MediaWiki

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
MediaWiki
MediaWiki
Тип Вики-движок
Тăвакансем Wikimedia Foundation Inc.
Çырнă PHP
ОС Кроссплатформăллă ПХ
Версия 1.15.1 (утă, 13 2009)
Лицензи GPL
Сайт www.mediawiki.org
Disambig gray.svg Çак терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, [[Ан пăтраштар WikiMedia.]] пăхăр.

MediaWiki«вики» технологипе ĕçлекен веб-сайтсен программа механизмĕ.

Çак чи хăватлă вики-движоксенчен пĕри, ăна ятарласа Википеди валли хайланă, унпа «Викимедиа» фондăн чылай проекчĕсенче, харпăр тата патшалăх организацисенче усă кураççĕ. MediaWiki — этем пĕрлĕхлĕ GNU лицензи никĕсĕпе саралнă ирĕклĕ программа.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

MediaWiki системăна Википеди валли ятараласах нимĕç студенчĕ Магнус Манске (en:User:Magnus Manske) çырса хатĕрленĕ. Малтан Perl çинче çырнă UseModWiki-па (вăл çаплах «Фаза I» — «Phase I» ятпа паллă) усă курнă. Кайран, 2002 çулхи кăрлач, 25 çĕнĕ версине («Фаза II» — «Phase II») PHP çине куçарнă. Википедистсем çак куна «Магнус Манске кунĕ» теççĕ.

Хыççăнхи, анлăлатнă тата хушăмлă верси «Фаза III» («Phase III») пулнă, анчах та ăна кайран MediaWiki çине куçарнă, мĕншĕн тесен çак ПХ Википедире çеç мар, урăх проектсенче те усă курма тытăнаççĕ, вара версисене нумĕрлеме тивет. «MediaWiki» палăртăвĕ — сăмах вылявĕ кăна, вăл «Викимедиа» — Википедие тăвакан организаци пекех илтенет. Çак ята хăш чух «Wikimedia» ятпа пăтраштарăнма пултарать тесе тиркеççĕ.

Ӗç-хĕл[тӳрлет]

Хальхи самантра проекта ru:Участник:Brion VIBBER ертсе пырать. Ӗçтешсем верси управлении системинче Subversion меслечĕпе усă кураççĕ. Йăнăшсене тӳрлетме тата çĕнĕ функциллĕхе тунă чухне https://bugzilla.wikimedia.org адресра вырнаçнă Bugzilla йăнăшсене йĕрлекен системăпа усă кураççĕ. Çаплах движок пирки ăнлантаракан уйрăм http://www.mediawiki.org вики-проект пур (унта темиçе чĕлхеллĕ документацие тупма пулать). Движока куçарса лартма Translatewiki.net ятарла сайт пулăшать.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]

Шаблон:Навигаци ярăмĕ