Контент патне куҫ

Ялавăр (Чĕмпĕр облаçĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Ялавăр пăхăр.
Ялавăр
Ялавăр
Elaur village
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чĕмпĕр облаçĕ
Муниципаллă район Сенгилей
Ял тăрăхĕ Ялавăр
Координатсем 53°50′20″ с. ш. 48°47′58″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83535
Почтă индексĕ 433385
Автомобиль кочĕ 73, 173
ОКАТО кочĕ
Ялавăр (Чĕмпĕр облаçĕ) (Раççей)
Точка
Ялавăр (Чĕмпĕр облаçĕ) (Чĕмпĕр облаçĕ)
Точка

Ялавăр, — Чĕмпĕр облаçĕнчи Сенгилей районĕн ялĕ.

Ялта вăтам шкул, культура çурчĕ, фельдшер пункчĕ, вулавăш, спортзал пур.

Ялавăр юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă.

Яла 1672 çулта хальхи Куславкка тата Вăрмар районĕнчи чăвашсем никĕсленĕ.

Ял ятне ял тата авăр сăмахсемпе çыхăнтараççĕ.

Çапах та тепĕр версипе, авал çак вырăнта пăлхар ялĕ пулнă. Çав ялта Ялавăр сăвăç-юрăç çуралса ӳснĕ.

Халăх йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1859 çулта 245 килте 1577 çын, 1897 455 килте 2474 çын. Çав вăхăтра ялта шкулпа чиркӳ пулнă.

1913 çулта 601 килте 4373 çын, ытларах чăвашсем. 1996 çулта ялта 1321 çын, тĕпрен илсен чăвашсем.

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Ургалкин Алексей Константинович (1910 — 1981) — совет чăваш актёрĕ, театр режиссёрĕ, педагог, СССР халăх артисчĕ (1976).
  • Кирюшкин, Иван Сергеевич (23.10.1919-06.12.1996) — журналист, парти (КПСС) функционерĕ.
  • Посадская, Александра Николаевна (02.11.1915-11.03.1988) — РСФСР тава тивĕçлĕ вĕрентевçи (1960)[1].
  • Ургалкин, Алексей Павлович (03.06.1897-07.12.1966) — Шупашкарти чекист (1919-1925), парти (КПСС) функционерĕ.*
  • Малышев Тимофей Степанович (23.02.1886, Ялавăр – 1954, Анат-Кĕнер), — мусăкçă, çутĕç ĕçлевçи[2].
  • Маркин Пётр Григорьевич (1930 çур.) — комсомол ĕçлевçи, журналист, çыравçă[3].

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]