Контент патне куҫ

Чапаев дивизийĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

25-мĕш стрелок диви́зийĕГраждан тата Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçисен тапхăрĕнчи Хĕрлĕ Çарăн çар пайĕ.

Николаевск, халĕ Пугачёв хулинче ирĕк кăмăлпа Николаевск полкĕсен дивизийĕ ятпа йĕркеленĕ, 21.09.1918-па — 1-мĕш Николаевск совет пехота дивизийĕ, 25.09.1918-па — 1-мĕш Самара пехота дивизийĕ, 19.11.1918-па — 25-мĕш стрелок дивизийĕ, 04.10.1919-па — 25-мĕш стрелок В. И. Чапаев ячĕллĕ дивизийĕ.

19181919 çулăн пуçламăшĕнче Атăл лешьенче шурă чехсемпе тата урал шурă касакĕсемпе кĕрешнĕ.

1918 çулхи юпан 7-мĕшĕнче Самара, 1919 çулхи кăрлачăн 24-мĕшĕнчеУральска, пушăн 11-мĕшĕнчеЛбищенска — туртса илнĕ.

1919 çулти Бугуруслан, Пелепей тата Ĕпхӳ операцисене хутшăннă.

1920 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче дивизи Гурьева çĕнтерсе илнĕ. 1920 çулхи çу уйăхĕнче совет-поляк фронтĕнче çапăçусем хĕрсе пынипе Кăнтăр-Анăç фронтне куçарнă, 1920 çулта Киев операцинче çапăçнă. 1920 çулхи çурлара Ковель хулине ирĕке кăларать, кайран Анăç Буг çинче вăрçать. 1920 ç., ака — 1921 ç., ака бандăсене хирĕç кĕрешет.

Вăрçакан çарсен йышĕнче: 22.06.1941 — 30.07.1942.

22.06.1941 çул тĕлне Болградра (Кагул, Румыни чиккинче, Прут юханшывĕ çинче) тăнă. Çак касăна 18.07.1941 çулчен тытса тăнă, кайран Днестр лешьенне каçма тивнĕ. 19.08.1941 ç. Одесса хӳтĕлев районĕ шутне кĕртнĕ. Одессăн хӳтĕлевне салатсан юлашкинчен ăна Севастополь хулине эвакуациленĕ.

Севастополь хӳтĕлевĕн 3-мĕш секторĕнче çапăçнă. 25.12.1941 тĕлне дивизин сулахай енче: анăç Инкерман çуткăчĕ — Камышлă ялĕ — Биюк-Отаркой пулнă. Хайĕн йышĕнче 7117 çын çапăçнă, 145 пулемёт, 90 миномёт, 152-мм тата 122-мм 10 кĕпçе, 76-мм 18 кĕпçе, 45-мм 14 кĕпçе.

Дивизи Севастополь хӳтĕлевĕнче юлашки кунченех кĕрешнĕ. 1942 çулхи утă уйăхĕнче пĕтет[1][2].Официаллă 1942 çулхи утăн 30-мĕшĕнче салатнă.

Дивизин ялавĕсене Хура тинĕсре путарнă.

Стрелоксен Ленин орденĕллĕ, Хĕрлĕ Ялавлă Чапаев ячĕллĕ 25-мĕш дивизи

  • 31-мĕш Фурманов ячĕллĕ стрелоксен Пугачёв полкĕ
  • 54-мĕш Степан Разин ячĕллĕ стрелок полкĕ
  • 225-мĕш М. В. Фрунзе ячĕллĕ стрелоксен Домашкин полкĕ
  • 287-мĕш стрелок полк (16.07.1941-нпа)
  • 69-мĕш артиллери полкĕ
  • 99-мĕш гаубица артиллери полкĕ (10.05.1942-чен)
  • 164-мĕш уйрăм истребитель-танкахирĕç дивизион
  • 193-мĕш тӳпе батарейи (323-мĕш уйрăм тӳпе батальонĕ)
  • 756-мĕш миномёт дивизионĕ
  • 80-мĕш уйрăм разведка батальонĕ (05.03.1942-чен).
  • 105-мĕш сапёр батальонĕ
  • 52-мĕш уйрăм çыхăну батальонĕ
  • 47-мĕш медицина-санитари батальонĕ
  • 46-мĕш уйрăм хими сыхлав роти
  • 89-мĕш автотранспорт батальонĕ
  • 9-мĕш дивизионăн ветеринари лазаречĕ
  • 89-мĕш (480-мĕш) уйри çăкăр савучĕ
  • 80-мĕш уйри почтă станцийĕ
  • 351-мĕш Патшабанкĕн уйри касси

Чыславсемпе парнесем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Командирсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Дивизин паттăрĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. В. И. Феськов, К. А. Калашников, В. И. Голиков «Красная Армия в победах и поражениях. 1941—1945 гг.», Издательство Томского университета, 2003
  2. Исаев А. Краткий курс истории ВОВ. Наступление маршала Шапошникова. — М.: Яуза, Эксмо, 2005. — 384 с / Тираж 8000 экз. ISBN 5-699-10769-X.
  3. Ю.Веремеев. Анатомия армии. Красная Армия и Вторая мировая война. Оборона на Юге — 22.6.41 г.
  4. Хлебников Н. М., Евлампиев П. С., Володихин Я. А. Легендарная Чапаевская // — Москва, 1967
  5. Кутяков И. С. В. И. Чапаев // — Москва, Воениздат, 1958, с. 39-79
  6. Петров И. Е. Воспоминания о 25-й Чапаевской дивизии. // — Рукопись, Музей Сов. Вооруж. Сил.
  7. Фурманов Д. А. Чапаев // — Москва, Воениздат, 1964, с. 238—268.
  8. У черноморских твердынь. Отдельная Приморская армия в обороне Одессы и Севастополя.
  9. Отдельная Приморская армия в обороне Одессы и Севастополя. Воспоминания. Москва, Воениздат, 1967, 416 с, тираж 65 пин