Оппенгеймер, Роберт
Шаблон:После символа Оппенгеймер | |
акăл. Robert Oppenheimer[1] | |
Çуралнă чухнехи ят | акăл. Julius Robert Oppenheimer |
---|---|
Чӑн ят | акăл. Robert Oppenheimer[1] |
Çуралнă вăхăт | 1904 çулхи ака, 22-мĕшĕ[1][2][…] |
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 1967 çулхи нарăс, 18-мĕшĕ[4][1][…] (62 çул) |
Вилнĕ вырăн | |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Альма-матер | Ошибка Lua в Модуль:Sources на строке 1456: attempt to concatenate local 'letter_iss' (a nil value). |
Ĕçе илекен | |
Арăмӗ | Кэтрин Оппенгеймер[d] |
Ачисем | Питер Оппенгеймер[d] и Тони Оппенгеймер[d] |
Чыславсемпе парнесем |
Премия трёх физиков[d] (1958) премия Нессима Абифа[d] (1962) почётный доктор Принстонского университета[d] премия памяти Рихтмайера[d] (1947) член Американского физического общества[d] иностранный член Лондонского королевского общества[d] (1962 çулхи çу, 3-мĕшĕ) почётный доктор Калькуттского университета[d] Мессенджеровские лекции[d] (1945) |
Автограф | |
Медиафайлы на Викиампар |
Джу́лиус Ро́берт О́ппенге́ймер - (акăл. J. Robert Oppenheimer , ака уйăхĕн 22-мĕшĕ, 1904, Нью-Йорк, АПШ — нарăсăн 18-мĕшĕ, 1967, Принстон, Нью-Джерси штачĕ, АПШ) — Америка физик-теоретикĕ тата физик-ядерщикĕ, нумайăшĕ ăна Манхеттен проекчĕн ертӳçи пек пĕлет. Иккĕмĕш тĕнче вăрҫи вăхăтĕнче шăпах ҫак проектпа ĕҫленĕ чух ядерлă хĕҫ-пăшалăн пĕрремĕш тĕслĕхне шутласа кăлараҫҫĕ. Çавăнпа Оппенгеймера, С. Улампа Э. Теллер пирки каланă пек, нумай чухне «атом бомбин ашшĕ» тесе калаҫҫĕ.
Пĕрремĕш хут атом бомбине 1945-мĕш ҫулхи утă уйăхĕнче Нью-Мексикора тĕрĕслесе пăхнă. Каярах, Оппенгеймер аса илнĕ тăрăх, ҫав самантра унăн асне Бхагавадгита сăмахĕсем килнĕ: «Эпĕ вилĕм, тĕнчене аркатакан пулса тăтăм».
Иккĕмĕш тĕнче вăрҫи хыҫҫăн вăл Принстонри Перспективлă тĕпчевсен институчĕн ертӳҫи пулса тăнă. Çавăн пекех ăна АПШ атомлă энерги комиссийĕн тĕп канашҫи тунă. Вăл атом энергийĕ тĕнчипе сарăлма, ядерлă ăмăрту пулма путарасса асăрхаттарнă, тĕплĕн тĕрĕслесе тăма йыхравланă. «Хĕрлĕ харушлăхăн» иккĕмĕш хумĕ вăхăтĕнче ҫак вăрҫа хирĕҫ позици тата шăпах 1940-мĕш ҫулсенче Роберт коммунистла организацисемпе ҫыхăнура пулни нумай политика ĕҫченне тарăхатарса ҫиллентернĕ. Çавăнпа та каярах, 1954-мĕш ҫулта, политизациленĕ ĕҫе пăхса тухнă хыҫҫăн суд ăна вăрттăн проектсемпе ĕҫлеме чарнă. Тӳррĕн политика ҫине витĕм куреймесĕр, Оппенгеймер лекцисем вулас, ĕҫсем ҫырас тата физикăна тĕпчес ĕҫне малалла тăснă. Вунă ҫултан,1954-мĕш ҫулта, политика реабилитацийĕ пултăр тесе Джон Кеннеди ăсчаха Энрико Ферми премийĕпе чысланă, анчах премине хăйне Кеннеди вилсен кăна Линдон Джонсон панă.
Оппенгеймерăн чи паллă ҫитĕнĕвĕсен шутне ҫаксене кĕртеҫҫĕ: молекулярлă хумсен функцийĕ валли Борн - Оппенгеймер ҫывхарăвĕ, электрон тата позитрон теорийĕпе ҫыхăннă ĕҫсем, ядерлă синтезри Оппенгеймер - Филлипс процесĕ тата квантлă туннеллировани пирки пĕрремĕш хут асăнни. Хайĕн вĕренекенĕсемпе вăл нейтронлă ҫăлтăрсен тата хура шăтăксен теорине тĕпчесе нумай ҫитенӳ тунă, кунсăр пуҫне квант механикипе, квант лаптакĕн теорийĕпе тата уҫлăх пайăркисен физикипе ҫыхăннă нумай ыйтăва татса панă. Оппенгеймер ăслăлăха вĕрентнĕ, пропагандăланă, Америкăри теори физикин шкулне никĕслесе яракан пулнă. Уйрăмах 1930-мĕш ҫулсенче вал тĕнчипех палăрнă. Çавăн пекех АПШ Халăх ăслăлăх академийĕн пайташĕ шутланнă (1941-мĕш ҫултан пуҫласа).
Кун-ҫулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ачалăхĕпе яшлăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Дж. Роберт Оппенгеймер 1904-мĕш ҫулхи ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Нью-Йорк хулинче Германирен куҫса килнĕ еврей ҫемйинче ҫуралнă. Унăн ашшĕ, Джулиус Зелигман Оппенгеймер, урăх ҫĕршывсенчен пустав илсе килсе сутса пуйнăскер, Америкăна 1988-мĕш ҫулта Ханауран (Германи) килсе тĕпленнĕ. Амăшĕ, Элла Оппенгеймер (хĕр чухнехи - Фридман, 1869—1931) Парижра ӳкерӳҫĕ профессине алла илнĕ. Ун ҫемйи те 1840-мĕш ҫулта АПШна Германирен куҫса килнĕ. Кунсăр пуҫне, Робертăн хăй пекех физик пулса тăнă Фрэнк ятлă шăллĕ пулнă.
1912-мĕш ҫулта Оппенгеймерсем Манхэттена куҫнă. Вĕсен хваттерĕ 88-мĕш Хĕвеланăҫ урамĕ ҫумĕнче, Риверсайд-драйвра 155-мĕш ҫуртăн вун пĕрмĕш хутĕнче вырнаҫнă. Ку район хăйĕн чаплă ҫурчĕсемпе тата таунхаусĕсемпе паллă. Роберт ҫемйин Пабло Пикасо, Жан Вюйар тата чи сахалтан виҫĕ Винсент ван Гогăн чăн, оригиналлă ӳкерчĕкĕ пулнине палăртаҫҫĕ.
Пĕр вăхăт хушши Оппенгеймер Алкуинри хатĕрленӳ шкулĕнче вĕреннĕ, каярах, 1911-мĕш ҫулта, вăл Этика культурин обществин шкулне вĕренме кĕнĕ. Ҫак шкула Феликс Адлер никӗсленӗ. Ӑна Этика культури юхӑмӗн шухӑшӗсене мала хурса уҫнӑ. Тӗп лозунгӗ - «малтан ту, кайран ӗнен» (акӑл. Deed before Creed) . Роберт ашшӗ нумай ҫул хушши ҫак обществӑн пайташӗ пулнӑ, 1907-мӗш ҫултан пуҫласа 1915-мӗшччен унӑн советӗнче тӑнӑ. Оппенгеймер тӗрлӗ енлӗ аталанма тӑрӑшакан вӗренекен пулнӑ, акӑлчан тата француз литературипе кӑсӑкланнӑ, уйрӑмах минералогине килӗштернӗ. Вӑл виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш класс программине пӗр ҫул хушшинче пӗтернӗ, унсӑр пуҫне тата ҫур ҫул хушшинче саккӑрмӗш класран вӗренсе тухса тӑххӑрмӗшне куҫнӑ. Юлашки класра вӑл химипе кӑсӑкланса кайнӑ. Гарвард колледжне Роберт пӗр ҫул каярах, 18 тултарсан, вӗренме кӗнӗ. Сӑлтавӗ - Европӑна ҫемйипе канма кайсан, вӑл Яхимовра минерал шыранӑ чух ӑна язва количӗ аптратса ӳкернӗ. Сипленме Роберт Нью-Мексикӑна кайнӑ. Унта вӑл лашапа утланса ҫӳреме юратнӑ, АПШ кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ ҫут ҫанталӑкӗпе киленнӗ.
Профильлӗ дисциплинӑсемсӗр пуҫне студентсен тата истори, литература, философипе математикӑна вӗренмелле пулнӑ. Кая юлса вӗренме кӗнипе Оппенгеймер семестр хушшинче ултшар курс илнӗ, студентсен хисеплӗ «Фи Бета Каппа» обществин пайташӗ пулса тӑнӑ. Пӗрремӗш курсра Оппенгеймера физикӑпа магистр программине ирӗклӗ майпа вӗренме май панӑ. Ку пуҫламӑш предметсене тухмасӑрах йывӑр программа ҫине куҫма ирӗк панине пӗлтернӗ. Перси Бриджман термодинамика курсне итленӗ хыҫҫӑн Роберт эксперименталлӑ физикӑпа кӑсӑкланса каять. Вӑл университета виҫӗ ҫул хушшинчех «пиллӗк» (лат. summa cum laude) паллӑсемпе пӗтерет.
Европӑри вӗренӳ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1924-мӗш ҫулта Роберт хӑйне Кембриджри Херес Колледжне йышӑннине пӗлнӗ. Вӑл Кавендиш лабораторийӗнче ӗҫлеме ирӗк ыйтса Эрнст Резерфорда ҫырса янӑ. Бриджман хӑйӗн вӗренекенне сӗнӳ ҫырса пама килӗшнӗ, унта вӑл Робертӑн аналитикӑлла ӑсӗ пирки пӗлтернӗ, ҫав вӑхӑтрах Оппенгеймер экспериментлӑ физика енне туртӑнманнине палӑртса хӑварнӑ. Резерфорда кунашкал кандидат ытла интереслентермен, ҫапах та Роберт Кембриджа урӑх сӗнӳ илес шанчӑкпа кайнӑ. Ӑна Дж. Дж. Томсон хӑй патне йышӑннӑ, анчах та малтан лаборатори курсне тухма ыйтнӑ.
Оппенгеймер ҫӳллӗ, ҫинҫе ҫын пулнӑ. Нумай пирус туртнӑ. Нумай ӗҫленӗ, шухӑшланӑ чух ҫиме те манса кайнӑ. Унӑн юлташӗсем вӑл час-часах хӑйне хӑй сиен кӳресле пурӑннине палӑртнӑ. Роберт пурнӑҫӗнче нумай чух шанчӑксӑрлӑх тата пусӑрӑнчӑклӑ кӑмӑл-туйӑм хуҫаланни унӑн тусӗсене самай пӑшӑрханарнӑ. Пӗррехинче, вӑл юлташӗпе Парижра тӗл пулма отпуск илсен, шиклентерекен пулӑм пулса иртнӗ. Фергюсона эксперименталлӑ физика ӑна киленӗҫ паманни пирки каласа панӑ чух сасартӑк Роберт ӑна пӑвма пуҫланӑ. Фергюсон ҫӑмӑллӑнах хӑтӑлнӑ пулин те, вӑл хӑӗн юлташӗн психологилле проблема пуррине ӑнланса илнӗ. Пурнӑҫӗ тӑршшӗпех Оппенгеймера депресси саманчӗсем аптратнӑ. "Физика мана юлташсенчен те ытларах кирлӗ", — тенӗ вӑл пӗррехинче хӑйӗн шӑллӗне.
Макс Борн ертсе пыракан Гёттинген университетӗнче вӗренес тесе 1926-мӗш ҫулта Оппенгеймер Кембриджран тухса каять. Ун чухне Гёттинген теори физики тӗлӗшӗнчен тӗнчери чи паллӑ вырӑн шутланнӑ. Оппенгеймер унта хӑй валли нумай тус тупнӑ, вӗсем кайран паллӑ ҫынсем пулса тӑнӑ: Вернер Гейзенберг, Паскуаль Йордан, Вольфганг Паули, Поль Дирак, Энрико Ферми, Эдвард Теллер т.ыт.те. Ҫавӑн пекех Оппенгеймер калаҫнӑ чух «хӗрсе кайнине» палартнӑ ун таврашӗнчи ҫынсем. Хӑш чух вӑл семинарта калаҫакан кашни ҫынна пӳлме пултарнӑ. Ку Борнӑн ытти вӗренекенӗсене шутсӑр килӗшмен. Пӗррехинче Мария Гёпперт хӑйен ӑслӑлӑх пуҫлӑхне хӑй тата ытти вӗренекенсем алӑ пусса панӑ петици тӑратнӑ. Унта вӗсем Борна Оппенгеймера лӑплантарма ыйтнӑ. Лӑплантараймасан занятисене ҫӳреме пӑрахасса шантарнӑ. Борн юриех ҫав петицине Роберт вулатӑр тесе сӗтел хӗррине кӑна хунӑ. Кун хыҫҫӑн чӑнах та пӗр сӑмахсӑрах лару-тӑру лайӑх енне улшӑннӑ.
Роберт Оппенгеймер философи докторӗн степеньне илес тӗлӗшпе 1927-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗнче, 23 ҫулта, диссертаци хӳтӗленӗ. Ӑслӑлӑх ертӳҫи вара Борн пулнӑ. Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче сӑмах вӗҫҫӗн иртнӗ экзамен хыҫҫӑн, Джеймс Франк, председатель пулнӑ профессор, ҫапла каланӑ: «Тинех ку вӗҫленнӗшӗн савӑнтӑм. Кӑшт тарсан вӑл хӑй манран ыйтма пуҫлатчӗ», — тенӗ.
Профессипе ӗҫлеме пуҫлани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1927-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗнче, Калифорни технологи университетӗнче ӗҫлес тӗлӗшпе, Оппенгеймер заявка парса Ӑслӑлӑхпа тӗпчев халӑх советӗнчен стипенди илме тивӗҫет. Анчах та Бриджменӑн Роберта Гарвардра та ӗҫлеттерсси килнӗ. Ҫавӑнпа Роберт хӑйӗн 1927—28-мӗш вӗренӳ ҫулӗсене икӗ пая пайлать: 1927-мӗш ҫулта Гарвардра, 1928-мӗш ҫулта Калтехра ӗҫлет. Калтехра вӑл Лайнус Полингпа туслашса каять. Вӗсем пӗрле хими ҫыхӑнӑвӗпе ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ. Лайнус хими, Роберт вара математика енӗпе ӗҫленӗ пулмалла. Анчах Полинг унӑн арӑмӗ, Ава Хелен, Робертпа ытла ҫывӑхланса кайнине сисет, ҫавна май вӗсен пӗрле ӗҫлес шухӑшӗ арканать. Пӗррехинче, Полинг ӗҫре пулнӑ чух, Оппенгеймер кӗтмен ҫӗртен вӗсен килне килнӗ те Ава Хелена пӗрле Мексикӑна пыма чӗннӗ. Лешӗ вара килӗшмен, кун пирки упӑшкине калсаса панӑ. Мӑшӑрӗн сӑмахӗсем Полинга шиклентерсех пӑрахаҫҫӗ, ҫав самантрах вӑл Робертпа калаҫма пӑрахать. Каярах Оппенгеймер ӑна Манхеттен проекчӗн Хими пайӗн ертӳҫи пулма чӗнет, анчах леш хӑйне пацифист тесе килӗшмест.
1928-мӗш ҫулта, кӗркунне, Оппенгеймер Голландири Лейден университетӗнчи Пауль Эрнфест институтне кайса курать. Хальччен, голландла калаҫса курман пулин те, вӑл пурне те лекцисене ҫак чӗлхепе ирттерме пултарнипе тӗлӗнтерсе пӑрахать. Унта ӑна «Опье» (нидерл. Opje) тесе чӗнме пуҫлаҫҫӗ. Каярах ку ят акӑлчан манерлӗ «Оппи» (акӑл. Oppie) пек илтӗнӗ. Лейден хыҫҫӑн вӑл Цюрих аслӑ техника шкулне ҫул тытнӑ. Унта вӑл Вольфганг Паулипе пӗрле квант механикин, уйрӑмах вӗҫӗмсӗр спектр ыйтӑвӗпе ӗҫлесшӗн пулнӑ. Оппенгеймер Паулине питӗ хисепленӗ, юратнӑ. Тен, шӑпах ӑна пула Роберт ыйтусене хӑйне майлӑ, хӑнеевӗрлӗ татса пама вӗреннӗ.
Америкӑна таврӑннӑ хыҫҫӑн Оппенгеймер Берклири Калифорни университетӗнче адъютант-профессор пулса ӗҫлеме килӗшнӗ. Унта ӑна Раймонд Тайер Бирдж чӗннӗ. Вӑл ӑна унта питӗ ӗҫлеттересшӗн пулнӑ, ҫавна май Роберта ҫав вӑхӑтрах Калтехра та ӗҫлеме ирӗк панӑ. Анчах ӗҫлеме пуҫланӑ пуҫламан Робертӑн ҫӑмӑл формӑри туберкулез пулнине асӑрхаҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӑл Фрэнк шӑллӗпе пӗрле темиҫе эрне Мексикӑри тара тытнӑ ранчора ирттерет, каярах ҫав ранчона туянать. Ӑна тара тытма май пуррине пӗлсен вӑл: «Hot dog!» (акӑл. «Вӑт менле!», тӳрремӗн «Вӗри йытӑ» пек куҫать) - тесе кӑшкӑрса ярать. Вара ранчо ячӗ «Perro Calienete» пулать, ку шӑпах испан чӗлхинче «hot dog» тенине пӗлтерет. Каярах, Оппенгеймер каланӑ тӑрӑх, «физика тата пушхир тӗнчи» уншӑн «чи пысӑк хавхалану ҫӑлкуҫӗ» пулнӑ. Туберкулезран сипленсен вӑл Беркли университетне таврӑнать. Унта Роберт пӗр ҫамрӑк физиксен ӑрӑвӗшӗн ӑслӑлӑх ертӳҫи пулса тӑрать. Студентсем ӑна ӑсӗшӗн тата анлӑ тавракурӑмӗшен юратнӑ, хисепленӗ. Унан вӗренекенӗсемпе ӗҫтешӗсем аса илнӗ тӑрӑх, вӑл куҫа куҫӑн калаҫнӑ чух ҫынна калаҫӑвӗпе тыткӑнласа илме пултарнӑ. Нумай ҫын хушшинче вара ун куҫӗсем ун пекех ялкӑшман. Унта хутшӑннӑ ҫынсене икӗ пая пайлама пултарнӑ: пӗрисем ӑна ҫынран ютшӑнакан, паллӑ гений эстет тесе шутланӑ. Теприсем вара унра ытла кӑткӑс тата канӑҫсӑр хуҫкаланчӑк ҫынна курнӑ. Ун студенчӗсем пурте тенӗ пек пӗрремӗш ушкӑна кӗнӗ, вӗсен "Оппи" пекех утас, калаҫас килнӗ. Каярах Ханс Бете ун пирки ҫапла каланӑ:
Тен, вӗрентнӗ ӗҫре унӑн чи палӑрмалла тата чи витӗмлӗ енӗ - ҫивӗч туйӑмччӗ. Хӑш ыйтусем чи пӗлтерӗшлӗ пулнине лайӑх туятчӗ. Вӑл чӑнах та ҫак ыйтусемпе пурӑнатчӗ, вӗсене татса пама мӗн пур вӑйне хуратчӗ, кунсӑр пуҫне мӗн пур ушкӑна кӑсӑклантарса яратчӗ. Чи лайӑх вӑхӑтсенче унӑн ушкӑнӗнче сакӑр е тӑхӑр аспирант тата пӗр ултӑ постдокчӗ. Роберт ушкӑнӗпе хӑйӗн кабинетӗнче кунне пӗрре пухӑнатчӗ. Вара пурте черетпе хӑйсен тӗпчевӗ мӗнле пыни пирки каласа паратчӗҫ. Вӑл пуринпе те кӑсӑкланатчӗ, пӗр кунтах квант электродинамикине те, уҫлӑх пайӑркисене те, электрон мӑшӑрӗсен ҫуралнине те, ядерлӑ физикӑна та сӳтсе явма пултаратчӗ.
Оппенгеймер Нобель премийӗн лауреачӗпе, экспериментҫӑ физикпа, Эрнст Лоуренспа тата циклотрона шутласа кӑларакан ӗҫтешӗсемпе те пӗрле ӗҫленӗ. Вӑл вӗсене Лоуренс радиаци лабораторийӗнчи приборсен кӑтартӑвӗсене тӗрӗс тишкерме пулӑшнӑ. 1936-мӗш ҫулта Берклири университет ӑсчаха профессор пулса ӗҫлеме чӗннӗ, ҫулталӑка 3300 доллар тӳлеме шантарнӑ. Анчах Роберта Калтехра вӗрентӳ ӗҫне пӑрахма сӗннӗ. Вара Оппенгеймера кашни ҫул 6 эрнене ӗҫрен хӑтарма калаҫса татӑлнӑ. Ку Калтехра пӗр триместр хушшинче вӗрентмелӗх ҫителӗклӗ пулнӑ.
Ӑслӑлӑх ӗҫӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Оппенгеймерӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗсем теориллӗ астрофизика шутне кӗреҫҫӗ, вӑл вара пӗтӗмӗшле танлаштарулӑх теорийепе тата атом тӗшшисен теорийӗпе, ядерлӑ физикӑпа, теорилле спектроскопипе, лаптӑкӑн квант теорийӗпе, ҫав шутра квант электродинамикипе ҫыхӑннӑ. Ӑна релятивистлӑ квант механикин ҫирӗп формальллӗхӗ илӗртнӗ. Ҫав вӑхӑтрах Роберт вӑл тӗрӗс пулнипе пулманни пирки иккеленнӗ. Вӑл хӑйӗн ӗҫӗсенче пулас ҫитӗнӳсем пирки те ҫырнӑ. Тӗслӗхрен, нейтрон, мезон тата нейтрон ҫӑлтӑрӗсене тупни ҫинчен.
Гёттингенра пулнӑ чух Оппенгеймер вунӑ ытла статья пичетлесе кӑларнӑ. Вӗсен хушшинче тин ҫеҫ шутласа кӑларнӑ квант механики пирки те. Борнпа пӗрле вӑл "Молекулсен квант куҫӑвӗ" статйине ҫырса кӑларать. Унта Борн-Оппенгеймер ҫывхарӑвӗ пирки те ҫырса кӑтартнӑ. Вӑл молекулӑна кванто-механика тӗлӗшӗнчен сӑнланӑ чух ядерлӑ тата электронлӑ куҫӑва пӗр-пӗринчен уйӑрма май парать.
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1, 2, 3, 4 тата 5 NNDB (англ.) — 2002.
- ^ Julius Robert Oppenheimer // Brockhaus Enzyklopädie (нем.)
- ^ https://a860-historicalvitalrecords.nyc.gov/view/1593063
- ^ 1 тата 2 Оппенгеймер Роберт // Большая советская энциклопедия (рус.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохорова — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
- ^ 1 тата 2 Robert Oppenheimer (англ.) — 2002.
- ^ 1 тата 2 http://www.nytimes.com/aponline/2015/01/23/world/europe/ap-eu-britain-oppenheimer.html
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Роберт Оппенгеймерăн биографийĕ2011 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ., ăслăх ĕçĕ2011 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ. тата еткерлĕхĕ2011 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ. Перспективăри тĕпчевсен институчĕн (акăлч.) (2011 çулхи Ака уйӑхӗн 20-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.) сайтĕнче.
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Страницы с ошибками скриптов
- Страницы, использующие расширение JsonConfig
- Википеди:ВикиДатăри çăлкуçлă статьясем
- Акан 22-мĕшĕнче çуралнисем
- 1904 çулта çуралнисем
- Нью-Йоркра çуралнисем
- Нарăсăн 18-мĕшĕнче вилнисем
- 1967 çулта вилнисем
- АПШ-ра вилнисем
- Википедия:Статьи со ссылками на элементы Викиданных без чувашской подписи
- Хисеплĕ легион орденĕн кавалерĕсем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Википедия:Карточки без параметров
- XX ĕмĕрти физиксем
- Физиксем, алфавитпа
- АПШ физикĕсем
- Филдстон шкулĕнче вĕренсе тухнисем
- Гарвард университетĕнче вĕренсе тухнисем
- Гёттинген университетĕнче вĕренсе тухнисем
- Кембридж университетĕнче вĕренсе тухнисем
- Христос колледжĕнче вĕренсе тухнисем
- Калифорнири технологи институчĕн ĕçтешĕсем
- Перспективăри тĕпчевсен институчĕн директорĕсем
- Пайăр çынсем:Перспективăри тĕпчевсен институчĕ
- Перспективăри тĕпчевсен институчĕн ĕçтешĕсем
- Энрико Ферми премин лауреачĕсем
- Манхэттен проектне хутшăннисем
- АПШ Ăслăхсен наци академин пайташĕсем
- Американ философи пĕрлĕхĕн пайташĕсем
- Ла-Плата наци университечĕн хисеплĕ тухтăрĕсем
- Принстон университечĕн хисеплĕ тухтăрĕсем
- Калькутта университечĕн хисеплĕ тухтăрĕсем
- Лос-Аламос наци лабораторин персоналĕ
- АПШ мемуарисчĕсем
- АПШ коммунисчĕсем
- Лондонри короллĕх пĕрлĕхĕн ютçĕр пайташĕсем
- Япони ăслăх академин хисеплĕ пайташĕсем
- Маккартизм инкекçисем