Аслă Мускав кнеçлĕхĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Flag of Russia.svg Раççей Раççей кун-çулĕ

Авалхи славянсемруссем IX ĕмĕр
Кейӳ Руçĕ 862—1242
Вырăс кнеçлĕхĕсем XII—XVI:
• Новгород республики 1136—1478
• Улатимĕр кнеçлĕхĕ 1157—1363
• Литва, Вырăс, Жемойта тата урăххисем 1236—1569
Мускав кнеçлĕхĕ 1263—1547
Вырăс патшалăхĕ 1547—1721
Раççей империйĕ 1721—1917
 Раççей республики 1917
• Совет Раççейĕ 1917—1922
• Альтернативлă йĕркелӳсем 1917—1924
Совет Союзĕ 1922—1991
Раççей Федерацийĕ 1991 çултанпа


Ертӳçисем | Хронологи | Экспанси
Пĕрлешĕвĕ: XIV—XVI ĕмĕрсем | 1922
Аркану: XII ĕмĕр | 1917 | 1991

Проект | Портал | Категори

Мускав кнеçлĕхĕ — вăтам ĕмĕрсенчи мускав кнеçĕ тытса тăнă вырăс патшалăхĕ, vалтан Улатимĕр кнеçлĕхĕн çĕрĕ шутланнă, XIV ĕмĕр варринчен пуçласа Улатимĕр хули мускав кнеçĕсен вырăнĕ пулса тăрсан, вăл çурçĕр-тухăç вырăс кнеçлĕхĕсене хăй тавра пĕрлĕ патшалăха пуçтарать.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Кнеçлĕх çурални[тӳрлет]

Пĕрремĕш мускав кнеçĕ Всеволод Мăн Йăва кнеçĕн тăваттăмĕш ывăлĕ — Владимир, вăл 1213 çулта Мускава хăйĕн Юрий пиччĕшĕнчен, улатимĕр кнеçĕнчен туртса илет. 1247—1248 çулсенче Мускава Михаил Ярославич Хоробрит тытса тăрать (çак факта пур çĕрте те асăнман, çавăнпа та тавлашуллă шутланать). Вăл вилнĕ хыççăн кнеçлĕх каллех Улатимĕр шутне кĕрет.

Александр Невский халалĕпе Мускава унăн кĕçĕн ывăлне — Даниил Александровича панă, кайрантанпа унăн несĕлĕсем кнеçсем пулнă. 1330-мĕш1480-мĕш çулсенче мускав кнеçĕсем — хан аслă кнеç ярлыкĕпе кнеçлĕхе тытса пынă. Малашне мускав кнеçлĕхĕн çĕрĕ саралса пынă, влаç пĕр çĕре чăмăртанса пынă май XV ĕмĕрĕн вĕçнелле Мускав пĕрлĕ Вырăс патшалăхĕн тĕпĕ пулса тăрать.

Мускав кнеçлĕх территорийĕ[тӳрлет]

Мускав кнеçлĕхĕ 1300—1462 çç.

Ылтăн Уртапа хутшăнни[тӳрлет]

Мускав кнеçлĕхĕн йĕркелĕвĕ[тӳрлет]

Сутă-илӳ классне çĕр гостиные тата суконные çине пайланă. Хуларисен аялти разрячĕ — вак сутăçсемпе ремесленниксем; вĕсем çинче кнеçпе унăн наместникĕсене парăмлă — хура халăх вырнаçнă. Хура халăх шутне çер ĕçтĕшĕсем те кĕнĕ.

Хура халăх йышăннă çĕрсен хуçисем е харпăрçăсен, е мăнастăрьсен шутланнă. Хура çĕр çинчи çĕр ĕçтĕшĕсем кнеçпе унăн тиунĕсене тӳррĕн пăхăнса тăнă; ытти разрядсем хăйсен хуçисене оброк тӳленĕ, патшалăхшăн ĕçленĕ. Ирĕкле çĕр ĕçтĕшĕсемпе юнашар çурма ирĕклĕ кабал холоплăхĕ вырнаçнă пулнă. Хăй тĕллĕ кнеçлĕхсем Мускав çумне хутшăнса пынă çем çĕнĕ администрации пайланăвĕ — хула шутне кĕрекен уес, тепĕр сăмахпа тăрăх; уесĕн пайĕсене халĕ вулăс теççĕ. Хуласенче наместниксене, вулăссенче — вуластĕлсене лартнă.

Хăш чухне вулăссене пайланисĕр пуçне, стансене уйăрни те тĕл пулать. Вече Мускав кнеçлĕхĕнче пулман; памятниксемпе вулăстĕлсем алинче пĕтĕм тытăмпа тӳрелĕх. Хулапа ял общинисенче суйланă соцкий тата староста пулнă, вĕсем укçа-тенкĕпе администрации ĕçесене туса пынă. Вĕсем халăх пухăвĕсене ирттернĕ. Парăмсемпе ĕçлевсем çаксем пулнă: дань тата ям — кнеç хыснине кашни килтен, çĕртен, промăçран укçа е япала пуçтарнă; корм — кнеç чиновникĕсене тăрантарма; хула ĕçĕ — карман хӳтлĕхне тăвас парăм ĕç; мостовщина — кĕпер тăвасси. Парăмсемпе ĕслевсене обжапа виçнĕ; виçĕ обжа пĕр сухапа танлашнă.

Иван III тапхăрĕнче новгород вулăсĕсенчен пĕр суха пуçĕнчен çур гривна пуçтарнă пулнă. Ясак илмелли урăх япаласене сухапа танлаштарнă: сухапа сăран катака, сутă-илӳ лавкки тан пулнă. Çутçанталăк парăмĕсене хăш чухне укçалла та панă. Халăхран ясак хырасси Иван III тăрăмлăхĕнчен маларах тутар парăмĕ чухле ӳснĕ. Урта хăйĕн ясакне пуçтарма мускав кнеçĕсене ирĕк пани юлашкисемшĕн питĕ тупăçлă шутланнă.

Кнеçсем тăтăшах çак тупăшсене хĕстерсе юлнă, хăш чухне кирлинчен ытларах пуçтарнă. Çакна пула вĕсен яланах ытлашши укçа пулнă, çавăнпа та вĕсем урăх кнеçсен çĕрĕсене тучнма пултарнă. Çаплах чылай пурлăх таможньăпа сутă-илӳ ясакĕсем кӳнĕ: мыт — заставăсемпе çулсен пошлинисем; çыран хĕрри — карап çыран çумне тăнăшăн; костки — сутăçсенчен; явка — таварсенчен тата сутă-илĕве килнĕ çынсенчен; хăнашăн — тавара хăна кил картинче вырнаçтарнăшăн; тамга — тавара сутнăшăн пошлина; осмничее, померное, весчее, пятно, роговое, навоженные венцы — мăшăрланакансенчен. Иосафат Барбара кăтартнипе Иван III пылпа сăра пĕçерес тата хăмлапа усă курассине хăй алне илнĕ («Библиотека иностранных писателей о России», стр. 59).

Вуламалли[тӳрлет]

  • В. И. Сергеевич, «Лекции, исследования и заметки по истории русского права»
  • В. И. Сергеевич, «Русские юридические древности»
  • М. Ф. Владимирский-Буданов, «Обзор истории русского права»
  • Н. Станкевич, «О причинах постепенного возвышения Москвы» («Учен. Зап. Моск. Унив.», 1834);
  • В. Вешняков, «О причинах возвышения М. княжества» (СПб., 1851);
  • С. М. Соловьев, «Взгляд на историю установления госуд. порядка в России до Петра Вел.» («Сочинения», СПб., 1882);
  • Н. И. Костомаров, «Начало единодержавия в России» («Монографии», т. XII и «Вест. Европы», 1870 г., 11 и 12);
  • П. В. Полежаев, «М. княжество в первой половине XIV в.» (СПб., 1878);
  • И. Е. Забелин, «Взгляд на развитие М. единодержавия» («Истор. Вест.», 1881, №№ 2, 3 и 4);
  • Д.Я. Самоквасов, «Главнейшие моменты в госуд. развитии древней Руси и происхождение М. государства» («Варшавские Унив. Известия», 1886, №№ 1 — 3);
  • Д.Я. Самоквасов, «Происхождение М. государства» (там же, 1886, № 3);
  • М. А. Дьяконов, «Власть М. государей» (1889); Градовский, «История местного управления в России» (СПб., 1868);
  • В. О. Ключевский, «Боярская дума древней Руси» (М., 1882);
  • Н. П. Загоскин, «Очерки организации и происхождения служилого сословия в допетровской Руси» (Казань, 1876).

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]