Эстергом

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Эстергом
венг. Esztergom
ЯлавГерб
Ӳкерчӗк
Официаллӑ ят венг. Esztergom
Патшалӑх
Администрацин тӗп вырӑнӗ Эстергомский яраш[d]
Административлӑ-территориллӗ пай Эстергомский яраш[d]
Вӑхӑт тӑрӑхӗ центральноевропейское время[d], UTC+1:00[d] и UTC+2:00[d]
Ассоциациленӗ суйлав округӗ Individual Constituency Komárom-Esztergom County No. 2[d]
Шыв хӗрринче вырнаҫӑвӗ Тăнай шывĕ
Халӑх йышӗ
  • 28 680 чел. (2023 кăрлач 1)[2]
Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш 105 ± 1 метр и 160 ± 1 метр
Тӑванла хула Майнталь[d], Эспоо[d], Штурово[d], Бамберг, Камбре, Эхинген[d], Гнезно[d], Мариацелль и Кентербери[d]
Тытса тӑрать Daniel Castle in Vârghiș[d]
Чикӗленсе тӑрать Пилишмарот[d], Пилишсенткерест[d], Piliscsév[d], Kesztölc[d], Дорог[d], Tokodaltáró[d], Tokod[d], Tát[d], Chľaba[d], Kamenica nad Hronom[d], Штурово[d] и Obid[d]
Лаптӑк
  • 10 010 гектар
Почта индексӗ 2500–2509
Официаллӑ сайт esztergom.hu(венг.)
Коллаж
Шкул округӗ Esztergomi Tankerületi Központ[d]
Пӗрремӗш хут асӑнни 972
Вырӑнти телефон кочӗ 33
Субъектӑн хисеплӗ гражданӗсен категорийӗ Категория:Почётные граждане Эстергома[d]
Эстергом на карте
Эстергом
Эстергом
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Эстергом (пӗлтерӗшсем) пăхăр.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Гран (пӗлтерӗшсем) пăхăр.

Эстергом (венг. Esztergom[3], словак. Ostrihom[4], ним. Gran[5]) — Венгрин ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ хули, Дунайӑн кӑнтӑр ҫыранӗ хӗрринче ларать. Юханшыв ку вырӑнта Словакипе чикӗ йӗркелет, тепӗр ҫыранӗнче Словаки хули – Штурово — вырнаҫнӑ, вӑл Эстергомӑн тӑванлӑ хули шутланать.

Эстергом — ҫӗршывӑн паллӑ культура тата тӗн центрӗ, кунта Венгри примасӗ титуллӑ Эстергом архиепископӗн резиденцийӗ вырнаҫнӑ. 2012 ҫулчен Эстергомра Венгри конституци сучӗ вырнаҫнӑ пулнӑ. Халӑх йышӗ — 28 412 ҫын[6] (2014).

Географипе транспорт[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хула Будапештран 50 ҫухрӑма яхӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫнелле вырнаҫнӑ. Эстергома Будапештран чугун ҫулпа ҫитме пулать, ҫавӑн пекех Дунайӑн сылтӑм ҫыранӗ хӗррипе шоссе ҫула хывнӑ. Хула Будапештпа тата юнашар хуласемпе тӑтӑшах ҫӳрекен автобус тата чукун ҫул маршручӗсемпе ҫыхӑннӑ. Будапешта пуйӑспа е автобуспа ҫитме сехет ытла кирлӗ. Дунайӑн тепӗр енчи ҫыранӗнче вырнаҫнӑ Словакири Штурово хулипе Эстергом Мария Валерия кӗперӗ урлӑ ҫыхӑннӑ.

Хула кун-ҫулӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Эстергом — Венгрин авалхи хулисенчен пӗри. Ку тӑрӑхра пурӑнакан пӗрремӗш ҫынсем кельтсем пулнӑ. Римлянсен вӑхӑтӗнче кунта Сальвио Мансио ятлӑ ҫирӗплетнӗ пурӑну вырӑнӗ пулнӑ. Хӑшпӗр даннӑйсем тӑрӑх, шӑпах кунта Марк Аврелий император-философ хӑйӗн тӗп ӗҫне — «Размышления» кӗнекене — ҫырнӑ.

Халăхсен Аслă Хускалăвĕ хыҫҫӑн ҫак ҫӗрсем ҫинче герман йӑхӗсемпе аварсем тӗпленнӗ, каярахпа — римлянсем хыҫҫӑн юлнӑ пурӑну вырӑнне Стрегом ят панӑ славянсем вырнаҫнӑ, ку ят каярахпа Дунай урлӑ пӗлтерӗшлӗ каҫма патӗнче вырнаҫнӑ хулан хальхи ячӗ валли никӗс пек пулса тӑнӑ. Стрегом Нитра кнеҫлӗхӗпе Аслӑ Моравин тӗп крепоҫӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ.

Штурово енчен курӑнакан Эстергом базиликин сӑнӗ
Кивӗ хула сӑнӗ
Базиликӑн кӑнтӑр енчи порталӗ
Патша керменӗ
Мария Валерия кӗперӗ
Сеченья тӳремӗ
10 000 форинт хут укҫа ҫинчи Эстергомри патша керменӗ

X ӗмӗр пуҫламӑшӗнче кунта мадьярсем килнӗ хыҫҫӑн Эстергом темиҫе теҫетке ҫул иртсен Геза аслӑ кнеҫӗн резиденцийӗ, унсӑр пуҫне XII ӗмӗрччен — венгр патшисен резиденцисенчен пӗри пулса тӑнӑ. X ӗмӗр варринчен пуҫласа XIII ӗмӗрӗн варриччен Эстергом ҫӗршывӑн экономика, политика тата тӗн пурнӑҫӗн центрӗ, унӑн тӗп хули шайӗнчех пулнӑ. 976 ҫулта кунта Гезӑн ывӑлӗ Вайк ҫуралнӑ, тӗне кӗртнӗ чухне вӑл Иштван ята йышӑннӑ, историе вара вӑл Сӑваплӑ Иштван ятпа ҫырӑнса юлнӑ. 1001-мӗш ҫулта вӑл Эстергомра патшана ларнӑ. Вӑл патшара ларнӑ вӑхӑтра пӗрешкел ятлӑ комитат тата Эстергом епископлӑхӗ йӗркеленнӗ, XVIII ӗмӗрчен унӑн лаптӑкӗ паянхи Словаки чиккипе пӗр килнӗ, вӑл патшалӑхӑн тӗп чиркӳ провинцийӗ шутланнӑ. Эстергом архиепископӗ Венгри примасӗ пулнӑ.

XIII—XIV ӗмӗрсенче хулана темиҫе хун тӑшмансем тапӑннӑ: XIII ӗмӗр варринче — монголсем, 1304 ҫулта — III Вацлав чех патшин ҫарӗсем. Апла пулин те хулана хӑвӑрт юсаса ҫӗнетнӗ, XIV–XV ӗмӗрсем хушшинче вӑл вӑйлӑ аталанма пултарнӑ. Хулара патша керменӗпе Сӑваплӑ Адальберт соборне туса лартнӑ, халӑха сиплекен пульницӑсем ӗҫленӗ, урамри ҫулсене чулпа сарнӑ.

1543–1683 ҫулсенче хула Осман империйӗ шутне кӗнӗ, эстергом архиепископӗн резиденцине вара Трнавӑпа Братиславӑна куҫарнӑ. Турккӑсем собора, патша керменне тата Эстергомри чылай ҫуртне аркатса тӑкнӑ. Турккӑсенчен ирӗке тухнӑ тӗле хула йӑлт пуш-пушӑ пулнӑ, ҫавна май кунта халӑх ҫӗнӗрен куҫма тытӑннӑ, ҫуртсене вӗсен ҫӗнӗрен ҫӗклеме тивнӗ. Пурӑнма куҫакансем хушшинче словаксемпе нимӗҫсем йышлӑ пулнӑ, апла пулин те венгр халӑхӗ вӗсене питӗ хӑвӑрт ассимиляциленнӗ. 1708 ҫулта Эстергома ирӗклӗ патша хули тесе пӗлтернӗ. 1869 ҫулта Сӑваплӑ Адальберт базиликине туса пӗтернӗ, вӑл Венгрире чи пысӑк храм пулса тӑнӑ.

Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Дунай урлӑ хывнӑ чапа тухнӑ Эстергом кӗперне нимӗҫ ҫарӗсем сирпӗтнӗ. 2001-мӗш ҫулччен Эстергомпа Штуров хушшинче кӗпер пулман, икӗ хула хушшинче паромлӑ ҫыхӑну кӑна пулнӑ. 2000 ҫулта кӗпере юсама пуҫланӑ, тепӗр ҫултан ку ӗҫ вӗҫленнӗ.

Паллӑ вырӑнсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Сӑваплӑ Адальберт базилики. Эстергома базиликин чаплӑ ҫурчӗ — Венгрин чи пысӑк храмӗ. Базилика — Дунайӑн чӑнкӑ ҫыранӗнчи сӑрт ҫинче вырнаҫнӑ виҫҫӗмӗш историллӗ храм. Сӑваплӑ Иштван патшара ларнӑ вӑхӑтра роман стилӗпе хӑпартнӑ храма XIV ӗмӗр пуҫламӑшӗнче аркатнӑ, иккӗмӗш храм кунта XIV ӗмӗртен пуҫласа XVI ӗмӗрччен тӑнӑ, турккӑсем ӑна тӗппипех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ пулнӑ. Хальхи храма 30 ҫул ытла хӑпартнӑ, 1856 ҫулта базиликӑна Сӑваплӑ Прага Адальберчӗн ячӗпе тата Хӗр Мария Пӗлӗте ҫӗкленнине чысласа сӑвапланӑ. Чиркӗвӗн виҫи — 49 метрпа 118 метр, купол ҫӳллӗшӗ — 71,5 метр. Храмӑн тӗп паллӑ вырӑнӗсем — алтарь сӑнӗ, Бакоца часавайӗ, мул управӑшӗ. Купол айӗнчи сӑнамалли лаптӑкран хула чаплӑ сӑнне курма май пур. Собор криптӗнче ҫӗршыври чылай паллӑ тӗн ӗҫченне, ҫав шутра Йожеф Миндсенти архиепископа пытарнӑ, 1956 ҫулхи Венгри пӑлхавне пусарнӑ хыҫҫӑн 1956—1971 ҫулсенче вӑл Будапештри американ элчелӗхӗнче пытанса пурӑннӑ, кайран Венӑра эмиграцире пурӑннӑ.
  • Арпадсен династийӗн патша керменӗ. Базиликӑпа юнашар вырнаҫнӑ. X ӗмӗрте роман стилӗпе ҫӗкленӗ. Турккӑсем оккупациленӗ вӑхӑтра ӑна тӗппипех аркатнӑ пулнӑ. Кермене XX ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче юсама пуҫланӑ. Халӗ кунта хула музейӗ вырнаҫнӑ.
  • Визиварош прихут чиркӗвӗ. Замок сӑрчӗ айӗнче Дунай хӗрринче ларакан Визиварош (Шыв хули) кварталӗнче вырнаҫнӑ. Иезуитсен орденӗ Барокко стилӗпе 1738 ҫулта туса лартнӑ.
  • Архиепископ керменӗ. Ҫавӑн пекех Визиварош кварталӗнче вырнаҫнӑ, 1882 ҫулта неоклассика стилӗпе туса лартнӑ. Халӗ кунта христианлӑх музейӗ вырнаҫнӑ, унӑн пуххинче вӑтам ӗмӗрсенчи венгр тата Европӑри ытти ӑстасен шедеврӗсем пур.
  • Сеченья лаптӑкӗ. Кивӗ хулан тӗп лапамне XVIII—XIX ӗмӗрти барокко тата рококо стилӗсемпе хӑпартнӑ ҫуртсем ҫавӑрса илнӗ.
  • Мария Валерия кӗперӗ Эстергома словаксен Штурово хулипе ҫыхӑнтарать. 1895 ҫулта туса лартнӑ, 1944 ҫулта ӑна сирпӗтнӗ. 2001 ҫулта Европа Пӗрлешӗвӗ укҫи-тенкӗпе ҫӗнӗрен туса лартнӑ.
  • Палатинуш — хулан административлӑ территорийӗн кӑнтӑр енчи хӗрринче вырнаҫнӑ алӑпа тунӑ кӳлӗ, 1950-мӗш ҫулсенче вӑл хӑмӑр кӑмрӑк кӑларакан шахта вырӑнӗнче йӗркеленнӗ.

Туризм[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Эстергом урлӑ Султан сукмакӗВенӑра пуҫланса Стамбулта вӗҫленекен туристсен ҫуран ҫулҫӳрев маршручӗ — иртет. Вӑл Австри, Словаки, Венгри, Хорвати, Серби, Румыни, Болгари, Греци (Тухӑҫ Македонипе Фраки) тата Турци ҫӗрӗсем урлӑ иртет.

Халӑх йышӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2013–2023 ҫулхисенчи халӑх йышӗн статистики

Ҫул Халӑх йышӗ
2013 28 550
2014 28 412
2019 28 144
2022 28 612
2023 28 680

Тӑванла хулисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ archINFORM (нем.) — 1994.
  2. ^ Magyarország helységnévtára, Detailed Gazetteer of Hungary (венг.)KSH, 2023.
  3. ^ Эстергом // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
  4. ^ Остригом // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
  5. ^ Еврейская энциклопедия Брокгауза и Ефрона. — СПб.: 1908—1913.
  6. ^ Ежегодное издание «Административная Венгрия», Центральное Статистическое Бюро, 2014..

Каҫӑсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Эстергом статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.