Контент патне куҫ

Раштав чăрăшки

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Çĕнĕ Çулхи чăрăш ҫинчен куҫарнӑ)
Çĕнĕ Çул уявĕн капăр чăрăшĕ

Раштав чăрăшки, — Раççейре, ССРП йышĕнче пулнă çĕршывсенче Раштава савăнса уявламашкăн пӳлĕмре, урамра лартмалли тĕпĕнчен каснă чăрăш йывăçĕ.

Турцире, Анăç Европăра, Çурçĕр Америкăра тата ыттисенче (тĕнчери нумай çĕршывсенче) чăрăш — Раштав уявĕн (Раштав чăрăшĕ) атрибучĕ. Йăла йĕркипе, лăсăллă йывăçа (ытларах енĕпе хыр е чăрăш) гирляндăсемпе, кантăк е пластик теттесемпе, çуртасемпе тата канхветсемпе ерешленĕ. Уяв вăхăтĕнче чăрăша пӳрте е урама лартаççĕ. Чăвашла Çĕнĕ Çул чăрăшне тата уявне хальхи саманара "ёлка" тесе чĕнеççĕ.

Уявăн кун-çулĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Çĕнĕ ÇУл чăрăшне илемлетни, XIX ĕмĕрти нимĕç кĕнекинчи капăрлату

Йывăçсене капăрлатасси Икĕпатри фараонсен тапхăрĕнченех килет. Ун чухне унта пальмăсене илемлетнĕ. Пирĕн эрăра Европăра Раштавра чăрăшкана панулмисем, чĕртнĕ çуртасем çакса капăрлатма тытăннă.

Европăна йывăçсене капăрлатасси Аттил вăхăтĕнче хунсен йăлинчен, Çĕпĕртен-Тухăçран куçнă.

Пĕр версипе, пĕрремĕш Раштав чăрăшкине Селеста хула лапамĕнче Эльзасра 1521 çулта капăрлатнă. Çакăнпа Латви килĕшмест — унти çынсем пĕрремĕш Раштав чăрăшкине Ригăра, Ратуша лапаменче 1510 çулта илемлетсе лартнă теççĕ.

Раççее Раштава уявлас йăлана Германирен Пётр I илсе килнĕ; Раççейре пĕрремĕш хут çак уява, патша хушăвĕпе, 1700 çулта ирттернĕ. Тĕплĕнех Раштава раштав чăрăшĕпе уявлас йала XIX ĕмĕрĕн варринчен пуçласа çирĕпленсе каять. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче Синод ăна нимĕçсен йăла-йĕрки тесе раштав чăрăшĕпе усă курма чарать.

СССР тапхăрĕнче, 1920-мĕш çулсенче «тĕн тĕшмĕшлĕхĕ» тесе раштав чăрăшне лартма чарнă, 1936 çул умĕнче кăна каллех, анчах урăхлатса Çĕнĕ Çул тĕлне лартса илемлетме, ирĕк панă.

Чăрăша капăрлатни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Çĕнĕ Çул чăрăшĕ çинчи чăмăр

Уявăн уйрăмлăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕнчен шĕкĕр (Çĕнĕ Йорк, Лондон, Парис, Мускав) тата ытти хуласенче те Çĕнĕ Çул йывăçĕсене паллă лапамсенче е çулçӳревçĕсем пулакан вырăнсенче лартаççĕ.

Çĕнĕ Çул Чăрăш уявĕ вăхăтĕнче ачасемшĕн концерт кăтартаççĕ. Кремльте ачасем вали 1935 çул тĕлнелле пĕрремĕш хут иртернĕ, çавăн чух ĕнтĕ (чиркӳ йăлисене пăсса) официаллă уяв туса хунă. Унчен çак куна «тĕн тĕшмĕшĕ тесе» уявлама чарнă пулнă.

Малтанах патшалăх çĕнĕ çул чăрăш уявне суйласа илнĕ ачасен ушкăнĕшĕн ирттернĕ. Тепĕртакран пĕтĕм Раççейре Çĕнĕ Çул умĕн тата çак уяв хыççăн та (шкул ачисен хĕллехи кану кунĕсенче) ача-пăчасене темĕн тĕрлĕ хаваслă концертсемпе савăнтараççĕ, Хĕл Мучипе Юрпике пĕрле чăрăш тавра чупса выляççĕ, юрлаççĕ, ташлаççĕ, пылаклă парнесем туянаççĕ.

Телекурав эрине куçнă май Çĕнĕ Çул чăрăшĕ тесе уявлă телекăларăмсене калаççĕ.

Çĕнĕ Çул чăрăшĕ тавра ача евĕр пирĕштишсем. 2007

Раштав чăрăшки, экологи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Чăрăшка сутакан вырăн, Сиеттл, Вашингтон шт., АПШ

Раштав уявĕ вăхăтĕнче пĕтĕм тĕнчипе темиçе милион чăрăша тискерле касса хăртаççĕ, çак савăк выляв планетăн экологине пысăк сиен кӳрет. Çавăнпа çакăн пек ĕçĕ-хĕлсене хирĕç çирĕп чараксем лартаççĕ, управ йĕркисене тытса пыраççĕ:

  • Вăрман хуçалăхĕнче ятарласа чăрăшсем лартса çитĕнтереççĕ, раштав, çĕнĕ çул тĕлне касса сутаççĕ;
  • Вăрмансенче чăрăш касма чараççĕ, йĕркене пăснăшăн тӳлев илеççĕ, тĕрмене лартма пултараççĕ.
  • Ятарлă хутсемсĕр чăрăшсене тиесе кайма ирĕк памаççĕ;
  • Чĕрĕ чăрăшсене чӳлмекре, каткара тымарĕпе тăпрапа пĕрле сутаççĕ, кайран вĕсене вăрмана тымарĕпе кайса ларттаççĕ;
  • Ӳнерлĕ чăрăшкасене уявра усă курма, сутма сĕнеççĕ (анчах та çак мел хими енчен сиенлĕ шуланать);
  • Пысăк чăрăш йывăççисене урамсенче лартма ирĕк паманни (çавăн пек чăрăшсем Çĕр çинче сахалансах пыраççĕ) тата ӳнерлĕ чăрăшсене лартнăшăн укçапа тивĕçтерни.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Христос Çурални