Сейшел утравĕсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Сейшел республики (Шаблон:Lang-cr, фр. République des Seychelles, акăл. Republic of Seychelles) — утравла патшалăх, Инди океанĕн анăç пайĕнче, экватортан кăнтăралла, африка материкăнчен 1600 çм иайлă тухăçалла, Мадагаскартан çурçĕр-тухăçалла вырнаçнă. Юнашар кăнтăрта Маврикипе Реюньон, кăнтăр-анăçра Коморсем тата Мальдивсем.

Республика шуте 100 утрав тата пĕчĕк утрав кĕрет, 33 çинче кăна çын пурăнать.

Çĕршывăн лаптăкĕ — 450 çм² яхăн. Чи пысăк утравĕ — Маэ (142 çм²). Ун çинче патшалăхăн тĕп хули — Виктори тата тĕнче аэропорчĕ — вырнаçнă.Урăх мăн утравĕсем — Силуэт, Праслин, Ла Диг. Вак коралл утравĕ чылай.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сейшел утравĕсене португалсем 1502 çулта уçнă. Çав вăхăтра архипелаг çинче çын пурăнман. Тепĕр икĕ çĕр çул хушши кунта пиратсем çеç кану вырăнне тупнă.

Пĕрремĕш пурăну вырăнсене францисем Маэ тата Праслен утравĕсем çинче йĕркеленĕ. Вĕсем 1756 çултанпа корица, гвоздика (тикĕт курăкĕ) тата ваниль ӳстерсе тупăшланă. Çавăн чухнех ĕнтĕ утравсене Франци финансă министăрĕ — Моро де Сешелл — ятне панă.

Франци колонисчĕсем Сейшел утравĕсем çине Мадагаскартан тата Тухăç Африкăран чура турттарса пынă. 1794 çулта архипелага Британи туртса илет, британсем утравсене XIX ĕмĕрĕн варринчен пуçласа (1835 çулта чуралăха пăрахăçланă хыççăн) индисене куçарать, вĕсем кунта сутă-илӳпе е кокос плантацисенче ĕçленĕ.

1840 çулта утравсене Маврики британи колони çумне çыпăçтарнă, унтан вара китайсем куçса килнĕ. 1903 çулта Сейшелсем Британин кăшăллă уйрăм колони шайне куçать. Çав тапхăртах утравсене Аравирен те пурăнма куçаççĕ.

1976, çĕртмере Британи Сейшелсене ирĕклĕх туянтарать. Суйлав ирттернĕ май çĕршывăн парламентĕнче Демократиллĕ парти чылай вырăн çĕнтерсе илет. 1977, çĕртмере хĕçпăшаллă улшăну вĕçленĕвĕпе тарăма марксистсем —Сейшел утравĕсен Прогрессивлă Фрончĕ ятпа — ярса илеççĕ. Республикăра пĕрпартиллĕ йĕркелĕхпе тытăнса тăрать, ялхуçалăх çĕрĕсене харпăрçăсенчен туртса илнĕ, колхозсене пуçарса янă.

1977 çултанпа Сейшелсемпе пĕр улшăнмасăр ПФ пуçлăхĕ Франс-Альбер Рене ертсе пырать. 1993 çулта нумайпартиллĕ йĕркелĕхе куçаççĕ, ПФ тарăмлăха çухатать. 2001 çулта маркс вĕреннтĕвĕнчен хăтăлнă Прогрессивлă Фронт каллех тытса пыракан парти пулса тарать.

Патшалăх тытăмлăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Йышĕ — 82,2 пин çын (2008, утă).

Хуçалăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Этеплĕхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп статья: Сейшел этеплĕхĕ Сейшел Утравĕсен этеплĕхĕнче утравпа хуçаланнă францисепе акăлчансен, çаплах Африкăран, Индирен, Мадагаскартан куçса килнисен сĕмĕ те сисĕнет.

Сейшелре матриархат йалипе пурăнаççĕ. Хĕрарăм хăйех кил хуçалăхне тытса пырать, ачисене пурнăçа кĕртет. Арçын укçа тупăçлать пулин те, унăн кулленхи пурнăçри ролĕ иккĕмĕш шайра [1].

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ development.html(ĕçлемен каçă)

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

* Seychelles Nation Online

Шаблон:Африка