Çĕнĕ Çулхи чăрăш

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Çĕнĕ Çул уявĕн капăр чăрăшĕ

Çĕнĕ Çулхи чăрăш, — Раççейре, СНГ патшалăхĕсенче Çĕнĕ Çула уявламашкăн лартакан чăрăш.

Турцире, Анăç Европăра, Çурçĕр Америкăра тата ыттисенче (тĕнчери нумай çĕршывсенче) чăрăш — Раштав уявĕн (Раштав чăрăшĕ) атрибучĕ. Йăла йĕркипе, лăсăллă йывăçа (ытларах енĕпе хыр е чăрăш) гирляндăсемпе, кантăк е пластик теттесемпе, çуртасемпе тата канхветсемпе ерешленĕ. Уяв вăхăтĕнче чăрăша пӳрте е урама лартаççĕ. Чӑвашла Ҫӗнӗ Ҫул чӑрӑшне тата уявне хальхи саманара "ёлка" тесе чӗнеҫҫӗ.

Уявăн кун-çулĕ[тӳрлет]

Çĕнĕ ÇУл чăрăшне илемлетни, XIX ĕмĕрти нимĕç кĕнекинчи капăрлату

Йывăçсене капăрлатасси Египетри фараонсен тапхăрĕнченех килет. Ун чухне унта пальмăсене илемлетнĕ. Пирĕн эрăра Европăра Раштавра чăрăшсене панулмисемпе, чĕртнĕ çуртасемпе капăрлатма пуçланă.

Европăна йывăçсене капăрлатасси Аттил вăхăтĕнче хунсен йăлисенчен, Çĕпĕртен-Тухăçран куçнă.

Пĕр верси тăрăх, пĕрремĕш çĕнĕ çул чăрăшне Селеста хула лапамĕнче Эльзасра 1521 çулта капăрлатнă. Çакăнпа Латви килĕшмест — унти çынсем пĕрремĕш Çĕнĕ Çул чăрăшне Ригăра, Ратуша лапаменче 1510 çулта илемлетсе лартнă теççĕ.

Раççее Çĕнĕ Çула уявлас йăлана Германирен Пётр I илсе килнĕ; Раççейре пĕрремĕш хут çак уява, патша хушăвĕпе, 1700 çулта ирттернĕ. Тĕплĕнех Раштава раштав чăрăшĕпе уявлас йала XIX ĕмĕрĕн варринчен пуçласа çирĕпленсе каять. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче Синод ăна нимĕçсен йăла-йĕрки тесе раштав чăрăшĕпе усă курма чарать.

СССР тапхăрĕнче, 1920-мĕш çулсенче «тĕн тĕшмĕшлĕхĕ» тесе раштав чăрăшне лартма чарнă, 1936 çул умĕнче кăна каллех, анчах урăхлатса Çĕнĕ Çул тĕлне лартса илемлетме, ирĕк панă.

Чăрăша капăрлатни[тӳрлет]

Çĕнĕ Çул чăрăшĕ çинчи чăмăр

Уявăн уйрăмлăхĕсем[тӳрлет]

Тĕнчен шĕкĕр (Çĕнĕ Йорк, Лондон, Парис, Мускав) тата ытти хуласенче те Çĕнĕ Çул йывăçĕсене паллă лапамсенче е çулçӳревçĕсем пулакан вырăнсенче лартаççĕ.

Çĕнĕ Çул Чăрăш уявĕ вăхăтĕнче ачасемшĕн концерт кăтартаççĕ. Кремльте ачасем вали 1935 çул тĕлнелле пĕрремĕш хут иртернĕ, çавăн чух ĕнтĕ (чиркӳ йăлисене пăсса) официаллă уяв туса хунă. Унчен çак куна «тĕн тĕшмĕшĕ тесе» уявлама чарнă пулнă.

Малтанах патшалăх çĕнĕ çул чăрăш уявне суйласа илнĕ ачасен ушкăнĕшĕн ирттернĕ. Тепĕртакран пĕтĕм Раççейре Çĕнĕ Çул умĕн тата çак уяв хыççăн та (шкул ачисен хĕллехи кану кунĕсенче) ача-пăчасене темĕн тĕрлĕ хаваслă концертсемпе савăнтараççĕ, Хĕл Мучипе Юрпике пĕрле чăрăш тавра чупса выляççĕ, юрлаççĕ, ташлаççĕ, пылаклă парнесем туянаççĕ.

Телекурав эрине куçнă май Çĕнĕ Çул чăрăшĕ тесе уявлă телекăларăмсене калаççĕ.

Çĕнĕ Çул чăрăшĕ тавра ача евĕр пирĕштишсем. 2007

Çĕнĕ Çул чăрăшĕ, экологи[тӳрлет]

Чăрăш сутав вырăнĕ, Сиеттл, Вашингтон шт., АПШ

Çĕнĕ Çул уявĕ вăхăтĕнче пĕтĕм тĕнчипе темиçе милион чăрăша тискерле касса хăртаççĕ, çак савăк выляв планетăн экологине пысăк сиен к ӳрет. Çавăнпа çакăн пек ĕçĕ-хĕлсене хирĕç çирĕп чараксем лартаççĕ, управ йĕркисене тытса пыраççĕ:

  • Вăрман хуçалăхĕнче ятарласа чăрăшсем лартса çитĕнтереççĕ, раштав, çĕнĕ çул тĕлне касса сутаççĕ;
  • Вăрмансенче чăрăш касса чараççĕ, йĕркене пăснăшăн тӳлев илеççĕ, тĕрмене лартма пултараççĕ.
  • Ятарлă хутсемсĕр чăрăшсене тиесе кайма ирĕк памаççĕ;
  • Чĕрĕ чăрăшсене чӳлмекре, каткара тымарĕпе тăпрапапĕрле суттаççĕ, кайран вĕсене вăрмана тымарĕпе кайса ларттаççĕ;
  • Искусствăллă чăрăшсене уявра усă курма, сутма сĕнеççĕ (анчах та çак мел хими енчен сиенлĕ шуланать);
  • Пысăк чăрăш йывăççисене урамсенче лартма ирĕк паманни (çавăн пек чăрăшсем Çĕр çинче сахалансах пыраççĕ) тата искусствăллă чăрăшсене лартнăшăн укçапа тивĕçтерни.

Вуламалли[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]

Шаблон:Христос Çурални