Александров Алексей Геннадьевич
Алексей Александров | |
Пайăр хыпар | |
---|---|
Арлăх: | арçын |
Тулли ят: | Александров Алексей Геннадьевич |
Гражданлăх: | РФ |
Ăстаçăлăх: | шахмат |
Çуралнă вăхăт: | 11 çу 1973 |
Çуралнă вырăн: | ГДР |
Тренер(сем): | Михаил Шерешевский |
Алексей Геннадьевич Александров(1973-мĕш çулта ГДРта çуралнă. Хăшпĕр çăлкуçра Минск тесе те палартаççĕ. — чăвашран тухнă тĕнчери гроссмейстер[1]. Ахăртнех, ун пекки чăвашсем хушшинче урăх çук та пулĕ. Çавăн пекех вăл Беларуç республикин шахмат енĕпе тĕнче шайĕнчи спорт маçтăрĕ. Беларуç республикин чемпионĕ (1989, 1990, 1996, 2007). 1991-мĕш çулта 18 тултарман шахматистсен тĕнери чемпионатĕнче броза медаль çĕнтерсе илнĕ. 1992-мĕш çулта 20 тултарман шахматистсен Европа чемпионатĕнче ылттăн медаль çĕнтерсе илнĕ. Тепĕр çултан (1993) çавнашкал чемпионатрах — бронза медаль. Еаропăн 2000-мĕш çулхи вице-чемпионĕ. Шахматла хăвăрт выляссипе Европа чемпионĕ (Варшава, 2007). 2008-мĕш çулхи çавнашкал чеспионатра — бронза медаль. Беларуç чысне хÿтĕлесе вунă шахмат Олимпиадине (1996, 1998, 2000, 2002, 2004, 2006, 2008, 2014, 2016, 2018), Европăн командăлла пилĕк чемпионатне (1992, 1997, 1999, 2003, 2017) тата Тĕнче Кубокĕн ăмăртăвне (2017) хутшăннă[2]. Санкт-Петербургри Петров мемориалĕн (2000) тата Минскри Inautomarket Open пĕтĕм тĕнчери турнирăн (2005) çĕнтерÿçи[3].
Беларуç гражданинĕ, пурăнасса та унтах пурăнать. Çавăн пекех унăн Раççей (РФ) гражданлăхĕ те пур[4].
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1973-мĕш çулта ГДРта çуралнă. Унта унăн ашшĕ, Геннадий Алексеевич Александров, çарçынни, çар хĕсметĕнче тăнă. Геннадий Александрович — Чăваш республикинчи Елчĕк районĕнчи Тĕмер ялĕнче çуралнă çын. Шахмитистăн амăшĕ те, Луиза Александровна, чăвашах, вăл Елчĕк районĕнчи Курнавăш ялĕнче çуралса ÿснĕ.
Геннадий Алексеевич Александров, полковник, Беларуçри чăвашсен "Атăл" пĕрлĕхне ертсе пырать[5]. Луиза Александровна Александрова — "Атăл" пĕрлĕх çумĕнчи "Хамăр ял" ансамбле çÿрет. Вăл каланинчен[6]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)– В Чувашию нас тянут корни, хотя наше общество объединяет не только уроженцев республики, но и чувашей – выходцев из Прибалтики, Украины, Молдовы, Московской области. Потому и «международное», всего нас в Белоруссии более 2,5 тысячи. Чтобы приехать сюда и иметь возможность пообщаться с соплеменниками на родном языке, вспоминаем его при каждой возможности, учим своих детей. Сами составляем словари, разговорники, передаем друг другу. У нас бабушек (некоторых) чувашскому языку учат внуки…<Куçару: — Чăваш Ене пире тымарсем туртаççĕ, чăннипе вара пĕрлĕх унта çуралнисене çеç мар, ытти тĕлсенчен (Балтиçум, Украина, Молдова, Мускав облаçĕ) кунта килсе вырнаçнă чăвашсене те пĕрлештерсе тăрать. Çавăнпа ятра "тĕнчери" тени пур, Буларуçре эпир менпурĕ 2,5 пин çын. Тĕллевĕ кунта килсе йăхташсемпе тăван чĕлхепе калаçма май тупасси. Тăван чĕлхене кашни кун аса илетпĕр, ачасене вĕрентетпĕр. Хамăрах сăмахсарсем, калаçу кĕнекисем ăсталатпăр, пĕрне-пĕри паратпăр. Хăшпĕр асламăшĕ-кукамăшĕсене мăнукĕсем чăваш чĕлхине верентеççĕ...>
Алексей Александровăн ачалăхĕ Белоруссири Кобрин хулинче иртнĕ. Вăл кунти 4-мĕш номерлĕ шкулта вĕреннĕ.
Шахматпа еплерех кăсăкланма пуçланине çапла аса илет[4]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Вот как начал заниматься шахматами, помню очень хорошо. За меня это решили, можно так сказать. Я учился в Кобрине, в школе № 4. Классная руководительница сказала, что нужно записываться в секции. А их было три: по рисованию, бальным танцам и шахматам. Естественно, все записались. И так получилось, что у меня, что называется, дело начало спориться. Уже через неделю перешел в ДЮСШ.<Куçару: Шахматпа мĕнле аппаланма пуçланине пит аван астăвап. Кăна мансăрах татса пачĕç теме пулать. Эп Кобринра 4№ шкулта вĕренеттĕм, класс ертÿçи кашнийĕнех секцие çырăнмалли пирки пĕлтерчĕ. Вĕсем вара виççĕ: ÿкересси, бал ташшисем тата шахмат. Пурте паллах çырăнчĕç. Манăн секцири ĕçхĕл тÿрех ăнса пыма пуçларĕ. Тепĕр эрнеренех эп ДЮСШна куçрăм.>
Часах унпа Беларуçри чи паллă шахмат тренерĕсенчен пĕри Михаил Шерешевский ĕçлеме пуçлать.
Шахматист 1997-мĕш çулта тĕнчери гросссмейстер пулса тăнă.
Шахмат олимпиадисенчи результатсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çул | Хула | Турнир | + | − | = | Результат | вырăн | Уйрăммăн калани |
---|---|---|---|---|---|---|---|---|
1996 | Ереван | 32-мĕш олимпиада | 4 | 2 | 5 | 6½ , май пурри 11 | ||
1998 | Элиста | 33-мĕш олимпиада | 6 | 1 | 5 | 8½ , май пурри 12 | 3[7] | иккĕмĕш хăма |
2000 | Стамбул | 34-мĕш олимпиада | 4 | 0 | 6 | 7 , май пурри 10 | ||
2002 | Блед | 35-мĕш олимпиада | 4 | 2 | 7 | 7½ , май пурри 13 | ||
2004 | Кальвиа | 36-мĕш олимпиада | 2 | 1 | 9 | 6½ , май пурри 12 | ||
2006 | Турин | 37-мĕш олимпиада | 3 | 4 | 3 | 4½ , май пурри 10 | ||
2008 | Дрезден | 38-мĕш олимпиада | 6 | 1 | 2 | 7 , май пурри 9 | ||
2014 | Тромсё | 41-мĕш олимпиада | ||||||
2016 | Баку | 42-мĕш олимпиада | 3[7] | резерври хăма | ||||
2018 | Батуми | 43-мĕш олимпиада | ||||||
миçе май пурринчен |
Шахматри рейтингĕ еплерех улшăнса пыни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Алексей Александров хутшăннипе тухнă кĕнекесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Александров Алексей Геннадьевич, Давыдюк Степан Иосифович. "Пешки - даром?" Жанр: Развлечения, Спорт Язык: русский Год: 2002 Издатель: Полымя.Город: Минск. ISBN 985-07-0410-1
- Александров А.Г., Давыдюк С.И. Кому служат пешки? Минск: Беларусь. 2005. 72 с. ISBN 985-01-0520-8.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Иевлев Ю. Шахматные таланты Земли Чувашской. 2018 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ. — Шахматы в Чувашии сайтран
- ^ Чемпионаты Республики Беларусь по шахматам 2018 2021 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ. — chessdom портал, Jan 18, 2018
- ^ Александров Алексей Геннадьевич(ĕçлемен каçă) — Литмир, электронла кĕнекесар.
- ^ 1 тата 2 АЛЕКСЕЙ АЛЕКСАНДРОВ Персона Дня - 11.05.2018
- ^ Организации соотечественников за рубежом / Община белорусских чувашей «Атал»(ĕçлемен каçă)
- ^ 2012.06.28 Отклики, мнения, впечатления (Советская Чувашия)(ĕçлемен каçă)
- ^ 1 тата 2 харкамлăхсен ăмăртăвĕнче.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Официальный сайт Международной шахматной федерации (ФИДЕ)
- Шахматы DMOZ-ра
- Крупнейший международный шахматный интернет-портал
- Журнал «64 — Шахматное обозрение»
- Чатранг-Намаг. Объяснение игры в шахматы и изобретение игры в нарды. Перевод с пехлеви и комментарии А.А. Амбарцумяна
- Чӑвашри шкулсенче шахмат выляма вӗрентӗҫ
Çаплах пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шахмат тактики |
||
---|---|---|
Терминсем | ||
Тактика мелĕсем |
Бешеная фигура • Блокировка • Вилка • Вскрытый шах • Иккĕлле шах • Завлечение • Засада • Патшана кăларни • Капкăн • Контрудар • Линейный удар • Арман • Освобождение линии • Освобождение поля • Отвлечение • Пат • Перегрузка • Перекрытие • Подрыв пешечной цепи • Промежуточный ход • Рентген • Связка • Уничтожение защиты • Цугцванг |
Ку шахмат çинчен вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |