Контент патне куҫ

Йошкар-Ола

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Йошкар-Ола
Хула гербĕ
Патшалăх: Раççей
Регион: Мари Эл
Никĕсленĕ: 1584
Хула, çултан: 1781
Халăх йышĕ, пин çын: 253,4 (2005)
Хула лаптăкĕ: км2
Геогр. анлăхĕ: 56°38′ ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 47°52′ х.т. д.
Мари патшалăх Шкетан ячĕллĕ драма театрĕ. Йошкар-Ола.

Йошкар-Ола (çармăсла Йошкар-Ола; ĕлĕк - çармăсла Царла, Чарла, Цар-Ола, чăвашла Чархула; çармăсларан чăвашла куçарсан "Хĕрлĕ е хитре хула"), — Мари Эл республикин тĕп хули. Ĕлĕк чăвашла Чархула, вырăсла Царёвококшайск тенĕ. Хула Кĕçĕн Какшан юханшыв хĕрринче вырнаçнă.

1584 çулта никĕсленĕ, пĕтĕм лаптăкĕ 11 176 га танлашать. Администраци пуçлăх вырăнне Евгений Маслов йышăнать[1].

Хулара 248,6 пин çын пурăнать. Вĕсенчен вырăссем — 67,7%, марисем — 24%, тутарсем — 4,3%, 4% — урăх халăх çыннисем. Ӗçлекен çынсен шучĕ 178,8 пин çынпа танлашать.

Хулара автобуссем, троллейбуссем çӳреççĕ, чугун çул вокзалĕ пур. Троллейбус маршучĕсен пĕтĕмĕшлĕ тăршшĕ 222,9 çухрăм, автобуссен — 151,1 çухрăм.

Пĕтĕмпе хулара 39 шкул, лицей тата гимнази пур, вĕсенче пĕтĕмпе 40 пинрен ытла вĕренекен. Çавăн пекех 5 культура керменĕ, 5 театр, 3 кинотеатр, 3 пысăк музей, 7 ача-пăча ӳнер шкулĕ, 2 ача-пăча унер шкулĕ ĕçлет.

Мари нацин М. Шкетан ячĕллĕ драма театрĕ ĕçлет.

Йошкар-Ола таврашĕнче темиçе пин çул ĕлĕкех этем пурăнни паллă. Археологсем хулара та çумĕнче чылай ĕлĕххи ĕмĕрсен япалисене тупнă. Кĕçĕн Кокшака юханшыв хĕрринче авалхи çынсем мезолит тапхăрĕ вăхăтĕнчех пурăннă теме пулать.

Малтан (1584 çул) хула ячĕ Патша хули ятлă пулнă, кайран (ун пек ятлă урăх хуласем те пулнă), вăл хăш вырăнта вырнаçнине палăртма Кокшака çинчи патша хули ятне панă. Кайран вара, 1919 çулчен Царёвококшайск ятлă пулнă, 1919 (Нарăс, 17) çултанпа 1928 (Кăрлач, 23) çулчен — Краснококшайск.

1990 çулта Раççей истори хулисем шутне кĕртнĕ.

Тăванлă хулисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Мэр Йошкар-Олы досрочно отправлен в отставку.