Пĕр кăмăллăх (профпĕрлĕх)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Пĕр кăмăллăх пăхăр.

Пĕр кăмăллăх (пол. Solidarność, тулли ячĕ Ирĕклĕ хăй тытăмлă профпĕрлĕх «Пĕр кăмăллăх», пол. Niezależny Samorządny Związek Zawodowy «Solidarność») — 1980 çулта Лех Валеса Гданьскри Ленин ячĕллĕ судоверфĕнче йĕркеленĕ Польша профпĕрлĕхĕсен пĕрлешĕвĕ.

«Пĕр кăмăллăх» 1989 çулти суйлавра çĕнтернипе социаллă лагерь юн тăкмасăрах арканса каять.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1980-мĕш çулсенче экономикăри йывăрлăхсене пула коммунистсене хирĕçле этем пĕрлешĕвĕ чылай çынна пухать, унăн шутне политикăри тĕрлĕ вăйсем — католици клерикалĕсенчен пуçласа сулахай ушкăнĕсем таран — кĕреççĕ. Правительство 1981 çулхи раштав уйăхĕнче патшалăхра кĕртнĕ вăрçă лару-тарăвĕн тапхăрĕнче профсоюза тата унăн майлисене çĕмĕрет, репрессисенче, тĕрлĕ хаклавсемпе, 15 çынран пуçласа 20 çынна çити пĕтне. Çапах та партипе çар оппозицине çĕнтереймест, сакăрвуннăмĕш çулсен вĕçĕнче патшалăх ертӳлĕхĕ социаллă лагерь арканнă чухне «Пĕркăмăллăхпа» тата оппозицин урăх ушкăнĕсемпе «Çавра сĕтел» канашлăва йĕркелет. Çак калаçусем хыççăн Польшăра 1989 çулта, тупсăмĕпе демократиллĕ, анчах та хăшпĕр çитменлĕхсемпе суйлав иртет — парламентра коммунистсен партийĕ чылайрахăш фракцине пуçтарать. Суйлава «Пĕркăмăллăх» çав тери ăнăçлă ирттерсе çурла вĕçнелле правительство коалицине йĕркелет. 1989 ç. раштавра «Пĕркăмăллăх» ертӳçи Лех Валенсăна Польша президентом пулса тăрать.

1989 ç. хыççăн Пĕркăмăллăх хăйĕн тĕп, профсоюз ĕçлĕхне, таврăнать, анчах та 1996 ç. унăн хастаррисем политика пĕрлешĕвне — «Пĕркăмăллăхăн суйлав умĕн акцине» йĕркелеççĕ, вăл вара 1997 ç. парламент суйлавĕнче çĕнтерет. Çапах та, 2001 ç. суйлавра «Пĕркăмăллăхăн суйлав умĕн акцийĕ» суйлавра çав тери пысăк çухату тӳçсе политика сценинчен тухса ӳкет.

«Пĕркăмăллăх» ĕçĕ-хĕлĕ Польшăн çеç мар, мĕнпур хĕвел тухăç блокĕнчи патшалăхсен кун-çулне пăрса ярать, мĕншĕн тесен вăл социаллă патшалăхсенче массăллă коммунистсене хирĕçле пĕрлешӳсене пуçарать.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]