Контент патне куҫ

Вешкайма районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Вешкайма районĕ
Вешкаймский район
Патшалăх РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Чĕмпĕр Ен
Администраци центрĕ Вешкайма е.п.
Йĕркеленĕ вăхăт UTC+3
Район администрацин пуçлăхĕ Стельмах Т.Н.
Официаллă чĕлхе вырăс чĕлхи
Пурăнан халăх (2010) 19 801 çын
Наци йышĕ вырăссем — 85 %, ирçĕсем — 6 %, тутарсем — 2 %, чăвашсем — 2 %.
Конфесси йышĕ христиансем, мăсăльмансем, халăх тĕнĕ, атеистсем
Лаптăк 1426,40[2] çм²
Вешкайма районĕ карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ

MSK (UTC+3)

Сайчĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Вешкайма районĕ (выр. Вешкаймский район) — Чĕмпĕр облаçĕн районӗ. Лаптăкĕ — 1435,5 ҫм², облаҫĕн 3,9 % шутланать.

Чĕмпĕр облаçĕн çурçĕр-анăçĕнче вырнаçнă. Административлă тĕпĕхула евĕр посёлок Вешкайма. Пурăну вырăнĕсем — 36, рабочи посёлокĕсем — 2 (Чуфарово тата Вешкайма).

Погорелово ялĕ патĕнче 1647 çулта тунă çĕр хурси, тăршшĕ 15 çм, 4 масар тата бронза ĕмĕрĕнчи курган тĕммисем, хулашсем, укçа тата кӳпе тупнă.

Чылай пурăну вырăнĕ XVII ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче никĕсленнĕ. 20 пĕтĕмĕшле пĕлӳ шкулĕ, çав шутра 11 вăтам шкул. Вулавăш — 21, клуб — 29, пульницă — 4.

Районти промышленность предприятийӗсем: хӑма ҫуракан тата сӗтел-пукан тăвакан «Шарлова леспромхозĕ»; УАО «Вешкайма элеваторĕ»; УАО «Сельхозтехника», УАО «Чăх-чĕп фабрики „Луч“», УАО «„Вешкаймский“ сĕт-çу завочĕ», УАО «Чуфарово арматура завочĕ».

Ял хуçалăхĕнче тĕш тырӑ, çĕр улми çитĕнтереççĕ. Сӗт паракан выльӑх чӗрлӗх усраҫҫӗ, сурăх ӗрчетеҫҫӗ, пахча-ҫимӗҫ туса илеҫҫӗ.

Район ҫӗр айӗнчи пурлăхпа пуян: кунта диатомит (Шарловка, Вешкайма), пурӑ (Бекетово, Канабеево, Карпат) тата опок минералӗсене кӑлараҫҫӗ.

Район витĕр чукун çулпа автомобиль çулĕсем иртеççĕ.

Халăх йышĕ, район тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Йышĕ — 25,7 пин çын. Хулара — 41,8 %, ялсенче — 58,2 %. Халăх йышĕпе:

34 ял пурăнăвĕсенчен пиллĕкĕшĕнче — мордвасем ытларах, пĕрринче — чăвашсем ытларах пурăнаççĕ.


  1. ^ Итоги Всероссийской переписи населения 2020 года (по состоянию на 1 октября 2021 года) (рус.)
  2. ^ Чӗмпӗр облаҫӗ. Пӗтӗм муниципаллӑ йӗркеллӗнӳсен лаптӑкӗ