Каркел
Ял
Каркел
Каркел
|
Каркел (вырăс. Каргино) — Чĕмпĕр облаçĕнчи Вешкайма районĕн ялĕ[1]. Асăннă районта пĕртен-пĕр чăваш ялĕ шутланать. Тăварăм шывĕ хĕрринче вырнаçнă. Район центрĕнчен 13 километрта. Ялăн хĕвеланаç пайĕ унчченхи Сурки ялĕ пулса тăрать; çавăн пекех территорире малтан Карпаты ялĕ пулнă вырăнăн виçĕ çурчĕ пур[2]. Ял чăвашсен ăславра ятарласа палăртнă Чĕмпĕр-Сарăту ушкăнне кĕрет. Апла пулин те ăна çав ушкăн пирки çырнă паллă кĕнекере[3], шел пулин те, пачах та палăртмасăр хăварнă.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хальхи вăхăтра районти пĕртен-пĕр чăваш ялĕ шутланать пулин те, ĕлĕк лару тăру кăшт урăхларах пулнă. Сăмахран халь вырăссем пурнакан Анат Тăварăм ялне те чăннипе чăвашсемех пуçласа янă, никĕсленĕ, каярахпа та унта чылай вăхăт пурăннă[4]. Каркелтен чи çывăхра вырнаçнă чăваш ялĕ хальхи вăхăтра Барыш районĕнчи Емелей пулать.
Кунçулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Николай Ларионов çырнинчен:
Пĕрремĕш хут Туварма çинчен (ял ячĕ малтан çапла пулнă) 1672 çулта асăннă. Яла пуçласа яракансем патша çарĕнче нумай çул службăра тăнă чăвашсем пулнă. Малтан 45 кил пулнă тесе çыраççĕ историксем. Халĕ ку ялта ытларах чăвашсем тата мордвасем пурăнаççĕ. Ытти нацисем те пур[1].
"Тăварăм" тенĕ сăмах чăваш чĕлхинчи "ту" тата "вар" тенисенчен пулса кайнă тесе шутлаççĕ.
Ял 340 çул тултарнине уявлани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кун пирки Николай Ларионов çырса кăтартнă:
Каркелĕнче икĕ уяв харăс пулчĕ: ял 340 çул тултарнине палăртрĕç тата чăваш Акатуйĕ иртрĕ. Малтан ял çыннисем Аслă вăрçăран таврăнман салтаксен тата нумай çул хуçалăх председателĕнче ĕçленĕ Н.А.Никоноренко палăкĕсем умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Унтан халăх Культура çурчĕ çумне куçрĕ. Сцена çине ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П.А.Кряжев Акатуй ялавне лартнă хыççăн уяв пуçланнине пĕлтерчĕ. Халăх умне Акатуй паллине – сухапуç йăтса тухрĕç. Районти чăвашсен наципе культура автономийĕн пуçлăхĕ Л.Н.Яковлев салам сăмахĕ хыççăн мăчавăр пулса авалхи чăвашсен кĕллине вуларĕ, çĕр тулăх пултăр тесе ун çине сăра тăкрĕ. Хĕрсем пухăннă халăха сăрапа, çăкăр-тăварпа, ăшаланă çăмартапа сăйларĕç.[1].
Малалла асăннă автор çапла çырать:
Халăха район пуçлăхĕ Ю.Н.Степанов (вăл çак ялта çуралса ӳснĕ), Ульяновскри И.Я.Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин пуçлăхĕ А.А.Мордовкин тата ыттисем саламларĕç. Ялти тата обществăлла ĕçсене хастар хутшăнакансене наградăсем пачĕç. Облаçри Саккунсем кăларакан Пухăвăн Тав çырăвĕсене Л.Н.Яковлев тата вырăнти библиотека ертӳçи, çак уява ертсе пыракан Л.Н.Кузина тивĕçрĕç. Сидоровсен çемйине ача çуралнă ятпа парне пачĕç. Портновсен çемйине ылтăн туй, Бутылкинсен çемйине мерчен, Аршиновсен çемйине кĕмĕл туй ячĕпе саламларĕç. Ю.Н.Степанов çулланнă çынсене «Вăрçă ачисем» удостоверенисене тата кăкăр паллисене пачĕ. А.А.Мордовкин УОЧНКА ятĕнчен Ю.Н.Степанова, П.А.Кряжева тата ытти хастарсене Тав çырăвĕ парса чысларĕ. Сцена çине С.В.Ерофеева (вăл Культура çуртĕнче те, шкулта та чăваш культури кружокне илсе пырать) ертсе пыракан ачасен «Родничок» ушкăнĕ тухса юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Ульяновскран килнĕ Варвара Ерофеева та илемлĕ юрăсем юрларĕ. Ватти-вĕтти тĕрлĕ шӳтлĕ вăйăсене, амăртусене хутшăнчĕ – пурте тулли кăмăлпа канчĕç. Акатуй вĕçленнĕ хыççăн Вешкаймăран килнĕ Анатолий священник шкул çумĕнчи çĕнĕ часавая таса шывпа сапса, кĕлĕ вуласа çутатрĕ. Ун хыççăн ял çине çумăр чашлаттарса çума тытăнчĕ.[1].
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялти чи паллă хушаматсем çаксем: Алексеев, Аленин, Антонов, Альшаков, Артамошкин, Баландаев, Бутылкин, Выборнов, Головин, Гусаров, Ерофеев, Иванкин, Казаковы, Карсунцев, Кузин, Крюков, Ключарев, Лощенин, Макаров, Матренин, Мокеев, Некрасов, Павлов, Подсевалов, Полубесов, Портнов, Салин, Семиндейкин, Симкин, Симурзин, Серов, Степанов, Страшнов, Тубакин, Ульянчев, Шеймухов, Юхлимов[2].
Çакăн пек урамсем: Большая улица, Улица Егоровка, Улица Елхи, Заречная улица, Улица им Н.А.Никоноренко, Улица Карпаты, Клубная улица, Молодежная улица, Улица Мулловка, Русская улица, Советская улица, улица Сурки, Теплотрассная улица, Тихая улица, Улица Ульянова. Урамсен чăвашла ячĕсем пуррипе çукки тата вĕсем мĕнли (пур пулсан) паллă мар.
Экономика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ĕлеххи экономика пирки ак çакăн пек информаци пур:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)В 1859 г. одна часть поселения была помещичьей, а другая – удельной. Удельные крестьяне содержали императорскую семью, император являлся самым богатым помещиком в России. [...] Каргинская волость была одной из крупных в Карсунском уезде, в 1897 г. в неё входили 6 сёл и 6 деревень, 2 хутора, 9 помещичьих усадеб с кирпичным заводом, спичечной фабрикой, фермой и 14 мельницами. В начале ХХ в. село делилось на два «общества» (общины): крестьяне бывшего помещика Герасимова и бывшие удельные крестьяне. При этом бывшие помещичьи крепостные находились в более тяжёлом положении. [...] В 1911 г. в пользовании крестьян находилось 1629 десятин земли, при этом у бывших удельных в среднем было по 6,5 десятин на двор, а у бывших помещичьих – по 4 (вместе с арендуемой землёй)[2].<Куçару: 1869-мĕш çулта хресченсен пĕр пайĕ улпутăн, тепĕр пайĕ утелни пулнă. Утелнисем император килйышне тăрантарнă, император хăй чи пысăк улпут шутланнă [...] Каркел вулăсĕ Карссун уесĕнче чи пысăккисенчен пĕри пулнăскер, унта 12 ял, 2 куттăр, 9 улпут çурчĕ, кирпĕç савучĕ, шăрпăк хапрăкĕ, ферма, 14 арман шутланнă. 20-мĕш пуçламăшĕнче ял икĕ пĕрлĕхре тăнă: унчченхи Герасимов улпутăн хресченĕсем тата унчченхи утелни хресченĕсем. Пĕрремĕш ушкăнтисен пурнăçĕ йывăртарах пулнă [...] 1911-мĕш çулта мĕнпурĕ 1629 теçеттин çĕр, вăл шутра унччен утелни пулнисене кашни киле 6,5 теççĕттин, унччен улпутăн пулнисене — 4 теçеттин (арендăрине шутласа) тивнĕ.>
Çутĕç, культура, паллă вырăнсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
2004 çулта Вешкайма районĕнче облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕн вырăнти уйрăмне йĕркелесе янă. 2006 çулта вара пĕртен-пĕр чăваш ялĕнче Акатуй ирттернĕ[5].
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Барашков В. Ф. По следам географических названий Ульяновской области. Ульяновск, 1994.
- Подворная перепись Симбирской губернии 1910 – 1911 гг. Т. 1–8. Сим-бирск, 1913–1915.
- Сборник исторических и статистических материалов Симбирской губер-нии. Симбирск, 1860.
- Справочник административно-территориального деления Симбирской губернии – Ульяновской области за 1648 – 1985 гг./ Сост. А. Ф. Варламова. Ульяновск: Приволж. кн. изд-во, 1986.
- Ульяновская – Симбирская энциклопедия/ Ред.-сост. В. Н. Егоров. Т. 2. Ульяновск: Симбирская книга, 2004.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1, 2, 3 тата 4 Ларионов, Николай. Каркел 340 çул тултарчĕ. 2021 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ. — "Канаш" хаçат (Чĕмпĕр), 1170-мĕш (2012.06.28) кăларăм
- ^ 1, 2 тата 3 Краеведческий Компас«НИИ истории и культуры Ульяновской области имени Н.М. Карамзина». Каргино. 2017 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ СИМБИРСКО-САРАТОВСКИЕ ЧУВАШИ. Под общей редакцией проф. М. Г. Кондратьева. Чебоксары — 2004.
- ^ Нижняя Туарма - Краеведческий компас. 2017 ҫулхи Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Мустаева, Елена. Каркелĕнчи вуннăмĕш Акатуй. 2020 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Село Каргино, Ульяновская область.
- ulianovsk.ru 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- terrus.ru — Раççей хыпар бази 2009 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
- Чĕмпĕр облаçĕн почтă индексĕсем 2009 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- ОКАТО 2012 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Республика тулашӗнчи чӑваш ялӗсем. Каркел.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Вешкайма районĕн пурăнан вырăнĕсем |
|
---|---|
Район центрĕ: Вешкайма Оборино • Озерки • Ребровка • Старое Погорелово • Стемасс • Ховрино • Чуфарово • Шарлово • Шарлово |