Сэнгер Лоуренс Марк

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ларри Сэнгер
Larry Sanger
Çуралнă чухнехи ят акăл. Lawrence Mark Sanger
Чӑн ят исп. Larry Sanger
Çуралнă вăхăт 1968 çулхи утăн 16-мĕшĕ
Çуралнă вырăн
Гражданлăх АПШ
Пăхăнулăх
Альма-матер
Ĕçе илекен
Сайт larrysanger.org
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Ла́рри Сэ́нгер (акăл. Larry Sanger, туллли ячĕ Лоу́ренс Ма́рк Сэ́нгер, акăл. Lawrence Mark Sanger; утă, 16 1968, Бельве) — Википедин никĕслевçисенчен пĕрри тата «Бомис» (акăл. «Bomis») компанинче ĕçленĕ чухнехи тĕп редакторĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ларри Сэнгер Вашингтон штатĕнчи Бельве хулинче çуралнă, Аляска кăнтăрĕнчи Анкоридж хулинче çитĕннĕ. Рид колледжĕнче 1991 çулта философи бакалаврĕ пулса тăрать. 2000 çулта Огайо университечĕ ăна философи тухтăрĕн статусне парать. Хăйĕн ăслăлăх ĕç-хĕлĕнче Сэнгер мета-оправданий ыйтăвне тĕпченĕ, унăн тизис эсси çапла: «Epistemic Circularity: An Essay on the Problem of Meta-Justification».

2001 çулхи ака вĕçĕнчен пуçласа утă вĕçĕчченех Ижевскра пурăннă.[1][2][3]

Википеди[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2000 çулта «Бомис» (акăл. «Bomis») компанин никĕслевçи Джимми Уэйлс Ларри Сэнгера çĕнĕ ирĕклĕ «Нупеди» (акăл. Nupedia) энциклопедин тĕп редакторĕ ĕç вырăнне илет. Энциклопедие ăсчахсем хăйсен ырă кăмăлĕпе çтатьясем çырнă, энциклопедире эксперт хаклавĕ пулнă. Çакна пула ĕнтĕ Нупедии çав тери мăран аталанса пынă.

Вики концепципе паллашсан, Ларри Сэнгер Нупедие хавăртрах тултарас тĕллевпе Уэйлса энциклопедире çак концепципе ĕçлеме сĕнет. Çапла вара Википедин веб-сайтне йеркелесе яраççĕ. Унта хайлана материалсене Нупедине кĕртме палăртнă. 2001 çулхи кăрлач, 15 Сэнгер Википеди историнче тара тытса ĕçлекен пĕртен-пĕр редакторĕ пулать. Вăл çак вырăнта 2002 çулхи пуш, 1 ĕçлет. Ӗçрен тухнин официаллă сăлтавĕ штатсене чакарни тенĕ. Википедин тĕп редакторĕ чухне Сэнгер проектăн ятне — «Википеди» — шутласа кăларать, çаплах политикăн тĕп никĕсне, принципсене тата Википеди йеркисене хатĕрлет.

Сэнгер ĕçрен тухса кайсан, Уэйлс унăн Википеди никĕслевçи рольне пĕчĕклетме тăрăшать. Вăл унăн тивĕç ĕçĕсене сумласа, çапах та, Сэнгер пĕтĕм ĕç-пуçа Уэйлс каланипе туса пынă, имĕш, мĕншĕн тесен вăл тара тытса ĕçленĕ çын пулнă. Çапах та Википеди этузиасчĕсен пайĕ Ларри Сэнгера Уэйлспа пĕрле Википеди «никĕслевçи» тесе йышăнаççĕ.

Ӗçрен тухни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хăйĕн сывпулу çырăвĕнче Ларри Сэнгер Википедире пушă вăхăт сахалраххипе хăй ырă кăмăлĕпе ĕçлеме пултарайманни пирки пĕлтерет. Каярах хайĕн чĕнсе[4] «проектра хаяр çиллĕ социаллă тата политика атмосфери», эпĕ унпа килĕшме пултараймарăм, тесе çырнă. «Википедин лайăх енĕсене шута илет», «Википедин» миссипе чăтăмлă политикине кăмăллать, çапах та проектăн уçса паман йывăрлăхсем пурине асăрхаттарать. Сэнгер, этем пĕрлĕхĕ проекта ытлах шанмасть, проектра «йывăр кăмăллă çынсем, троллсем тата вĕсене хавхалантаракансем сиенлĕ шыçăна куçрĕç» тесе хыпарлать. Çак йывăр ыйтусем, Сэнгер шухăшĕпе, проектри çынсем «элитаризма хирĕç » пулнинчен, экспертсене вырăна хуманнинчен тухаççĕ. Ларри Сэнгерăн çак статьине блоггерсен хутлăхĕнче массăллă хыпар хатĕрĕсенче те анлă сӳтсе явнă.

Тем пулин те, Сэнгер Википеди проектран тухса кайсан та, хăвăрт ӳссе пырса Петĕм тĕнче эрешĕн чи тăтăш усă куракан сайт йышне кĕрет. Нупеди Сэнгер ĕçе пăрахна хыççăнах, 2002 çултах, пăчланать.

Википеди хыççăн[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӗçрен тухсан Сэнгер ăслăх тĕнчине таврăнать, халĕ Огайо университетĕнче философие вĕрентет. Сэнгер XVII ĕмĕрпе этика енчен эпистемологипе кăсăкланать. Пушă вăхăтра Ларри Сэнгер Огайо штатĕнчи Дейтонпа Колумбусра ирланд халăх мусăкне вĕрентет.

Çаплах Сэнгер «Обзора новостей Y2K от Сэнгера» (акăл. «Sanger’s Review of Y2K News Reports») никĕслевçи тата тĕп редакторĕ пулса тăрать. Вăлах сĕрме купăс Донегол йăлин сайтне тытса пырать.

2005 çулхи раштав уйăхĕнче[5]Сэнгер Википедие альтернативла проекта йĕркелесе ярать. Хăй каланипе, çĕнĕ энциклопедин порталĕ эксперт хаклавĕ пур. Çĕнĕ порталăн ячĕ — «Цифрăллă Çут тĕнче» (акăл. «Digital Universe»). Çĕнĕ проекта ертсе пыма Ларри Сэнгер «Фонд Цифрăллă Çут тĕнче» (акăл. «Digital Universe Foundation») фирма йĕркелет. Проект валли 10,5 млн АПШ долларĕ пуçтарнă, 2006 çулхи кăрлачра проект Тетелре çутта тухать. Проектăн пилот версинче 50 портала яхăн.

2006 çулхи авăн уйăхĕнче Сэнгер Википедин форкне«Citizendium» проекта— йĕркеленĕ пирки хыпарлать. Ӳнăн тĕллевĕ — Википедие начарлăхран хăтарасси. «Citizendium» проектра ята палăртмасăр çырма юрамасть — ĕçе пуçлас тесен, кашни автор хăйĕн чăн ятне пĕлтермелле.

2006 çулхи авăн, 27 Сэнгер «Цифрăллă Çут тĕнче» порталĕнче «кану» илсе никамапăхăнман «Citizendium» фонда тума тытăнать. 2006 çулхи юпа, 17 пĕрремĕш пресс-релизра Сэнгер[6], çак фонд «кĕçех Википедие эрешри информаци паракан вырăнтан хĕсĕрлеме тытăнĕ» тенĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 2001 çулхи акан 6-мĕшĕнчи Ларри Сэнгерăн «Boston and Russia, here I come» çырăвĕ wikipedia-l çыру сарăвĕнче
  2. ^ 2001 çулхи ака 30-мĕшĕнчи Ларри Сэнгерăн «Where now» Ижевск пирки çырăвĕ wikipedia-l çыру сарăвĕнче
  3. ^ Хăйĕн çинчен каласа панă чухне Ларри 2001 çулхи ака-утă уйăхĕсенче Ижевскра пурăннă пирки асăнать(ĕçлемен каçă)
  4. ^ Сэнгер, Ларри Why Wikipedia Must Jettison Its Anti-Elitism (акăлч.) (2004 çулхи раштавăн 31-мĕшĕ). Тĕрĕсленĕ 13 Чӳк уйӑхӗн 2009.
  5. ^ Terdiman, Daniel Wikipedia alternative aims to be 'PBS of the Web' (акăлч.). cnet news (2005 çулхи раштавăн 19-мĕшĕ). çăлкуçран архивланă 11 Утӑ уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 13 Чӳк уйӑхӗн 2009.
  6. ^ Сэнглер, Ларри CZ:Citizendium Press Releases > Oct172006 (акăлч.) (2006 çулхи юпан 17-мĕшĕ). Тĕрĕсленĕ 13 Чӳк уйӑхӗн 2009.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]