Контент патне куҫ

Шанăçлани

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Шанăçлани — (шанăçланавçăпа/шанăçланакан шанăçлавçă/шанăçлакан хушшинчи) пайăр тата юридици сăпачĕсен (шанăçланавçăсен) пурлăх интересĕсене палăртнă пулăмсенче (шанăçлав пулăмĕсенче) шанăçлама хунă укçаран (шанăç премин) пухăннă укçа фондчĕсен (шанăçлав фондчĕсен) ресурсĕсемпе усă курса хӳтĕлес пирки хутшăнусем.

Шанăçланăва (шанăçлав ĕçне) анлă шухăшласа илсен, тĕрлĕ ĕçлев тĕсĕ (шанăçлани хăйех, е пĕрремĕшле шанăçлани, тепрешанăçлани, пĕрлĕшанăçлани, хире-хирĕçле шанăçлани) кĕрет, вĕсем пур енлĕ шанăçлă хӳтĕлеççĕ.

Çак таранчен аталанса пынă чухне шанăçлав продукчĕсене виççĕ майлă тăваççĕ — хăйне шанăçлани, хире-хирĕçле шанăçлани, коммерцилле щанăçлани.

Шанăçлану аталанăвĕн историйĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
«Раççей» шанăçлав пĕрлĕхĕн харпăр çурчĕ (Мускаври уйрăмĕ), Б. Лубянка, 2. ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи открытка.
Вут-кăвартан шанăçлакан Раççей пĕрлĕхĕн шанăçлав полисĕ.
Шанăçлв хăми. ХХ ĕмĕр пуçламăшĕ.
Грязовец шанăçлав пĕрлĕхĕн пурлăха вут-кăвартан алылмашла полисĕ. 1916 çул, ака.

Шанăçланин историйĕ вăрăм.
Этемлĕх пĕрлĕхĕ аталанса пынă малтанхи этапĕсенче алылмаш шанăçлани çуралнă, аталаннă, унăн тĕпне ушкăнра пĕр-пĕрне пулăшас идейăна хывнă. Çакăн пек шанăçлакан тĕслĕхсене Вавилонире (Хаммурапи патша саккунĕсенче — п. эрч. 1760 çул тĕл.), Авалхи Грецире тата Рим империнче тупма пулать. Шанăçланин классикăри тĕслĕхне литературăра Авалхи Римре професси (сутăçсем, ăстаçсем, çар-вăрçă çыннисем) е тĕне тытнă енĕпе йĕркеленнĕ пĕрмайхи организацисенче (коллегисем, пĕрлешӳсем) курма пулать. Тĕслĕх: п. эрч.133 çулта никĕсленĕ Лануви коллегин уставĕ[1]

X—XIII ĕмĕрсенче цехсем тата гильдисем шанăçланă.

Майĕпен цехсем шанăçлани перешло к более совершенной форме создания страховых денежных фондов путём уплаты регулярных страховых взносов членов сообщества в свои кассы.

Тавар-укçа хутшăнăвĕсене пурлăхпа шанăçлани вырăнне укçалла шанăçлани ылмаштарнă. Шырлăха укçа формине куçарни пĕр-пĕрне шанăçлама пултармаллине самаях анлă сарнă.

Каярах усламçăсем коммерцире шанăçланă меслете пурнăçа кĕртме тытăннă. «Шанăç-усламçи, нумай шанăçлавçăсемпе кĕрешсе тупăш тăвас тесе ĕçлеме тытăнсан шанăçлакан операцисен коммерци характерĕ çиеле тухать. Çак процесс, чи малтанах, XIV ĕмĕрте Италире тинĕсре шанăçланинчен пуçланнă… Тинĕсре шанăçлани тинĕсри кивçенрен аталанса кайнă», —тесе палăртнă К. Г. Воблый[2].
В. К. Райхер шутланипе, «кредитрен уйрăлнă, хăй тĕллĕ коммерцире шанăçлама» XIV ĕмĕрĕн варринче тăр-пĕччен шанăçлавçăсем пуçланă. XVII ĕмерĕн вĕçĕнче шанăçлав пасарĕнче шанăçлакан акционер пĕрлĕхĕсем пулса каяççĕ[3].
Çапла ĕнтĕ, логикăпа экономика енĕпе, коммерцире шанăçлани алылмаш (пĕр-пĕрне) шанăçлани аталаннипе пачах çыхăнман.

Ăслăх литературинче Европăра коммерцире шанăçлани аталанннин 3 паллă этапне палăртаççĕ:

  • I этап (XIV — XVII ĕм. вĕçĕ) пирвайхи капитала пуçтарнă эпохăпа çыхăннă
  • II этап (XVII вĕçĕ — XIX вĕçĕ) ирĕклĕ усламçăлăхпа ирĕклĕ конкуренци эпохипе çыхăннă
  • III этап (XIX вĕçĕ—XX ĕмĕр) монополизаци тата усламçăлăх ĕçлевĕ эпохипе çыхăннă.

Раççейре шанăçлани

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Раççейре шанăçлани: авалтанпа 1917 çулчен

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Совет Союзĕнче шанăçлани

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Совет Союзĕнче шанăçлани сферинче патшалăх монополи тытса тăнă. СССР территоринче патшалăхăн СССР Патшалăх шанăçлавĕ союз-республика организацийĕ шанăçланă. Тулаш суту-илĕвĕпе тата урăх тулаш экономика операцисемпе çыхăннă рисксене ШАП Ютшанăç шанăçланă.

Тĕнчери шанăçлану пасарĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халĕ шанăçлани тĕнче финанс системин те, наци финанс системин кирлĕ секторĕ шутланать.

2013 çулта мĕнпур шанăçлав компани тĕнчипе пуçтарнă шанăçлав премийĕ каллех 4,6 трлн АПШ долларне çитнĕ, çак кăтарту 2012 тата 2011 çулсенчи пекех пулать[4].

Регион Шанăçлав премин сумми, млн АПШ долл. Ӳсĕм темпĕ юлашки çулта, % Тĕнче пасарĕн пайĕ Пĕр çынна валли преми, АПШ долл. Шанăçлану пайĕ ВВП, %
Çурçĕр Америка

1391105

-1,6

30,23

3957

7,46

Кăнтăр Америка

178022

5,7

3,87

291

3,01

Анăç Европа

1544285

1,2

33,56

2861

7,59

Вăта тата Тухăç Европа

75712

0,8

1,65

235

1,95

Ази, пурĕпе

1252376

-0,7

27,22

295,2

5,18

Çав шутра Япони тата аталаннă урăх патшалăхсем

793332

-4,3

17,21

3691

10,9

Çав шутра Азири аталанакан патшалăхсем

411521

7,3

8,94

112

3,02

Океани

89371

7,3

1,95

2369

5,25

Африка

69938

5,6

1,52

63,7

3,01

Пурĕпе тĕнчере

4601169

0,2

100,00

645

6,13

2013 çулта шанăçлание тĕнчере ӳстерсе пыракан лидерсем вăйлă аталаннă патшалăхсем шутланаççĕ[4].

Патшалăх Пĕр çынна валли преми сумми, АПШ долл. Çав шутра пурнăçа шанăçлани, АПШ долл. Мĕнпур пуçтарнă преми сумми, млн АПШ долл.
Швейцари

7803

4329

63492

Нидерландсем

5914

1443

99433

Дани

5704

4006

33688

Аслă Британи

4511

3413

325675

Ирланди

3731

2871

50731

Франци

3669

2335

253625

Финлянди

5358

4345

29156

Бельги

3182

1917

37871

Япони

3888

3017

494281

АПШ

3992

1685

1263183

Швеци

4320

3214

41478

Норвеги

4420

2734

24143

Канада

3645

1510

127922

Австрал

3384

1974

78386

Германи

2976

1393

247725

Кăнтăр Корей

2905

1821

145867

….

….

….

….

Раççей

199

19

28421

Бразили

413

218

82743

Китай

202

110

280119

Инди

52

41

65187

Çăлкуç: World Insurance in 2013 — [1](ĕçлемен каçă)

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Гомелля В. Б. Основы страхового дела — М: СОМИНТЭК, 1998
  2. ^ Воблый К. Г. Основы экономии страхования. М., Анкил, 1993. — С. 12
  3. ^ Райхер В. К. Общественно-исторические типы страхования. — М., Юкис, 1992. — С.104, 105
  4. ^ 1 тата 2 World Insurance in 2013(ĕçлемен каçă)