Хĕрлĕ Уçланкă
1950
|
Хĕрлĕ Уçланкă — Краснодар Енне кĕрекен (Раççей) Сочи хулин Адлер районĕнчи хула евĕр паççулкă. Хĕрлĕ Уçланкă паççулкă тăрăхĕн центрĕ.
Пурăнан халăх — 3972 çын (2009).
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мзымта юханшывăн вăтам юхăмĕнче, Хура тинĕс çыранĕнчен 39 çм вырнаçнă. Адлерпа тата Сочи хулин аэропорчĕпе хальхи автотрассапа çыхăнать. Вертодром пур. Хĕрлĕ Уçланкă, Олимп стадионĕпе пĕрлех, 2014 хĕллехи Олимп вăййисене йышăнать.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Авалхи вăхăтранах кунта туçи абхаз йăхĕсен пĕррин — малтан садзсен, кайран медозюйсен е медовейсен — ялĕ пулнă. Ф.Ф. Торнау каланипе, 1835 çулта çакăнти паççулкă Арткуадж ятпа паллă пулнă, садзсен Аредба ăрачĕ пурăннă.
1864 çулта медозюйсен ялне Кбааде ('Гунба ăрачĕн уçланки') тенĕ. 1869 çулта Хĕрлĕ Уçланкă пурăнан вырăна туса хунă та, 1878 çулта кунта Вăта Раççейрен, Ставрополь Енрен тата Эстонирен — вырăссем, грексем, эстонсем куçса килеççĕ.
1864 çулхи çăвăн 21-мĕшĕнче çак тĕлте вырăс çарĕсен тăваттă пайĕ пĕрлешĕнеççĕ: П. Х. Граббе генерал-майорăн Кĕçĕн Лаба ушкăнĕ, П. Н. Шатилов генерал-майорăн Псхува ушкăнĕ, В. А. Гейман генерал-майорăн Дахов ушкăнĕ тата Д. И. Святополк-Мирский генерал-лейтенантăн Ачипсухва ушкăнĕ. Аслă çарпуçĕ Михаил Николаевич аслă кнеç ертсе пынипе Кавказ вăрçи вĕçленнине асăнса парад тата молебен ирттернĕ.[2] Çак пулăмсене чыласа аслă кнеç Михаил Николаевич, çар ушкăнĕсен командирĕсем ыйтнипе çак вырăна патша çемьине хисеплесе Романовск теме йышăннă.
1878 çулта кунта Ставрополь енчен турккă пусмăрĕнчен тарнă грексем çитнĕ, анчах та вĕсем кунта тĕпленсе пурăнайман. 36 грек çемьи Псеашхо ту хысакĕ урлă каçса çĕнĕ çĕр шырама кайнă та çак айлăма курнă. Ун чухне кĕркунне пулнă, пур çĕрте те папоротник кĕрелсе ларнă. Çапла вара грексем çак вырăна Хĕрлĕ Уçланкă ят панă, чиркӳ туса лартнă, шкул уçнă.
1898 çулта кунта патшан ятарлă комиссине янă. Комиссире А. И. Воейков, Ф. И. Пастернацкий профессорсем, М. В. Сергеев инженер тата Патшалăх канашĕн пайташĕ Н. С. Абаза ĕçленĕ.
1920-меш çулсен вĕçĕнченпе пурăнан вырăн Хĕрлĕ уçланкă ятлă.
Хула евĕр паççулкă статусĕнче — 1950 çултанпа.
2010 çулхи раштавăн 3-мĕшĕнче раççей-итали патшалăхсем хушшинчи калаçусен пĕр раундĕнче паççулкăра Итали премьер-министрĕпе С. Берлусконипе Раççей президенчĕ Д. А. Медведев тĕл пулнă.
Паллă вырăнсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Таса Харлампи грек чиркĕвĕ тата унăн çумĕнчи çăва часавайĕ.
- 1901 çулта патша валли Ачишхо ту çумĕнче тунă «Сунарçă пӳрчĕ».
- Тăван ен тĕпчев музейĕ.
- Хĕрлĕ Уçланкă вăрман хуçалăхĕ çумĕнчи çутçанталăк музейĕ.
- Бронза салтакĕ ([2010]] ç. çăвăн 2-мĕшĕнче туса лартнă)
Спорт
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тăванлисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Голубев П. М. Сочи — Красная Поляна.- Краснодар, 1974
- Цхомария Б. Д. Красная Поляна.- Краснодар, 1963
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Численность населения Российской Федерации по городам, поселкам городского типа и районам на 1 января 2010 года
- ^ Духовской Сергий Материалы для описания войны на Западном Кавказе. Даховский отряд на южном склоне гор в 1864 году. 2014 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ. Текст воспроизведен по изданию: // Военный сборник № 12 1864
Каçасем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Хĕрлĕ Уçланкă Викиампарта
- Красная Поляна на официальном курортном сайте города Сочи 2012 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- Юрий Трефилов. Красная Поляна, белые папахи // Санкт-Петербургские Ведомости, № 120, 04.07.2007
- Романовск // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
Сочири паллă вырăнсем | ||||||||||||||||||||||||||||||||||
|
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Страницы с некорректными тегами координат
- Число мар formatnum аргументлӑ страницӑсем
- Пурăнан вырăнсем, алфавитпа
- Адлер районĕ
- Краснодар Енĕн хула евĕр паççулкисем
- Раççей туçи йĕлтĕр курорчĕсем
- 2014 хĕллехи Олимп вăййисен спорт çурт-йĕрĕсем
- Страницы, использующие расширение Kartographer