Контент патне куҫ

Паранька районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Параньга районĕ ҫинчен куҫарнӑ)
Паранькă районĕ
çаран мари Параньга кундем
выр. Параньгинский район
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалăх РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Мари Эл Мари Эл
Администраци центрĕ Паранькă хеп
Йĕркеленĕ вăхăт 1943
Район администрацин пуçлăхĕ Ибраев Алфит Габдулхакович[3]
Муниципалитет пуçлăхĕ, депутатсен Пухăвĕн председателĕ Михеева Любовь Леонидовна[4]
Официаллă чĕлхе вырăс, мари
Пурăнан халăх (2016)
14 721
(9,83 %)
Йышлăх 24,03 çын/çм²
Наци йышĕ тутарсем - 47,74%; марисем - 43,45%; вырăссем - 8,11%
Конфесси йышĕ христиансем, мăсăльмансем
Лаптăк 791,66[5] çм² (14-мĕш вырăн)
Паранькă районĕ карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ

MSK (UTC+3)

Телефон кочĕ +7 83632
Сайчĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Марий Эл республики

Паранькă райо́нĕ (çаран мари Параньга кундем[6], тут. Бәрәңге районы, выр. Параньгинский район) — Мари Эле (РФ) кĕрекен администрациллĕ-территориллĕ виçе тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район). Мари Элĕн тухăç енче вырнаçнă.

Администраци центрĕ — хула евĕр посёлок Паранькă.

Район çурçĕрте республикăн Çернур, тухăçра — Мари Турек, кăнтăрта — Моркă тата анăçра — Куçенер районĕсемпе чикĕ тытать.

Районăн лаптăкĕ — 820 çм² е 82 000 га.

Район Атăл-Вяткă шывуйрăлавĕн кăнтăр тайлăмĕсенче, Илетĕн çӳлти юхăмĕсенче вырнаçнă.

Районăн хуçалăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çутçанталăк управĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шыв пуянлахĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Районăн çурçĕрĕнче çурçĕр-тухăçалла Буй (Вяткăн сылтăм юппи) юхать, ăна Сереньга, Ляжмаринка пĕчĕк шывсем юхса кĕреççĕ. Пĕтĕм Паранькă çĕрĕсем тăрăх кăнтăр-тухăç еннелле Ноля (Уржумкăн сулахай юппи). Нольăна чылай пĕчĕк шывсем юхса кĕреççĕ: Кочан энер, Йошкарэнер, Ильмовка, Койла, Токсубайка, Кошпайка, Купайка, Çӳлти Лаж, Ирсолька, Олорка, Ольминка, Тектенер, Тошкемнурка. Илеть (Атăлăн сулахай юппи) кăнтăр-анăç тĕлнелле чупать. Çăлкуçĕ — Паранькă районĕн çурçĕр çĕрĕнче. Юханшыв сылтăм юпписен шывĕсемпе тулать: Ольминка, Омшанка, Параньгинка, Ировка с притоками Унжа и Купшерка. Районăн кăнтăр енче Унжинка (Шорăн сылтăм юппи) юхма тытăнать.

Культурăпа çутĕç

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Паранькă педагогика техникумĕ
  • СПТУ-28

Халăх йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2005 çулхи кăрлач, 1 тĕлне районта 17.6 пин çын пурăннă.

Халăх çырăвĕ 1989 тăрăх тутарсен шучĕ — 47,6 %, марисен — 41,6 %, вырассен — 10,2 %, ыттисен — 0,6 %.

XVIII ĕмĕрĕн пĕрремĕш пайĕнче хальхи Паранькă районĕн территоринче 20 пурăну вырăнĕ шутланнă. 1719 çултанпа вĕсен пĕр пайĕ Уржум уесĕн администрацийĕ шутĕнче, ыттисем Хусан кĕпернин Хусан уесне хушнă. 1779–1782 çулсенче ялĕсем Вяткă наместничествин Уржум тата Царевосанчур уесĕсене кĕнĕ. XIX ĕмĕрте район ялĕсене Ирмучаш, Турек, Масар районĕсене çырса хунă, кайран Вяткă кĕпернин Уржум уесĕн Косолапов вулăсне кĕртнĕ. Паранькă районне тутар халăхĕыйтнипе патшалăхри çĕнĕ наци политикипе, ВЦИК Президиумĕн 1931 çулхи ака, 30 Йышăнăвне пурнăçласа туса хунă. 1932 çулхи утă, 8 Тутар районĕ ятла пулнă. Кунта ун чух тутарсем — 63,3 %, вырăссем — 21,2 %, марисем — 15,3 % пурăннă. 1962 çулхи раштавра Паранькă районне пĕтерсе янă, пурăну вырăнĕсем Мари Турек район шутне кĕнĕ. 1965 çулхи кăрлачра района каллех çĕнĕрен йĕркеленĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ ОКТМО (рус.)
  2. ^ Численность постоянного населения Российской Федерации по муниципальным образованиям на 1 января 2023 года (с учётом итогов Всероссийской п (рус.)Росстат, 2023.
  3. ^ Главы администраций муниципальных образований республики Марий Эл
  4. ^ Руководство.
  5. ^ Марий Эл. Общая площадь земель муниципального образования
  6. ^ Перечень наименований населенных пунктов Республики Марий Эл на государственных языках Республики Марий Эл 2015 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.. Министерство культуры, печати и по делам национальностей Республики Марий Эл, комиссия по государственным языкам Республики Марий Эл, Марийский научно-исследовательский институт языка, литературы и истории им. В.М. Васильева.