Çăкăр

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Çăкăр пĕçересси
Шурă çăкăр
Пысăк çăкăр
Çăкăр
Тоаст
"Kaisersemmel"/Кайзер çăкăрĕ
Турци çăкăр

Çăкăр, — çын ĕлĕкрен пĕлекен çимелли. Тырă çăнăхĕнчен пĕçереççĕ. Çăкăрчустаран вĕри сывлăшра пĕçерсе, пăспа вĕретсе, ăшаласа хатĕрленĕ апат-çимĕçсен пĕрлĕхлĕ ячĕ. Чустине çăнăха шывра çăраççĕ. Чылай чухне тăвар хушаççĕ, çаплах кăпăшкалаканпа (çĕпре) усă кураççĕ. Çăкăрăн хăш сорчĕсене юрмасем (тминăн тĕшшисем) тата кунжутăн, макăн вăррисене) хушаççĕ. Тĕшшисене илемлĕхшĕн те усă кураççĕ.

Çăкăра уйрăм та çиеççĕ, çу сĕрсе ас тивеççĕ, арахис çăвĕ е урăх мăйăр çăвĕ, пĕçерни е пылак спредсемпе (джем, желе, мармелад, пыл), е хаяр спредсемпе тутăлатаççĕ.

Тăватă çăкăр.
Франци çăкăрĕн хытă çийĕ.
Çăкăр лавккинчи çăкăр çимĕçĕсем.

Бутерброд апат шутне кĕрет. Çавăн пекех çăкăртан сэндвич хатĕрлеççĕ.

Этимологи[тӳрлет]

Икĕпатра сарăлнă хыççăн çăкăра Грецире пĕçерме вĕренеççĕ, унран римсем урлă пур Европа тăрăхĕсенче каять. Вырăс сăмахĕ хлеб грек чĕлхинчи «клибанос» сăмахĕнчен килет — авалхи грексем ăна çаплах çăкăр пĕçермелли чӳлмеке асăнаççĕ. Каярах готсен «хлайфс» căмахне авалхи германсем (авалхи нимĕç чĕлхинче «хлайб» палăрту пур) тата урăх халăхăн: ним. Laib, финн. leipä, эст. leib кулленхи пурнăçне кĕрет. Акăлчан bread сăмахĕ герман чĕлхе ушкăнĕнчи урăх чĕлхесенчен: ним. Brot, дан. brød, шв. bröd, норв. brød пулса тăрать. Brew палăрту сăмахĕ, break (хуçма) сăмахĕпе те çыхăнуллă пулма пултарать.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

FD 1.jpg

Çăкăр — Неолитра пĕçерме пуçланă çимĕç шутланать. Пĕрремĕш çăкăр кĕрперен шывра пĕçернĕ пăтă евĕр пулнă, çаплах шывпа çăнăхран ăнсăртран экспериментран та пулма пултарнă. Çак çакăрăн хальхи тĕсевĕсем: мексикан тортильи, инди чапати, китай poa ping, шотланд сĕлĕ пашалăвĕ, çурçĕр американ кукурус пашалăвĕ тата эфиоп инжери. Çăкăра пашалу-икерчĕ евĕр пĕçересси авалхи нумай тĕнче апачĕ шутланнă: шумерсем урпа икерчисене çинĕ, п.эрч. XII ĕмĕрте икĕпатсем ял урамĕнчи ларьсенче та ятлă икерчĕ туянма пултарнă . Çĕпреллĕ чустаран çăкăра пĕрремĕш Икĕпатра пĕçернĕ — кунта тулă ӳстерсе илме ансат шутланнă, çакăн пек çăкăра хатĕрлеме икĕ çĕнĕ пахалăхлă тулăна суйласа ӳстермелле пулнă.

Çăкăр тĕсĕсем[тӳрлет]

Çăкăр — анлă кăмăлланă çимĕç, ăна анăç тата чылай çĕрсенче çиеççĕ, Ази çĕршывĕсенче, паллах, риспа апатланаççĕ. Çăкăра часах тулă çăнăх чустинчен пĕçереççĕ. Чустана çĕпре ярса хăпартаççĕ те кăмакара (е вĕри тăвăл сунтăхĕнче) пĕçереççĕ. Çăкăр пĕçерме клейковина (вăл чустана кăпăшкалăхпа пиçĕлĕх парать) çителĕклĕ пулнипе тулă çăнăхпе усă кураççĕ, çаплах çăкăра ыраш, урпа, куккурус, сĕлĕ çăнăхĕнчен те хатĕрлеççĕ, чылай чух, пур чухне те мар, тулă çанăхне хушаççĕ.

Тытăмĕпе хими шучĕсем[тӳрлет]

Злак кĕрпи, хăш чух тăвар, çĕпре, çу, шыв, ытти тĕрлĕ техемсем çăкăра ырлă тутăпа текстурă параççĕ.

Çăнăх[тӳрлет]

Çăнăха тырăн тĕшĕсене тусана çити авăрттарса хатĕрлеççĕ. Çăнăх ĕнтĕ çăкăрăн тĕп тытăмĕ пулса тăрать. Анлă сарăлнă ыраш, урпа, куккурус çăнăхĕ, анчах та çăкăра яланхиллех ятарласа хатĕрленĕ тулă çăнăхĕнчен пĕçереççĕ. Вăтамран тĕшше çăнăха кăларас ĕç хальхи арманра 5 çм çити тăсăлать. Çăнăх шутне крахмалпа тĕрлĕ белок кĕрет. Крахмалсăр пуçне, тулă çăнăхĕ белокăн шывра ирĕлекен виçĕ ушкăн белокĕсене: альбуминсем, глобулинсем, протеозасем, тата шывра ирĕлмен белоксен икĕ ушкăнне: глутенинсемпе глиадинсене тытса тăрать. Шывпа хутăштарсан ирĕлекен протеинсем арканаççĕ, глутенинпа глиадин чустан тытăмне хормăлаççĕ. Чуста çăрнă чух глутенин вăрăм та çинçе молекул сăнчăрĕ пулса тăрать, кĕскерех глиадин глутенинăн сăнчăрĕсене кĕперсемпе çыхăнтарать. Çакăн пек икĕ протеинран çыхăннă эреше клейковина теççĕ.

Çăкăр тĕрлĕ этеплĕхре[тӳрлет]

Раççей çăкăрĕ[тӳрлет]

Раççей çăкăр комбиначĕн батанĕ.
Раççей çăкăр комбиначĕн батонĕ.

Çĕр улми сарăличчен çăкăр Раççейре пурăнан халăхăн тĕп çимĕçĕ шутланнă. Чыслă хăнасене «çакăр-тăварпа» кĕтсе илес йăла халиччен сыхланса юлнă. Христос тĕнĕнчи халăхсен çăкăр тĕн шухăшĕнче пысăк вырăн йышăнать, мĕншĕн тесен циркӳ ĕç-пуçĕнче çăкăра тутанни Христосă кĕлеткине ăша кĕртнипе пĕр пек пулать.

Итали çăкăрĕ[тӳрлет]

Пĕр пăт[тӳрлет]

1921 çулхи выçлăхпа чармалли çук гиперинфляци тапхăрĕнче совет тенкинеКейӳ Натурпĕрлĕхĕн совпаллине, тĕрлĕ япала улаштармалли чека кăларнă — ăна 1 пăт çăкăрпа танлаштарнă.

Çăкăр литературăра[тӳрлет]

Чăвашшăн çăкăр пĕлтерĕшлĕ япала, ăна вăл яланах хаклать. «Çăкăртан асли çук» теççĕ ваттисем. Литературăра те çăкăр çинчен нумай çырнă:

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]