Логинов Алексей Романович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Santăr (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Santăr (Сӳтсе яв | хушни)
пТӳрлетӗве ӑнлантарман
6-мĕш йĕрке: 6-мĕш йĕрке:
|вилнĕ вырăн = СССР, халь Украина, {{ВилнĕВырăн|Чернигов облаçĕ|Чернигов облаçĕнче}} Репкино районĕ
|вилнĕ вырăн = СССР, халь Украина, {{ВилнĕВырăн|Чернигов облаçĕ|Чернигов облаçĕнче}} Репкино районĕ
|ӳкерчĕк = Loginov AR.jpg
|ӳкерчĕк = Loginov AR.jpg
|анлăш = Loginov Aleksey Romanovich.jpg
|анлăш =
|ӳкерчĕке ăнлантарни =
|ӳкерчĕке ăнлантарни =
|витлев =
|витлев =

14:35, 1 Ака уйӑхӗн 2018 вӑхӑтри верси

Логинов Алексей Романович
Çуралнă вăхăт 11 пуш 1903
Çуралнă вырăн Раççей Империйĕ, халь Чăваш Ен Хĕрлĕ Чутай районĕ Упукушкăнь
Вилнĕ вăхăт 28 авăн 1943
Вилнĕ вырăн СССР, халь Украина, Чернигов облаçĕ Репкино районĕ
Пăхăнулăх СССР
Çар ăрачĕ пехота
Хĕсмет çулĕсем 1941-1943
Хисеп
Лейтенант
Лейтенант
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ


Логинов Алексей Романович, — Совет Союзăн Паттăрĕ. 1903 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Упукушкăнь ялĕнче çуралнă. 1943 çулхи авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче Днепр урлă каçнă чухне вăрçăра пуçне хунă. Чернигов облаçĕнчи Новоселки салинче пытарнă.

Пурнăçĕ

1931 çултанпа районта милицинче ĕçленĕ. Шупашкарти юридици шкулĕнче вĕренсе тухсан, судсемпе тĕпчев органĕсенче ĕçленĕ. 1941 çулхи раштав уйăхĕнче çара илнĕ те çар ертӳçĕсене хăвăрт хатĕрлекен курсне вĕренме янă. 1942 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнчен вăрçăри çапăçусенче 1183-мĕш полкăн 5-мĕш стрелоксен ротăн взвод ертӳçи пулнă. Нимĕç-фашисчĕсемпе çапăçнă чух вăл яланах хăюллăх кăтартнă.

Чернигов облаçĕнчи Новосёлки ялĕшен алăсемпе тытăçса хирĕç çапăçура тăшманăн вунпилĕк салтакпа офицера пĕтернĕ, алла яхăн нимĕçе тыткăна илнĕ. Уйрăмах Алексей Романович Днепр шывĕ урлă каçнă чухне палăрнă, анчах та тансăр-тĕнсĕр çапăçура вилмеллех аманнă. СССР Аслă Канашăн Президиум Хушнипе 1944 çулхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче ăна Совет Союзăн Паттăрĕ ятне тивĕçтернĕ (вилнĕ хыççăн).

Вуламалли

  • Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Том 1. М.: Воениз., 1987
  • Юные герои Витебщины. Минск, 1980

Асăрхавсем

Каçăсем