Казах ханлăхĕ
Казах ханлăхĕ (каз. قازاق حاندىعى, Қазақ хандығы; Qazaq handyǵy), çавăн пекех Казак Урти, Кăркăс-Кайсак Урти — Ылтăн Урта арканса пынă майăн çуралнă патшалăхсенчен пĕри.
Касым, Хак-Назар, Тауекель, Есим хансем астулра ларнă чухне Казах ханлăхĕ чи мăнаçлăха хăпарнă.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1227 çулта Дешт-и-Кипчак территоринче Ылтăн Урта йышĕнче Шурă Урта (Улус Орда-Ежена) йĕркеленнĕ. 1361 çулта Ылтăн Уртаран уйрăлсан пăхăнманлăха йышăннă. Барак-хан 1428 çулта вилсен Шурă Урта Узбек ханлăхне тата Нухай Уртине уйăрăлнă. Юлнă çĕре Мустафа-хан кăнтăрта тата Мухаммед-хан çурçĕрте пайланă.
Ханлăх йĕркеленни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Узбек ханлăхĕнче Абулхайр-хан астула ларсан реформăсем туса влаçа централизацилеме тытăннă.
Абулхайрăн хаяр политикине йышăнман йăхсем, Жанибек тата Керей ертсе пынипе анăç Могулистана куçса кайнă, унти тытăмçă, Эсен-Буга, казахсем çине Абулхайра хирĕç таяннă. 1462 çулта Эсен-Буги вилсен Керейпе Жанибек хансем хăвăтланнă.
Керейпе Жанибек майлисен шучĕ пирки тĕрлĕрен хыпар пур. разнятся. Истори ăслăхĕсен тухтăрĕ Р. Бариев çырнипе, Могулистана Абдулхайр ханлăхĕнчен, нумай пулсан та, юркăн йăхсен виççĕмĕш пайĕ куçнă. Урăх çăлкуçсенче, 1450-мĕш — 1470-мĕш çулсенче 200 пине яхăн çын, Узбек ханлăхĕнчен тухса пĕр çĕр çинче Керейак Жанибек айне пурăнма тĕпленнĕ[1].
Керейпе Жанибек хансен казахĕсем куçса килни Казах ханлăхĕ йĕркеленсе кайнинче паллă ĕç-пуç шутланать. Çакна пула, 1940 çултанпа каз. қазақ термин (1936 çултанпа вырăсла ăна «казах» теме йышăннă) политикăра уйрăмланса çирĕпленнĕ, унпа Керейпе Жанибек туса хунă феодаллă уйрăм харпăрлăхсене палăртнă, XVI ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче, хăшпĕр йăхсем хальхи Казахстан территоринчен Шейбани-хан хыççăн Мавераннахра юртса кайсан, каз. қазақ терминпе этноса палăртма тытăннă[2].
Казахсем куçса кайни пирки пĕрремĕш асăнни Мухаммад Хайдарăн «Тарих-и Рашиди» кĕнекинче пур, унтан вара вăл Хондемирĕн «Хабиб ас-сийар», Амин Ахмад разăн «Хафт Иклим», Махмуд ибн Валин «Бахр ал-асрар» тата ытти чылай хайлава куçнă[3].
Мухаммад Хайдар «Тарих-и Рашиди» хайлавĕнче çырнă:
Çав вăхăтра Дашт-и-Кипчакра Абу-л-Хайр-хан влаçланнă. Вăл джучид кăкĕнчен тухнă султансене хуйхăлантарнă. Джанибек-хан тат Кирай-хан хăранипе Могулистана тарнă. Исан-Буга-хан вĕсене хапăлласа йышăннă та Могулистанăн анăç айăккинчи Чу тата Козы-Баши тăрăхсене панă. Вĕсем унта ыркурнă чухне узбек улусĕ, Абу-л-Хайр-хан вилсен, хавшакланнă; унта пысăк синкексем пуçланнă. Чылай халăх Кирай-хан тата Джанибек-хан патне куçса кайнă, çапла ентĕ вĕсем таврашĕнче пуçтарăннисен шучĕ икçĕр пине çитнĕ. Вĕсене узбек-казахсем (узбак-казак) теме пуçланă. Казах султанĕсем сакăрçĕр çитмĕлмĕш çулта тытăмлама пуçланă[4], Аллах лайăхрах пĕлет. |
Çапах та ăслăх литературинче Керейпе Жанибек куçса кайни, Казах ханлăхĕн вырăнĕ тата пулса тăни пирки пĕр шухăш çук. Сăмахран, авторсен пĕр каси каланипе, Казах ханлăхĕ XV—XVI ĕмĕрсен хушшинче пулнă, Керейпе Жанибек куçса кайни тата хăшпĕр феодалсем вĕсемпе пĕрле кайни Казах ханлăхĕ йĕркеленни тапхăрĕнче эпизод çеç пулнă теççĕ.
Темле пулин те, хальхи историографире Керей пĕрремĕш хан шутланать, чăннипе ханлăха Жанибек султан ертсе пынă[5].
Керейпе Жанибек чухне казахсен мăнаçлăхĕ ӳссе пыни Абулхайр пуçне ыраттарнă, 1468 çулта вара вăл харçăпа Могулистана тухнă, анчах та çул çине сасартăк вилсе кайнă. Узбек Уртинче аслă влаçа унăн хыççан ывăлĕ Шейх-Хайдар-хан тивĕçнĕ, Абулхайра хирĕççисем пĕрлешĕннĕ те ăна хирĕç хастаррăн кĕрешме тытăннă, çавăнпа та Шейх-Хайдар-хан астулра нумай ларайман[6][7].
1500 çул тĕлне Казах ханлăхĕ самаях сарăлнă та унăн çĕрĕсем мĕнпур тухăç Дешт-и-Кипчака çитнĕ[8][9].
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Григорьев В. В. [Рецензия на:] Вельяминов-Зернов В. В. Исследование о касимовских царях и царевичах. Ч. 1. СПб., 1863 // День. — № 29.
- Шишкин Н. И. Симеон Бекбулатович, царь Касимовский // Русская старина. — 1888. — № 6. — С. 587.
- Шишкин Н. И. История города Касимова с древнейших времён:
- 1-мĕш кăларăм. — Касимов, 1888.
- 2-мĕш тÿрлетнĕ тата туллилетнĕ кăларăм. — Рязань: Типо-Литография Н. Д. Малашкина, 1891.
- Ытти кăларăмсем: Рязань, 1999; Рязань, 2001.
- Гагин И. С. Краткая сложность о Касимовских царях татарских и памятниках с их времён существующих (публ. М. Крейтон) // Труды Рязанской учёной архивной комиссии за 1901 год. — Т. XVII. — Вып. 3. — Рязань, 1902.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Analitika.org — Когда и почему казахи откололись от узбеков 2007 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Абусеитова М. Х. Казахское ханство во второй половине XVI века. — Алма-Ата: Наука, 1985.
- ^ Надежда Лыкова Жанибек-хан — один из основателей Казахского ханства (2015-02-01). çăлкуçран архивланă 25 Юпа уйӑхӗн 2020. Тĕрĕсленĕ 5 Авӑн уйӑхӗн 2020.
- ^ хиджăри 870 çул 1465/1466 çулпа танлашать.
- ^ Казахское ханство (2014-04-09). çăлкуçран архивланă 18 Авӑн уйӑхӗн 2020. Тĕрĕсленĕ 6 Авӑн уйӑхӗн 2020.
- ^ Жолдасбекұлы М., Салғараұлы Қ., Сейдімбек А. Болатұлы Керей хан // Елтұтқа. Ел тарихының әйгілі тұлғалары. — Астана: KÜL TEGIN, 2001. — ISBN 9965-441-26-X(казах)
- ^ Трепавлов В. В. История Ногайской Орды. — Москва: Восточная литература, РАН
- ^ Монетный двор Касым хана 2014 ҫулхи Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ В Иране найдены новые сведения о хане Касыме.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- История Средневекового Казахстана. ISBN 9965-05-750-8. Атамура, 2003
- КАЗАХСКОЕ ХАНСТВО В СИСТЕМЕ МЕЖДУНАРОДНЫХ ОТНОШЕНИЙ ЕВРАЗИИ 2018 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- Правители Казахского ханства 2020 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- Казахское ханство во второй половине XV — начале XVI вв.
- Урус-хан. Казахское ханство
- Туркестан — столица Казахского ханства
- Казакская литература
- Xан Тауке
- Жеты жаргы и правление Тауке хана
- Репрезентация гендерного порядка казахского традиционного общества в дискурсе памятника права XVII в «Жеті Жарғы» 2014 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- Казахстан. Национальная энциклопедия. — Алма-Ата: «Мәдени Мұра» — «Культурное наследие Казахстана», 2006. — Т. 2. — С. 317—318. — 560 с. — ISBN 9965-9746-3-2.
Ханлăхсем |
|
---|---|
Хаканлăхсем | |
Раççей/Украина | |
Малти Ази |
Азербайджан ханлăхĕсем • (Ардебил • Баку • Гянджа • Джавад • Дербент • Зенджан • Карабах (Карадаг • Куба • Маку • Марага • Нахичевань • Сараб • Талыш • Тебриз • Урма • Хальхал • Хой • Шека • Ширван) • Ардалан ханлăхĕ • Гилян ханлăхĕ • Мазандаран ханлăхĕ • Нишапур ханлăхĕ |
Вăта Ази |
Афган ханлăхĕсем (Абдали • Гильза • Герат • Кабул • Кандагар • Пешавар • Хатта) • Джунгар ханлăхĕ • Казах ханлăхĕ • Каракитай ханлăхĕ • Могули • Монгол хаканлăхĕ • Ойрат ханлăхĕ • Ташкент • Узбек ханлăхĕ • Узбек ханлăхĕсем (Бухара (Акчин • Андхой • Бадахшан • Балх • Бухара • Гурзиван • Дарзаб • Коканд • Кундуз • Меймен • Сарыпул • Хульм • Шибирхан • Хива |
Кăнтăр Ази |
Казахстан историйĕ |
|
---|---|
Аваллăх | |
Ирхи вăтам ĕмĕрсенчи патшалăхсем |
Тĕрĕк хаканлăхĕ (552—603) • Анăç хаканлăхĕ (603—704) • Тӳркеш хаканлăхĕ (704—756) • Карлук хаканлăхĕ (756—940) • Кангарсем • Кимаксем • Огузсем • Караханидсем • Каракитайсем • Кăпчаксем |
Вăтам ĕмĕрсенчи патшалăхсем |
Монгол империйĕ (1205—1291) • Джучи улусĕ (1224—1481) • Чагатай улусĕ (1222—1370) • Улус Орда-Эджена (1242—1446) • Шибан улусĕ (1243 — ?) • Шурă Урта (XIII—XV ĕм.) • Сенкер Урта • Узбек ханлăхĕ (1428—1480) • Нухай Урти (1440—1634) • Сыгнак ханлăхĕ (1340—1379) • Могулистан (1346—1706) • Ташкент патшалăхĕ (1501—1627) |
Казах ханлăхĕ |
Казах ханлăхĕ (1465—1847) • Аслă жуз (1715—1822) • Вăтам жуз (1715—1822) • Кĕçĕн жуз (1715—1824) • Букей Урти (1801—1872) |
Çĕнĕрех истори |
Алаш автономийĕ (1917—1920) • Туркестан автономийĕ (1917—1918) • Киргизская АССР (1920—1925) • Казахская АССР (1925—1936) • Казахская ССР (1936—1991) • Казахстан Республикин историйĕ (1991-па) |