă мар.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]