Контент патне куҫ

Павлова Надежда Васильевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Павлова хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Надежда Павлова
Надежда Васильевна Павлова
Çуралнă чухнехи ят Надежда Васильевна Павлова
Çуралнă вăхăт 1956, çу, 15
Çуралнă вырăн Шупашкар, Чăваш Ен, РСФСР, ССРП
Гражданлăх ССРП РФ
Пăхăнулăх
Альма-матер
Ĕçе илекен
Ашшĕ Василий Павлович
Амăшĕ Мария Ильинична
Упăшки Константин Павлович
Чыславсемпе парнесем
«Хисеп палли» орден
СССР халăх артисчĕ РСФСР халăх артисчĕ РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ премия Ленинского комсомола

Надежда Васильевна Павлова (15.5.1956, Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП çур.) — совет/раççей балерини, педагог, профессор, ССРП халăх артисчĕ (1984). Чăваш халăх артисчĕ. Ленин комсомолĕн премин лауреачĕ[1][2].

Халĕ Мускавра пурăнать.

1956 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта çуралнă. Ашшĕ, Василий Павлович, хулари пĕрремĕш пульниццари рентгенотехник, амăшĕ, Мария Ильинична, 8-мĕш номерлĕ ача садĕнчи витеревçĕ[3]. Иккĕшĕ те - чăвашсем. Килйыш Дегтярёв урамĕнче пурăннă[4]. Надежда хулари 2-мĕш номерлĕ шкулта вĕреннĕ.

Надежда Павлова ачаранах ташă килĕшнĕ, 7 çултанпа Пионерсен çурчĕн хореографи кĕтесĕнче пултарулăхне ӳстернĕ. 1966 çулта ăна Пермь хореографи училищинчен Шупашкара пултаруллă ачасене суйлама пынă вĕрентекенĕсем асăрханă, Перĕм хулине вĕренме чĕннĕ][5]

Надьăн ачалăхĕ Атăл çинче, вĕренӳ çулĕсем Чулман Атăл çумĕнче иртнĕ. Çиччĕ çул хушши: 2 - 8-мĕш классенче - вăл Людмила Павловна Сахарова вĕрентӳçĕ патĕнче ăсталăха илнĕ. 2-мĕш классранах Надя концертсене хутшăнать. Номерĕсене ун валли М. Газиев ӳнерлесе лартать - "Девочка и эхо", "Маленькая балерина", "Озорница", ачасен спектаклĕсенчи сăнарсене мĕнпуррине пурне те вĕренсе оперăпа балет театăрĕнче ташлать. Куравçăсен асăмĕнче "Коппелири" Пукане, "Дон Кихотри" Амурчик, "Çăвăракан чиперккери" Красная шапочка санарĕсем яланлăхах упранса юлаççĕ.

1970 çулта Пермь театрĕ Мускав гастролĕсем хыççăн çамрăк балеринăна "Театр" журналта палăртнă.

15 çулта Надежда Павлова Пĕтĕм Союзри балетмейстерсемпе балет артисчĕсен ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăна çĕнсе илет.

1973 çулта Мускавра Тĕнчери балет артисчĕсен II-мĕш ăмăртăвĕнче Гран-прине тивĕçет. Ку вăхăтра Надежда Павлова хамăр çĕршывра та, ют çĕрсенче те - Италире, Японире, Китайра, Австрире, Германире, Францире тата АПШ-ра - гастрольсенче нумай ĕçлет, пăхакансене çăмăл ташшипе илĕртет.

Майя Плисецкая ун пирки питĕ ăшшăн "Вăл ытла та илемлĕ" тесе палăртнă. Надежда Павловăн пурнăçĕ пĕтĕмлех балетпа, ташăпа çыхăннă. Унăн юратнă композиторĕ - Пётр Чайковский.

1975 çулхи авăн уйăхĕнче Надежда Павлова хăйĕн иккĕмĕш килĕн — Большой театрăн — солисчĕ пулса уçнă.

Асаф Мессерер класĕнче Марина Семенова ертсе пынипе хăйĕн ăсталăхне ӳстерсе, Надежда Павлова Большой театрта классика ташине çӳлти шая хăпартать, унăн ӳнер пултарулăхĕнче драма тĕввисем хунавланаççĕ.

1983 çулта Надежда Павлова хăйĕн репертуарне М. Бежар тата Д. Баланчин миниатюрисем, паянкунхи хореографовсен опусĕсене кĕртет. Балерина Большой театăрăн паллă солисчĕсемпе - Вячеслав Гордеевпа, Александр Богатыревпа и Валерий Анисимовпа, каярахпа Алексей Фадеечевпа, Юрий Васюченкопа, Ирек Мухамедовпа - ĕçлет.

1986/87 çулсенче Надежда Павлова "Камерный балетпа" пĕрле С. Власов çĕнетсе хатерленĕ М. Фокинăн "Синкер сухал" балетĕнче Флоретта камичĕн партине тата Пысăк театăрăн спектаклĕнче Одетта-Одиллия драмăллă партине ташласа хăйĕн тĕрлĕтĕслĕ пултарулăхне кăтартать.

1992 - 1994 çулсенче Надежда Павлова - Надежда Павловăн балет театăрĕн, 1995 çултанпа - Ренессанс-балет театăрĕн пултаруллăх ертӳçи. 1995 çулта Люксембургри, 1996 çулта Гонконгри Тĕнчери балет артисчĕсен ăмăртăвĕсен жюри ĕçĕсене хутшăннă. ГИТИС балетмейстерсен уйрăмĕнче вĕренсе тухса педагог-репетитор пулса, Францинче, Германире, Японире, Финляндире ăстаçă класĕсене ирттерет. 1999 çулта Надежда Павлова Вашингтонра Раççей культура тĕпне уçнă çĕрте хутшăнать.

Халĕ Надежда Павлова классикăпа паянкунхи хореографипе усă курать тата Раççей театр ӳнерĕн академинче (РТӲА) вăй хурать, Пысăк театр артисчĕсене классика репертуарне вĕрентет.

Пултарулăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вунçиччĕри Надя Павлова Н. Боярчиковăн "Ромеопа Джульетта" спектаклĕнче Джульетта пулса, "Жизель" (Б. Щербинин редакциленĕ) балетĕнче Жизель сăнарне уçса ташланă.

Балеринăн çичĕ çул хушшинче хатĕрлесе театрăн репертуарĕнче кăтартнă паллă сăнарĕсем: Мари - "Щелкунчик" (Ю. Григорович), Геро - В. Боккадоро çырнă "Любовью за любовь" , Китри - "Дон Кихот" (Р. Захаров редакципе), Фригия - "Спартак" (Ю. Григорович реж.), Эола - "Икар" (В. Васильев реж.), принцесса Флорина тата Аврора - "Спящяя красавица" (Ю. Григорович ред.), Валентина - "Ангара" (Ю. Григорович), Принцесса - "Деревянный принц" (А. Петров), Сильфида - "Шопениана" (М. Фокин).

Надежда Павлова совет-америка "Синкер вĕçен кайăк" фильмĕн (Дж. Кьюкор реж.) тата "Сицили хӳтĕленĕвĕ" детективлă кинолентăра (реж. - В. Грахов) тĕп ролĕсене вылянă. Н. Павловăн ташшине "Асаф Мессерер" (1981, реж. Ф. Слидовкер), "Дочери Отчизны" (1976, реж. Н. Орлов) документлă фильмсенче, "Дон Кихот" телеверсиллĕ балетĕнче (1978, реж. Е. Мачерет) тата Ф. Слидовкерăн Лист кĕвĕçĕ çырнă "Поэмы" телефильм-балетра (1981) курма пулать.

Ытти хыпарсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Балеринăн ашшĕ Василий Павлович — Чăваш республикинчи Шĕнер Ишек ялĕнчен тухнă. Халĕ çак ялта Василий Павловичпа пĕр тăван çынсем — Андрей Павлович тата Ульяна Павловна пурăнаççĕ[6].

Н. Павлова çинчен ӳнерленĕ ĕçсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Балерина çинчен кăларнă кинофильмсем: "Танцует Надя Павлова" (1973, В. Баранов реж.), "Джульетта" (1974, Б. Галантер реж.), "Дуэт молодых" (1977, В. Граве реж.), "Надежда Павлова" (1992, С. Конончук реж.).

Тĕрлĕ вăхăтра Надежда Павлова сăнарĕсене Игорь Васильев, Любовь Лондон скульпторсем тата Евгений Широков, Илья Глазунов, Валерий Косоруков ӳнерçĕсем çырнă.

  • ССРП халăх артисчĕ (1984)
  • Чăваш халăх артисчĕ
  • Ленин комсомол парни лауреачĕ,
  • Пĕтĕм Союзри тата тĕнчери ăмăртусен тата фестивальсен лауреачĕ
  • Раççей театр ӳнер академи профессорĕ
  • Хисеп Палли орденĕ.
  • 1999 çулта ăна Донецкра "Тĕнчери балет Çăлтăрĕсем" лауреачĕ ятпа тивĕçтернĕ.
  • A. Demidov, The Russian ballet: past & present. N.Y., 1977; L., 1982;
  • S. Montague, The ballerina, N.Y., 1980.
  • С. Коробков, "Путь в большой балет. Семь уроков в Пермском хореографическом училище". - Пермь, 1989;
  • М. Железкова, "Надежда Павлова"
  • J. Gregory Giselle immortal: the story of Giselle as performed by Nadia Pavlova and Yuri Soloviev" (Лондон, 1982).
  • Фотоальбом "Танцует Надежда Павлова" с текстом А. Авдеенко (Пермь, 1986)
  • Э. Бочарникова, Г. Иноземцева, "Тем, кто любит балет". М., 1988;
  • А. Мессерер, "Танец. Мысль. Время", М., 1990.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]