М. С. Спиридонов астăвăм музей-хваттерĕ
М. С. Спиридонов астăвăм музей-хваттерĕ | |
---|---|
Никĕсленĕ | 1988, çурла, 31 |
Вырнаçнă | Шупашкар, Уруков урамĕ, ç. 15, корп. 1, хв. 25 |
Директор | Н. И. Садюков |
М. С. Спиридонов астăвăм музей-хваттерĕ — Чăваш патшалăхĕн ӳнер музейĕн филиалĕ. Музей-хваттера Чăваш АССР Министрсен Канашĕн 1988 çулхи çурлан 31-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе йĕркеленĕ. 1990 - 2001 çç. музее Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Минеева ертсе пынă.
Музей ертӳçи - Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, РФ ÇП пайташĕ Н. И. Садюков.
Адрес: 428015, Чăваш Республики, Шупашкар, Уруков урамĕ, ç. 15, корп. 1, хв. 25.
Пĕрлехи хыпарсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Экспозицире РСФСР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Чăваш АССР халăх сăрăçин Моисей Спиридонович Спиридоновăн (1890-1981) ĕçĕсем, çаплах чăваш халăхĕн ӳнер япалисем (тĕрĕ, тĕртни, çипуç пайĕсем), фотоматериалсем, экспедицири кун-çул кĕнекисем.
Пĕтемĕшле лаптăк — 43,6 тв. м., экспозици валли — 38,6 тв.м., управри пур япала — 7193.
Фонд
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мĕнпур управ виçи — 7193, вĕсенчен:
- живопись — 30;
- графика — 167;
- скульптура — 2;
- декораци-хушма — 202;
- кулленхи пурнăçри тата этнографи япалисем — 462;
- фотографисем — 3127;
- документсемпе сайра тĕл пулакан кĕнекесем — 3203.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Мемориальный музей-квартира М. С. Спиридонова: альбом-путеводитель / [хатĕрл.: Н. И. Садюков; фот. А. Н. Садюковăн]. - Шупашкар, 2009. - 92 с. : ил., фот. ; 29 см. - 1000 экз.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чăваш патшалăхĕн ӳнер музейĕ 2021 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.;
- «Архивы России» сайтĕнчи музей страници 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ..
- Ӳнер музейӗнче М. Спиридоновӑн 94-ри тӑванӗ пулнӑ
Шупашкарти паллă вырăнсем | ||
---|---|---|
Музейсем:
Наци музейĕ •
Ӳнер музейĕ •
В. И. Чапаев музейĕ •
Çеçпĕл музейĕ •
Сăра музейĕ •
Литература музейĕ •
М. С. Спиридонов хваттерĕ
|