Контент патне куҫ

Вутлан Иван Дмитриевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Иван Вутлан
Çуралнă чухнехи ят: Иван Дмитриевич Тимофеев
Çуралнă вăхăт: 1940, юпа, 1
Çуралнă вырăн: Мăн Уса ялĕ, Уса районĕ, Перĕм облаçĕ
Вилнĕ вăхăт: 2016, нарăс, 20
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Республики
Гражданлăх: ССРП РФ
Ĕçлев тĕсĕ: проза
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс

Вутлан Иван Дмитриевич (ç.ч. хушамачĕ Тимофеев, 1940, юпа, 1 Перĕм облаçĕ, Мăн Уса районĕ (халĕ Перĕм Ен, Куеда районĕ) Мăн Уса сали2016, нарăс, 20, Шупашкар, Чăваш Республики) — чăваш прозăçи[1][2][3].

Раççей Федерацийĕн çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1987), Чăваш Республикин культурӑн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1992).

«Çарти хастарлăхшăн» тата «Çапăçури паттăрлăхшăн», «В. И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май» медальсемпе палăртнă.

1940 çулхи юпа уйăхĕн 1 Перĕм облаçĕн Мăн Уса районĕн (халĕ Перĕм Енĕн Куеда районĕ) Мăн Уса салинче çуралнă.

Ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ Чӑваш Республикинчи Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Пайкилт ялӗнче иртнӗ.

Чăваш педагогика институчĕн ют чĕлхесен факультетне вĕренсе тухнă. 1962 ҫулта ӑна Совет Ҫарне илнӗ. Хӑйӗн интернационалла тивӗҫне ҫав вӑхӑтри чи хӗрӳ вырӑнсенче, Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫӗнчи ҫӗршывсенче (Икĕпатра, Йеменре, Алжирта, Сирире) пурнӑҫланӑ. Ӑна «Ҫарти хастарлӑхшӑн», «Ҫапӑҫури паттӑрлӑхшӑн» медальсемпе чысланӑ. 10 ҫул хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн Шупашкара таврӑннӑ.

Учительте, шкул директорӗнче, республика правительствинчи тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ.

1987-2005 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ пулса ĕçленĕ.

2016 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ [4][5][6]

Чăвашла пичетленсе тухна кĕнекисем:

  • «Асамат кĕперĕ» (1982);
  • «Çул пĕрре» (1987);
  • «Ытла та вăрттăн юрату» (1997, 2002);

Вырăсла пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «На берегу чужом» (Ют çыран çинче, 1990);
  • «Миссия на Востоке» (Хĕвел тухăçри мисси, 1997);
  • «Российская пыль на морщинах пирамид» (Пирамидăсен карчĕсем çинчи Раççей тусанĕ, 1996).

Пушкăртла пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «На дальних берегах» (Инçет çырансем çинче, 1996)
  • Артемьев, А. Интернационал туртăмĕ / А. Артемьев // Ялав. – 1990. – № 10. – С. 13.
  • Иван Вутлан : [çыравçăн биографийĕ] // Çилçунат. – 1998. – № 7–9. – С. 11.
  • Станьял, В. Ют çырансен асамачĕ/ В. Станьял // Коммунизм ялавĕ. – 1990. – 30 сент.
  • Тимофеев–Вутлан, И. Д. “Кĕнеке те пулĕ çĕршыв мулĕ” / И. Д. Тимофеев–Вутлан ; М. Арланов калаçнă // Хыпар. – 2003. – 26 нарăс.
  • Тимофеев–Вутлан, И. Чăвашлăха упраса хăварассишĕн чăвашăнах тăрăшмалла / И. Тимофеев–Вутлан ; У. Алексеев калаçнă // Тантăш. – 1997. – 24 кăрлач.
  • Алексин, В. Спецтост в честь юбиляра / В. Алексин // Совет. Чувашия. – 2000. – 5 окт.
  • Вутлан, И. “Моя главная книга пока еще в замыслах” / И. Вутлан ; записал А. Лещинский // Совет. Чувашия. – 2001. – 19 янв.
  • Лещинский, А. Незабываемые встречи на родной земле / А. Лещинский // Цивил. вестн. – 2000. – Дек. (№104). – (Земляки; № 5).
  • Снегина, В. Военный переводчик Вутлан стал писателем, чтобы выжить / В. Снегина // СЧ – Столица. – 1998. – 9–16 сент. (№ 70). – С. 15.
  • Тимофеев (Вутлан), И. Миссия в Чувашии / И. Тимофеев ; записал А. Михайлов // МК в Чебоксарах. – 1999. – 21-28 окт. (№ 42). – С. 16.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]