Контент патне куҫ

Шăлавар

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Шăлавар (укр. Шаровари, арап. سِرْوَال (sirwāl); перс. شلوار (šalvâr); курт. شه‌واڵ (shawal); урду شلوار (shalwâr); туркк. şalvar; азерб. şalvar; каз. шалбар (şalbar); бенг. সালোয়ার (shalwar)) — чăваш чĕлхинче: çиелтен тăхăнмалли йĕмсен пĕрлештерÿллĕ ячĕ. Ку шута аялтан тăхăнмалли йĕмсем кĕмĕççĕ.

Гаремре ташлани (Джулио Росати).
Шăлавар тăхăннă пуштун çар çынни (тăраканни).

Шалпар шăлавар— пĕçĕ çинче сарлака, пилĕкре пуçтарнă тата ура тунинче пĕрнĕ йĕм[1].

Историре скифсем тата сарматсем шăлавар тăхăнни паллă. Авалхи эллин ăсчахĕ Дион Хрисостом пирĕн ĕмĕрĕн 1-мĕш ĕмĕрĕ вĕçĕнче çапла çырни пур: "Ун çинче шăлавар пулнă, пĕтĕмпех вăл скиф пек тăхăнса çӳренĕ, çурăмне борисфенит пек кĕске те çăмăл хура плащпа витнĕ; вĕсем пĕр скиф йăхĕ пекех пĕтĕмпех хура тумланма юратаççĕ, пулса. Ольвире пурăнаканнисем вара, варварсем хушшинче пурăннипе, грек чĕлхипе аванах пуплемеççĕ пулин те, çапах та «Илиадăна» пурĕ те тенĕ пекех пăхмасăрах пĕлеççĕ".

Раççей империнче çарта çакнашкал шăлаварсем пулнă:

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Этимологический словарь русского языка М. Фасмера

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]