Çĕнĕ Чукал

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Çĕнĕ Чукал
Çĕнĕ Чукал
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Шăмăршă районĕ
Ял тăрăхĕ Чукал
Координатсем 54°40′48″ с. ш. 47°11′45″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Никĕсленĕ 1672
Наци йышĕ чăвашсем
Этнохороним çенĕчукалсем, çĕнчукалсем, пулмантăшсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83546
Почтă индексĕ 429185
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 247 860 001
Çĕнĕ Чукал (Раççей)
Точка
Çĕнĕ Чукал (Чăваш Ен)
Точка

Çĕнĕ Чукал, çавăн пекех Пулмантăш та теççĕ (выр. Новые Чукалы), — Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕнчи ял. Чукал ял тăрăхне кĕрет. "Пулмантăш" тесе çавăн пекех ял витĕр юхса выртакан пĕчĕк, анчах тулăх шывлă çырмана та калаççĕ.

Шăмăршăран 35 км, Шупашкартан 187 çм вырнаçнă.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ялта шкул 2007 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ., клуб, "Буратино" ача-пăча сачĕ, ял вулавăшĕ, врач офисĕ, почта уйрăмĕ, ветеринари участокĕ ĕçлет. 2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 454 çын, çав шутра 232 арçын, 222 хĕрарăм пурăннă[2].

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1672 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕнче Сĕве уесĕнчи Янăш ялĕнчи ясаксăр вуннă чăваш Чĕмпĕр воеводине П. И. Хованский патне пуç çапса хут панă:

<Куçару: Вĕсем Сĕве уесĕнче ашшĕсемпе, ытти таванĕсемпе пурăнаççĕ, хыснана ним те тӳлемеççĕ. Вырăнта ытлашши пушă çĕрсем çук, çавăнпа ясак тӳлеме те май çук. Чĕмпĕр уесĕнчи Улатăр вăрманĕ енче унччен Чукал ирçисем пурăннă пуш çĕр пур те, анчах лешсем тĕрлĕ çĕрелле тарса пĕтнипе хайхи çĕрсенчен каллех патшалăх хыснине нимле усă та çук.>

Çĕрсĕр чăвашсем çапла ыйтса çырнă:

<Куçару: Çав пушă выртакан Чукал çĕрĕсенче вырнаçасчĕ те Чĕмпĕрте палăрăнса çав тĕлте патшалăх хыснине тĕрлĕ тупăш тӳлесе пурнасчĕ.>

Прихутри оклад кĕнекинче кăтартнипе, Кивĕ Чукалра 26 мордва (ирçе) килĕ пулнă, вĕсем хыснана 10 тенкĕ, 15 ылтăн 1 тенкĕ тӳлесе тăнă. 1671 çулхи кĕркунне Чĕмпĕрти приказ палатинче çапла палăртнă:


<Куçару: Чукал ялĕ пушă, унта никам та пурăнмасть.>

Патша валли вырнă тырăна авăн çапнă пулнă. Разин пăлхавне хутшаннипе, пулас, ял пушанса юлнă. П. И. Хованский хушнипе Кивĕ Чукал чăвашĕсене çак пушă выртакан çĕрсемпе хуçаланма ирĕк панă, Чĕмпĕре 10 тенкĕ, 15 ылтăн 1 тенкĕ тӳлесе тăма ясак хунă. Çапла кунта Кивĕ Чукал тата Çĕнĕ Чукал чăваш ялĕсем тĕпленеççĕ. Каярах çак çерсенчех вырăссем Вырăс Чукал яла никĕсленĕ [3].

1920 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕччен Пăва уесне, каярах Çӳрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районнĕ, 1921 çулхи утă уйăхĕн 22 хыççăн Патăръел уесне кĕртнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Шăмкай вулăсĕнче шутланнă.

1939 çулхи авăн уйăхĕн 16 Чăваш Енĕн Шăмăршă районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Чăваш Енĕн Патăръел районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтченех Шăмăршă район шутĕнче.

Паллă çынсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чукал ял тăрăхĕн официаллă сайтĕнчи "Паллă ентешсем" пайра çак ятсене кĕртнĕ[4]:

Ку йыш çумне тата çак ятсене хушма пулать.

= Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]