Йошкар-Ола
| Йошкар-Ола | |
| Хула гербĕ |
|
| Патшалăх: | Раççей |
|---|---|
| Регион: | Мари Эл |
| Никĕсленĕ: | 1584 |
| Хула, çултан: | 1781 |
| Халăх йышĕ, пин çын: | 253,4 (2005) |
| Хула лаптăкĕ: | км2 |
| Геогр. широти: | 56°38′ ç. ш. |
| Геогр. долготи: | 47°52′ х.т. д. |
Йошкар-Ола (çармăсла - Царла, Чарла, Цар-Ола, чăвашла куçарсан "Хĕрлĕ е хитре хула"), — Мари Эл республикин тĕп хули. Хула Кĕçĕн Какшан юханшыв хĕрринче вырнаçнă.
1584 çулта никĕсленĕ, пĕтĕм лаптăкĕ 11 176 га танлашать. Администраци пуçлăх вырăнне Войнов Олег Павлович йышăнать.
Тупмалли |
[тӳрлет] Халăхĕ
Хулара 248,6 пин çын пурăнать. Вĕсенчен вырăссем — 67,7%, марисем — 24%, тутарсем — 4,3%, 4% — урăх халăх çыннисем. Ӗçлекен çынсен шучĕ 178,8 пин çынпа танлашать.
[тӳрлет] Хуçалăхĕ
Хулара автобуссем, троллейбуссем çӳреççĕ, чугун çул вокзалĕ пур. Троллейбус маршучĕсен пĕтĕмĕшлĕ тăршшĕ 222,9 çухрăм, автобуссен — 151,1 çухрăм.
[тӳрлет] Çутĕç
Пĕтĕмпе хулара 39 шкул, лицей тата гимнази пур, вĕсенче пĕтĕмпе 40 пинрен ытла вĕренекен. Çавăн пекех 5 культура керменĕ, 5 театр, 3 кинотеатр, 3 пысăк музей, 7 ача-пăча ӳнер шкулĕ, 2 ача-пăча унер шкулĕ ĕçлет.
Мари нацин М. Шкетан ячĕллĕ драма театрĕ ĕçлет.
[тӳрлет] Истори
Йошкар-Ола таврашĕнче темиçе пин çул ĕлĕкех этем пурăнни паллă. Археологсем хулара та çумĕнче чылай ĕлĕкхи ĕмĕрсен япалисене тупнă. Кĕçĕн Кокшака юханшыв хĕрринче авалхи çынсем мезолит тапхăрĕ вăхăтĕнчех пурăннă теме пулать.
Малтан (1584 çул) хула ячĕ Патша хули ятлă пулнă, кайран (ун пек ятлă урăх хуласем те пулнă), вăл хăш вырăнта вырнаçнине палăртма Кокшака çинчи патша хули ятне панă. Кайран вара, 1919 çулчен Царёвококшайск ятлă пулнă, 1919 (Нарăс, 17) çултанпа 1928 (Кăрлач, 23) çулчен — Краснококшайск.
1990 çулта Раççей истори хулисем шутне кĕртнĕ.
[тӳрлет] Тăванлă хулисем
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет] Каçăсем
| Ку вĕçлемен статья Мари Эл географипе. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
| Йошкар-Ола Викиампарта? |