Википеди кун-çулĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Джимми Уэйлс, Nupedia никĕслекенĕ, Википеди ертӳçи
Ларри Сэнгер, Nupedia малтанхи тĕп редакторĕ, Википедин шухăшне тата унăн тĕп йăла йĕркисене сĕннĕ

Википеди — кирек кам та редакцилеме пултаракан онлайн энциклопеди.

Ăна официаллă 2001 çулхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче ĕçе янă. Малтанах ăна экспертсем çырнă «Nupedia» энциклопедин хушма пайĕ евĕр, çĕнĕ статьясемпе шухăшсен хушма çăлкуçĕ валли никĕсленĕ. Nupedia энциклопедие кая хăварса чылай тăван проект хăй çумне пуçтарса Википеди тĕнчери пысăк проект пулса тăрать. 2008 çулта Википедире 10 миллион ытла ирĕкле усă курма юракан статья пуçтарăннă. Вăл халăх кăмăллакан чи пысăк веб-сайт шутланать, унпа хыпар кĕнеки шайĕпе анлă усă кураççĕ.

Кун-çул сăнавĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çăлкуçсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕтĕм тĕнчери пĕлĕве пĕр çĕрте пухас концепци авалхи Александри вулавăшĕпе Пергамонтан пуçланать, анчах та пĕрлехи тĕллевĕн хальхи концепцийĕ, малтан анлă сарăлнă пичет энциклопеди Дени Дидропа 18-мĕш çĕрçуллăх энциклопедисчĕсем умĕн çуралнă. Пичетлев машинисĕр пуçне автоматланă машинăсемпе усă курса, питĕ усăллă энциклопеди тăвас шухăша Чарльз Амми Каттер вулавăшçăн (библиотекарĕн) «The Buffalo Public Library in 1983» (Library Journal, 1883) статьинче, Пол Отлетăн Traité de documentation (1934; Отлет çаплах Mundaneum йĕркеленĕ, 1910) кĕнекинче, Г. Г. Уэллсăн World Brain (1937) эссе пухăмĕнче тата Ванневар Бушăн футурăллă микрофильмĕнче (Memex, As We May Think) (1945) тупма пулать. Тепĕр утăмăн шутĕнче Тэд Нельсонăн 1973 çулти Project Xanadu шутланать.

Мĕнпур тĕнче эрешĕ саралнă май нумай çын тетел-энциклопеди проекчĕсене аталантарма ĕмĕтленнĕ. Ирĕклĕ программа хатĕрĕн ăстаçи Ричард Столлман «Ирĕклĕ Универсаллă Энциклопедин» тулли хаклавне 1999 çулта ăналнтарса панă.

Концепцие ĕлкĕлени[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Википедие малтан Джимми Уэйлс никĕсленĕ Нупедин (халĕ ĕнтĕ çукки) еткер-проекчĕ евĕр аталантарса ирĕклĕ энциклопеди тума шутланă. Нупедире питĕ ăслă компетенциллĕ хутшăнакансем тăрăшнă, анчах та статьясене кăткăс та нумай вăхăт тӳрлетсе хатĕрлеме тивнĕ. Уэйлс тара тытнă тĕп редактор вырăнĕнче вăй хунă философ-студент Ларри Сэнгер, ытти ĕçлекен чылай пулсан та ăшлăха вăрахăн тултарса пынă: пĕр çулталăк хушшинче 12 статья кăна туса кĕртнĕ.

Уэйлс тата Сэнгер ăшлăха хăвăрт тăвас меслетсене сӳтсе яваççĕ. Ларри Сэнгерпа Бен Ковитз калаçăвĕнчен вики никĕсĕпе хатĕрленĕ хушма çуралать. Бен Ковитз, программист, Ward Cunningham’s wiki (the WikiWikiWeb) пĕрмайхи клиенчĕ, Сэнгера wiki хатĕрĕпе 2001 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче палаштарать. 2001 çулхи юпа уйăхĕнче Уэйлс «Ларрин Wiki программа хатĕрĕпе усă курас шухăш çуралать» (Каярах, 2005 çулхи раштав уйăхĕнче вăл пĕлтернипе, Bomis ĕçтеши Джереми Розенфелд çак концепцие кăтартнă) тесе хыпарлать. Сэнгер вики платформине кăмăллать те Нупедие хутшăнакансене UseModWiki (ун чухне v. 0.90) никĕсĕпе ĕçлекен викие Nupedia еткерĕ тума сĕнет.

Википеди никĕслевĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Интернационализаци[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Википедия хăйĕн ӳсемĕн малтанхи утăмĕсенчех тĕрлĕ чĕлхеллĕ аталанма тытăнать. Акăлчан чĕлхиллĕ мар Википеди валли хатĕрлесе хунă пĕрремĕш домен — deutsche.wikipedia.com (2001 пушăн 16-мĕшĕ), тепĕр темиçе минутран каталансем валли; юлашкийĕ икĕ уйăх майлă акăлчан мар чĕлхиллĕ статьялли шутланнă. Франци Википедин пĕрремĕш хыпарĕсем пушăн 23-мĕшĕнче тухаççĕ, кайран 2001 çулхи çу уйăхĕнче китай, нидерланд, эсперанто, иврит, итал, япон, португал, вырăс, испан тата швед чĕлхисен википеди уйрăмĕсен çĕнĕ хумĕ çĕкленет. Кĕçех вĕсем çумне арап тата венгр уйрăмĕсем хушăнаççĕ.

Йĕркелӳ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çулсем тăрăх истори сăнавĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Википедин калăпăшĕ, 2002 çулхи авăн тĕлне. (статья шучĕ)
Википедин ӳсĕмĕн динамики, 2002 çулхи авăн тĕлне (пĕр кунри статья шучĕ)
Хăнасен динамики, 2002 çулхи çурла/авăн тĕлне

2003[тӳрлет | кодне тӳрлет]

TeX усă куракан математика формулисене кĕртнĕ; акăлчан Википединче 100 000 ытла статья (тепĕр пысăкки, нимĕçсен — 10 000 ытла); Викимедиа фондне йĕркеленĕ; Википеди унăн мозаикăран хатĕрленĕ тĕнче эмблемине йышăнать; википедистсен пĕрремĕш тĕлпулăвĕ. Википедин арбитраж системипе комитечĕн (пуплевре — «Arbcom») тĕп принципĕсене Флоренс Девуар, Фрэд Бодер тата малтанхи ытти паллă википедистсем никĕсленĕ.

2004[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Википедири мĕнпур тĕнче статьисен шучĕ кашни 12 уйăхра икĕ хут нумайланса хăвăрт ӳсме, 100 чĕлхеллĕ 500 000 статьяран 1 млн çити (акăлчан челхиллĕ статьясем çурринчен сахалтарах пулнă) тытăнать. Серверсене Калифорнирен Флоридăна çити вырнаçтарнă; Категорисене тата CSS стилĕсен тапăлне кĕртнĕ; пĕрремĕш хут Википедие чаракласшăн пулаççĕ (Китай, 2004 çулхи çĕртме уйăхĕ, 2 эрне хушши). Правленин тата ArbCom-ăн официаллă суйлавĕсем иртеççĕ. Флоранс Нибар-Девуар — ArbCom-шăн тăрăшакан тата суйланă пĕртен-пĕр çын. Вăл, унпа пĕрле урăххисем те тăнăç та пĕр вырăнта тăракан ыйтусене тиркеççĕ, çĕтнĕ облаçсенчи статьясене хайлама тытăнаççĕ.

2005[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Нумай чĕлхеллĕ порталсене ĕçе кĕртнĕ; официаллă пĕрремĕш кварталра системăна вăйлатса çĕнетме $100 000 яхăн укçа пуçтарнă; Википеди Hitwise каланипе Тетелри халăх чи кăмăлланă хыпар веб-сайчĕ пулса тăрать; Китай каллех Википедие (юпа уйăхĕ) чараклать; акăлчан Википединче 750 000 ытла статья.

2006[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Акăлчан Википедине 1½-миллионлă статьяна кĕртнĕ; «Википеди» Викимедиа Фондăн регистрациленĕ сутă маркки пулса тăрать; Конгреса пулăшакансен биографисем таврашĕнчи пăтăрмахсем этем пĕрлĕхне кăсăклантараççĕ: конгрес штатĕнчи ĕçтешсемпе суйлав кампанине йĕркелекенĕ Википедире хăйсен биографине вăрттăн улăштарнă, юлашкийĕ ĕç вырăнне пăрахать.

Викимани-2006 çинче Джимми Уэйлс кăтартнипе, Википеди калăпăшĕ ӳссе çитрĕ, ĕнтĕ пахалăхĕ çине тимлĕрех пăхмалла, йыхрава ытларах 100 000 питĕ паха статья хатĕрлес тĕллевпе кăларнă, çĕнĕ «oversight» (ревизор) привилегие кĕртнĕ. 2005 çулта ятсăр вандалсене хирĕçле кĕртнĕ хӳтĕлев ĕмĕтленинчен ăнăçлăрах пулнă: 1000 ытла страницăна хӳтĕленĕ; Википедие çак çулхи тĕнчери чи лайăх бренд вырăнне хунă.

2007[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Википеди ӳссех пырать, 5 млн майлă хутшăнакан; Википедин 250 чĕлхиллĕ уйрăмĕсенче 1,74 млрд сăмахлă 7,5 млн статья; акăлчан Википедийĕ кунсерен 1700 статьяпа тулса пырать, wikipedia.org доменĕ — Тетелĕн чи кĕрттĕм вуннăллăхĕнче; Халăха пĕлтерсе Citizendium проекта хута яраççĕ.

2007 çулхи чӳкĕн-5-мĕшĕнче шутласа кăларнă çĕпĕр чĕлхиллĕ Çĕпĕр Википедине (2006 çулхи юпан 1-мĕшĕнче уçăлнăскерне) кăларса пăрахнă.

2008[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кăрлачра Википедин акăлчан уйрăмĕнче 2 172 800 ытла статья, вĕсенче 193 207 500 ытла тӳрлетӳ тунă. Нумай облаçсенчи тĕрлĕ вики-проектсене анлăлатма тата статьясене пахалатма тытăнаççĕ. Ака уйăхĕнче 10-миллионнăмĕш статьяна çырса кĕртнĕ.

2009[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хатĕрлĕхсен кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тимĕр тата ПХ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 2002 çулхи кăрлач уйăхĕнче Вики программа хатĕрĕнчи «Phase II» ĕçе кĕртнĕ, унчен кивĕ UseModWiki ĕçленĕ. Магнас Манский проекта валли ятарласа хатĕрленĕ, ун шутĕнче PHP вики-движок пулнă .
  • 2002 çулхи утă уйăхĕнче Википедин программа хатĕрне улăштармалла пулать; «Phase III» версине çĕнĕрех «Phase II» ылмаштараççĕ, вăл вара MediaWiki ята илет. Ăна Ли Дэниел Крокер проект ӳссе пынине пула хайлать.
  • 2002 çулхи юпа уйăхĕнче Дерек Рамсей «бота» хута ярать. Хăш чухне, çакăн пек ботсемпе урăх темăсенче те ĕçленĕ. Çак статьясем питĕ аван тухнă, анчах пĕр пекрех стильлĕ пулнипе ăна хăшĕсем тиркевленĕ.
  • 2003 çулхи кăрлач уйăхĕнче математика формулисене тытса тăракан TeXа хайланă. Кода Tomasz Wegrzanowski кĕртнĕ.
  • 2003 çулхи çĕртмен 9-мĕшĕ — статьясенчи ISBN халĕ Special:Booksources страницине куçарать, вăл вĕсен ăшлăхне Wikipedia:Book страницинчен илет. Малтан, ISBN каçăн адресĕсене кодаланă пулнă, çĕннисене Wikipedia:ISBN страницине хума сĕннĕ.
  • 2003 раштав, 6 хыççăн Википедипе усă куракансем валли система пĕлтерĕвĕсене малашне питĕ кăткăс кодăламан, çавна пула Медиавики интерфейсĕн хăшпĕр пайĕсене (чаракланă усă куракансене курăнаканнисене) Википеди администраторĕсем улăштарма пултарнă.
  • 2004 çулхи нарăсăн 12-мĕшĕнче серверсене Сан-Диегоран (Калифорни) Тампăна (Флорида) куçарнă.
  • 2004 çулхи çу, 29 мĕнпур тĕрлĕ веб-сайтсене MediaWiki программа хатĕрĕн çĕнĕ версине çити хăпартнă.
  • 2004 çулхи çĕртмен 3-мĕшĕнчен пуçласа администраторсем MediaWiki:Monobook.css пĕрлехи стильсен тапăлĕнче CSS улăштарса интерфейс стильне улăштарма пултараççĕ.
  • 2005 çулхи çĕртме, 7, 15:00 Хĕвел тухăç Стандарт Вăхăчĕпе (АПШ) Викимедиа чылайрахăш серверне урам урлă тепĕр çĕре куçарнă. Викимедиа проекчĕсене çак вăхăтра чарса лартнă.

Астăвăмпа туйăмлăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Эхер те Википеди çак утăмпах аталанса пырсан, 2020 çул тĕлне вăл Тетелре халăх кăмăллăхĕпе 4-мĕш вырăна, çĕнĕ хыпарсем, чатсем тата фирмăсен официаллă сайчĕсем хыççăнах, тухма пултарать.

Шалти тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 2003 çулхи утă уйăхĕнче хутшăнакан хăйĕн автобиографине тӳрлетме ирĕк пулман йĕркене çирĕплетнĕ.
  • 2003 çулхи юпа, 28 Википедистсен Мюнхенре пĕрремĕш «чăн» тĕлпулăвĕ иртет. Малашне вĕсем урăх хуласенче те тĕл пулма пуçлаççĕ, кĕçех вара Википедистсем пĕрмаях пĕтĕм тĕнчипех куçа-куçăн калăçма пуçтарăнаççĕ. Çаплах, темиçе тетел-пĕрлĕхĕнче те, çав шутра LiveJournal веб-сайтĕнче те, пуçтарăнаççĕ.
  • 2004 çулхи утă, 10çурла, 30 Тĕп Страницара тăнă «Wikipedia:Browse» тата «Wikipedia:Browse by overview» каçăсене кĕске сăнав каçисене куçарнă. 2004 çулхи çурлан 27-мĕшĕнче Пĕрлĕх порталне хута янă.

Фонд Викимедиа тата право тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Проектсемпе паллă япала вырăнĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 2002, раштав — пĕрремĕш тăван проект — Викисăмахсар уçăлнă; вăл Википеди пекех пограмма хатĕрлĕхĕпе усă курать.
  • 2003, çĕртме, 20 — Викимедиа Фонда никĕсленĕ, Викицитатника ĕçе янă. Уйăх иртсен, «Wikibooks» хута янă. Викитека проекта çул вĕçнелле лартаççĕ.
  • 2004, ака, 20 —акăлчан уйрăмĕнче 250 000 статья
  • 2004, утă, 7 — акăлчан уйрăмĕнче 300 000 статья.
  • 2004, чӳк, 20 — акăлчан уйрăмĕнче 400 000 статья.
  • 2005, çу — Википеди, Hitwise компани тĕпчевĕпе, Тетелре халăх чи кăмăллакан хыпар веб-сайчĕ пулса тăрать, Dictionary.com иккĕмĕш вырăна анать.
  • 2005, авăн, 29 — акăлчан уйрăмĕнче статья йышĕ 750 000-ран иртет.
  • 2006, çурла, 15 — Фонд Викимедиа Викиверситета ĕçе ярать.

Финансăлани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Пĕрремĕш хут укçа пуçтарассине 2005 çулхи нарăс, 18пуш, 1 пулса иртнĕ, $94 000 пуçтарнă, $21 000 çеç кĕтне пулин те.
  • 2006 çулхи кăрлач, 6 Q4 2005 укçа пуçтарасси вĕçленнĕ, $390 000 ытла пухнă.
  • 2007 çулхи çĕртме уйăхĕнче пĕлтернипе, Нимĕç Википедине патшалăх укçапа пулăшма тытăнать.

Урăх паллă пулăмсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сэнгерпа Уэйлса малтанхи шухăш-ĕмĕчĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Википедин пăтăрмахĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Наци влаçĕсем Википедие чараклани пулкаланă. Халиччен çак кăлтăксемпе КХР, Иран, Тунис, Узбекистан тата Сири патшалăхĕсенче тĕл пулнă.

Континентри Китай[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Китай Википедипе усă курма пĕрре çеç мар патшалăхра чарса лартнă. Пĕрремĕш хут китай хутшанаканĕсене Викимеди серверĕсемпе усă курма 2004 çулхи çĕртмен 2 пуçласа çĕртмен 21-мĕше таранчен ирĕк паман. Çакна 1989 çулхи çĕртмен 4-мĕшĕнче 15 çул каялла Тяньаньмэнь лапамĕнче пулса иртнĕ ĕç-пуçпа çыхăнтарса тунă темелле.

Википедин Китайри иккĕмĕш чăрмавĕ 2004 авăнăн 23 27-мĕшĕсенче тăсăлнă. Çапах та çак чарак пĕтĕм çершыврах пулса иртмен. Пăтăрмахăн сăлтавĕ хале те паллă мар. Виççĕмĕш кăлтăк 2005 çулхи юпан 19-мĕшĕнчен пуçласа 2006 çулхи чӳкĕн 10-мĕшне çити пынă.

Иран[тӳрлет | кодне тӳрлет]

YouTube тата IMDB сайтсемпе пĕрлех, Википедипе Иранра усăк курма 2006 çулхи раштав, 3 чаракланă. Çак чăрмава анăç этеплĕхне хирĕç кампани сĕмĕпе туса хунă.

Тунис[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Викимедиа веб-сайтне Тунисра темиçе кунлăха (чӳкĕн 23 — 27-мĕшĕсем, 2006) хупса хунă.

Сири[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Арап Википедин кĕртĕмне 2008 çулхи ака, 30 хупнă та халиччен уçман.

Пирĕн Википедин кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]


РуВики йышĕнчи статьясен ӳсĕмĕ, без учёта перенаправлений и неоднозначностей. Сиккĕсем блтсем чылай статья кĕртнине кăтартать.
Чи пысăк Википедисен ӳсĕмĕ, 2001 çулхи утăран пуçласа 2006 çулхи чӳкĕ таран.
Акăлчан Википедин ӳсĕмĕ
Вăхăт Шучĕ, пин
Ака, 2003 125[1]
Ака, 2004 250
Пуш, 17, 2005 500[2]
Пуш, 1, 2006 1000[3]
Авăн, 10, 2007 2000[4]
Вырăс Википедин ӳсĕмĕ
Вăхăт Шучĕ, пин
Раштав, 2004 10
Раштав, 2005 50
Çурла, 2006 100
Пуш, 2007 150
Авăн, 2007 200
Пуш, 2008 250
Утă, 2008 300
Кăрлач, 2009 350
Чăваш Википедин ӳсĕмĕ
Вăхăт Шучĕ, пин
Пуш 2006 2
Чӳк, 2005 4,5
Кăрлач, 2007 5
Кăрлач, 2008 7
Утă, 2008 8
Ака, 2009 10


Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]