Олимп вăййисем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Олимп вăййисем - чи паллă,чи анлă пĕтĕм тĕнчери спорт ăмăрту.

Авалхи Олимп вăййисем[тӳрлет | править вики-текст]

Аваллхи Олимп вăййисем 776 до н.э - 393 п.э çyлсем хушинче Олимп хулинче иртернĕ.Пĕтĕмпе 293 хут авалхи Олимп вăййисем иртернĕ.

Хальхи Олимп вăййисем[тӳрлет | править вики-текст]

Пьер де Кубертен

1894 çулта Тĕнчери спорт Пухăвĕнче франци вĕрентӳçи Пьер де Кубертен авалхи грексен Олимп вăййисене чĕртес шухăш пирки сăмахланă.

Çĕнĕ олимп вăййисен Йĕркине çырса 1894 çулта Тĕнчери олимп комитетне (ТОК) никĕсленĕ.

Çуллахи Олимп вăййисем[тӳрлет | править вики-текст]

Çуллахи спорт тĕсĕсемпе ăмăрту кашни тăватă çул иртсен пулаççĕ. 1894 çултан 27 Çуллахи Олимп вăййисем ирттернĕ. Виçĕ хут (1914,1940,1944) Тĕнче вăрçă пулнипе Олимпиада Вăййисем ирттермен.

Хĕллехи Олимп вăййисем[тӳрлет | править вики-текст]

Хĕллехи Олимп вăййисем 1924 çултан иртме пуçланă.Пĕрремĕш вăййĕ Шамони хулара (Франци) иртернĕ.

Олимп паллисем[тӳрлет | править вики-текст]

Йыхрав[тӳрлет | править вики-текст]

Олимп вăййисен официаллă йыхравĕ:"Хăвăртрах, çӳллĕрех, вăйлăрах" (лат. Citius,Altius,Fortius).

Символ[тӳрлет | править вики-текст]

Олимп вăййисен символĕ - пилĕк тĕрлĕ тĕслĕ ункăсем. Кашни ункă пĕр континент палăртатать:Европа (сенкер ункă),Ази (сарă ункă),Африка (хура ункă),Америка (хĕрлĕ ункă) тата Австрали (ешĕл ункă).

Ялав[тӳрлет | править вики-текст]

Olympic flag.svg

Олимп вăййисем ялавĕ шурă тĕслĕ. Варринче Олимп гербĕ - пилĕк ункă вырнаçтарнă. Олимп ялавĕ пĕрремĕш хут 1924 çулта усă курнă.

Тата пăхăр[тӳрлет | править вики-текст]

Каçăсем[тӳрлет | править вики-текст]