Ветлуга (юханшыв)
| Ветлуга (юханшыв) | |
|---|---|
Ветлуга шывĕ |
|
| Пахалăхĕ | |
| Вăрăммăш | 889 çм |
| Бассейн лаптăкĕ | 39 400 çм² |
| Шыв вăрри | Атăл |
| Вырнаçăвĕ | |
| Юхав территори | Киров, Кострома облаçĕ, Чулхула облаçĕ, Мари Эл |
Ветлуга (Çармăсла Вӱтла) — Раççейĕн тĕп пайĕ тăрăх юхакан юханшыв, Атăл юппи. Юханшыв Киров, Кострома, Чулхула облаçĕсем тата Мари Эл республики тăрăх юхать.
Юханшыв тăршшĕ 889 çухрăм, бассейн лаптăкĕ — 39 400 çх2. Атăла юхса кĕнĕ вырăнта пĕр çеккунтра 255 м3 шыв юхать.
Ытларах енĕпе юр шывĕпе тулать. Чӳк уйăхĕн пуçламăшĕнче пăрланса ларать те ака уйăхĕнче пăртан тасалать.
[тӳрлет] Тавралăхĕ
Юханшывăн сулахай çыранĕ çӳллĕ мар, сылтăмми вара чăнкă, 100 метр тарана çитет. Хăвăртлăхĕ пĕчĕк, кив çулĕсенчен юлнă шыв кӳлленчĕкĕсем нумай.
[тӳрлет] Юпписем
Юханшывăн юпписем нумай. Чи пысăккисем: Нея, Мăн Какша, Уста, Юранкă (выр. Юронга) — сулахайисем; Вохма, Люнда — сылтăм юпписем.
[тӳрлет] Ял-хуласем
Юханшыв хĕрринче Шарьйăпа Ветлуга ятлă хуласем, Варнавино, Ветлужски, Хĕрлĕ Бак, Воскресенски хула евĕрлĕ посёлоксем вырнаçнă. Шупашкар шывуправне юхса кĕнĕ вырăнта Юрино хула евĕрлĕ посёлок ларать.