Фонд Викимедиа
Шаблон:Коммерциллĕ мар йĕркелӳ
Фонд Викиме́диа (акăл. Wikimedia Foundation Inc) — коммерциллĕ мар йĕркелӳ, ирĕклĕ саралакан контент тăвакан интернет-этем пĕрлĕхĕсене — вĕсенчен чи паллăраххи ирĕклĕ энциклопеди «Википеди» — ĕç никĕсне йĕркелесе пулăшаканĕ. Фондăн ĕç-пуçĕ ирĕк кăмăлпа пуçтарнă укçа-тенкĕпе тытăнса тăрать. «Ирĕклĕ контента» (GFDL, CC-BY(-SA) лицензиллĕ, е этем пĕрлĕ усă курăвĕнчи текстсем тата ӳкерчĕксем) тата «ирĕклĕ кода» (GPL лицензилле программа кодне) пĕтĕм тĕнчери ирĕкле ĕçлекекенсем хатĕрлесе кĕртеççĕ.
Фонда йĕрклени çинчен 2003 çулхи çĕртме, 20 унченех туса хунă Википеди никĕслекенĕ Джимми Уэйлс пĕлтерет.
Тупмалли |
Проектсем [тӳрлет]
- Викисăмахсар — универсаллă, нумай чĕлхеллĕ сăмахсар.
- Викицитатник — цитатăсен пуххи.
- Викивулавăш — тăван текстлă вулавăш.
- Викивĕрентӳ — вĕрентӳ литератури.
- Викиверситет — кĕрет мар вĕренӳ ĕлки.
- Викиçĕнхыпарсем — уçă çĕнĕ хыпар агентстви.
- Викисклад — мультимедиа файлĕсен пĕрлĕ управ вырăнĕ.
- Викитĕссем — таксономи биологи тĕсĕсен хыпар кĕнеки.
- Мета-вики — Фонд проекчĕсене йĕркелесе пыракан Вики.
Шанăçлă çынсен канашĕ [тӳрлет]
8 çынран тытăнса тăракан шанăçлă çынсен канашĕ Фонд влаçĕн аслă органĕ шутланать.
- Майкл Сноу, председатель (2010 çулхи утăччен)
- Джимми Уэйлс, чыслă председатель (2009 çулхи раштавчен)
- Ян-Барт де Фриде, çум-председатель (2009 çулхи раштавчен)
- Домас Митузас, ĕçтăвакан секретарь
- Стюарт Уэст, хыснаçи (2009 çулхи раштавчен)
- Кэт Уолш (2009 çулхи утăччен)
- Тин Чэнь (2009 çулхи утăччен)
- Арне Клемперт (2009 çулхи утăччен)
Канаша суйланă тата палăртса лартнă пайташ кĕрет. Суйланисене çĕртмере е утăра улăштараççĕ, палăртса лартнисене — раштавра.
Фонд уйрăмĕсем [тӳрлет]
Фондăн ĕçĕ-хĕлне пĕтĕм тĕнчери 19 «регион уйрăмĕсен» эрешĕ тытса пырать, вĕсенче ирĕк кăмăллă çынсем ĕçлеççĕ. Хальхи самантра «регион уйрăмĕсем» Австралире, Австрире, Аргентинăра, Венгрии, Германии, Гонконгра, Израильте, Индонезире, Италире, Нидерландсенче, Норвегире, Польшăра, Раççейре, Сербире, Таиландра, Украинăра, Францире, Чехире, Швецире тата Швейцарире пур; Бразилире тата Аслă Британире йĕркелес ĕç пырать. «Регион уйрăмĕсем» термин пулин те, çак йĕркелӳсем хăй ирĕклĕ шутланаççĕ, вĕсен «амăш» Фондчĕпе пĕрлĕ тĕллев — лицензи енчен ирĕклĕ пĕлӳ материалĕсене тăвасси, сарасси.
Викимедиа РУ [тӳрлет]
2008 çулхи чӳк, 21 Раççейре энциклопеди пĕлӳлĕхе сарма пулăшакан коммерциллĕ мар «Викимедиа РУ» этем пĕрлĕхне туса хунă, вăл «Викимедиа фондчĕпе» официаллă çыхăнса Раççей территоринче Викимедиа Фондăн проекчĕсене (вĕсенчен чи палли ирклĕ тетел-энциклопеди «Википеди») туса пырать».
Çак йĕркелĕве тăвас шухăш 2005 çултах çуралнăччĕ, хастар хатĕрлĕнӳ ĕçĕсем 2007 çулăн кĕркунне тин тапранчĕç. 2008 çулхи çу, 24 хатĕрленĕ учредитель докуменчĕсене «Викимедиа фондăн» шанăçлă çынсен канашĕ официаллă ырланă — шăпах çак кун «Викимедиа» проекчĕсенче раççей йĕркелĕвĕн çуралнă кунĕ шутланать. 2008 çулхи чӳкĕн 21-мĕшĕнче «Викимедиа РУ» коммерцилле мар йĕркелӳсен реестрне кĕрсе регистрацин юридици процедури вĕçленни пирки хыпарларĕ.
Асăрхавсем [тӳрлет]
Каçăсем [тӳрлет]
| Метавикире? |
|
|
||
|---|---|---|
| Проектсем | Википеди • Викисăмахсар • Викицитатник • Викивулавăш • Викикĕнеке (Wikijunior) • Викихыпар • Викиампар • Викитĕссем • Викиверситет • Викиинкубатор • Мета-вики • MediaWiki | |
| Никĕслекенсем | Джимми Уэйлс • Ларри Сэнгер | |
| Шанăç çынсен канашĕ | Майкл Сноу • Джимми Уэйлс • Ян-Барт де Фриде • Стюарт Уэст • Кэт Уолш • Тин Чэнь • Арне Клемперт • Сэмюел Клейн | |
| Шанăç çынсен канашĕн малтанхи пайташĕсем |
Анджела Бизли • Майкл Дэвис • Эрик Мёллер • Тим Шелл • Оскар ван Диллен • Флоранс Нибар-Девуар • Фрида Бриоши • Домас Митузас | |
|
|
|
|---|---|
| Тĕп статьясем | Википеди кун-çулĕ • Фонд Викимедиа • Викимани • MediaWiki • Википеди чăн тĕрĕслĕхĕ • Википеди тиркевĕ • Википеди пирки академи тĕпчевĕсем • WikiScanner |
| Пайăр çынсем | Джимми Уэйлс • Ларри Сэнгер • Тим Шелл • Флоранс Нибар-Девуар • Анджела Бизли • Сью Гарднер |
| Пĕр пек проектсем тата урăх хунавĕсем |
Bomis • Нупеди • Citizendium • ChuvashOrg • Enciclopedia Libre • Deletionpedia • Interpedia • MyWikiBiz • Veropedia • Вики • Wikipedia Review • Wikitruth • Wikiweise • ВикиЗнание • WikiPilipinas • Абсурдопеди • Геовикипеди • Луркоморье • Вукипеди • Поттеромани Вики |