Скандинави тăвĕсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Скандинавские горы

Скандинави тăвĕсемСкандинави çурутравĕн ту йĕрки. Тăсăлăвĕ 1700 çм яхăн, анлăшĕ — 600 çм. Анăç айăккисем Çурçĕр тинĕсĕ çывăхнех çитеççĕ, чăнкă çыран туса хураççĕ, вĕсем норвег фьорчĕсем ятпа паллă. Тухăç айăккисем майĕпен лутраланса Швеци территоринче тӳрем çĕре куçаççĕ.

Çӳллĕшĕ нумаях мар. Чи мăнаç тăрри — Гальхёпигген (норв. Galdhøpiggen) тăвĕ, 2469 м, Норвегин кăнтăр пайĕнче вырнаçнă. Швеци территоринчи чи çӳлли — Кебнекайсе (шв. Kebnekaise) тăвĕ, 2111 м. Çĕр пичĕ авалхи пăрлăха пула якалнă. Скандинави тăвĕсен хальхи пăрлăхĕсем материклă Европăра чи мăннисем шутланаççĕ.

Климачĕ[тӳрлет]

Тинĕç нӳрĕк климачĕ тата çĕр çийĕн çуркаланчăкĕ пулнипе кунта юхан шыв нумай, вĕсенчен чылайăшĕ пултăк юхăмлă та инçе каймаççĕ, пăрпа хĕлле те пĕркенмеççĕ. Кӳлĕ шучĕ вара çав тери нумай.

Ту айккисенче тайга вăрманĕ, тĕмсем, торфлăхсем, çаплах ту тундрипе çаран. Тусем тимĕр, пăхăр, титан металлĕсемпе тата пиритсемпе пуян.

Вуламалли[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]


Европăри сăрсемпе тусем
Альп тăвĕсем | Апеннин | Арден | Балкан | Мăн Кавказ | Велебит | Вогез | Гарц | Туçи Котар | Динар сăртлăхĕ | Кавказ | Кантабри | Карпат | Кордильера-Бетика | Крым | Матра | Парнон | Пинд | Пиреней | Пирин | Рила | Родоп | Скандинави тăвĕсем | Судет | Сьерра-Морена | Тайгет | Татр | Урал тăвĕсем | Хибин | Тĕп Кордильер | Тĕп массив | Шварцвальд | Юра

Шаблон:Тусен порталĕ