Талыш чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Талыш чĕлхииран чĕлхисен çурçĕр-анăç ушкăнĕнчи чĕлхе. Чĕлхепе калаçакан халăх — талышсем. Вĕсем Талышстанра (Азербайджанăн кăнтăр çĕрĕсем тата Иранăн юнашар районĕсем) пурăнаççĕ. Халăх йышĕ — 200 пине яхăн çын (официаллă), хăйсем шутланипе — 1 млн. яхăн.

Истори[тӳрлет]

Талыш чĕлхи ватă аербайчжан чĕлхин (азари е азери) несĕлĕ шутланать, вăл Азербайчжан территорине сельджуксем киличчен анлă сарăлнă пулнă. Каярах Азербайчжанăн чылай халăхĕ азербайчжан чĕлхине куçаççĕ. Чĕрĕ чĕлхесенчен талышсен чĕлхине çывăххи — зазаки. Тăванлă чĕлхе килит чĕлхи, унпа Нахичевань облаçĕнчи Ордубад районĕнче вырăнти халăхĕ хальхи азербайчжан чĕлхине куçичченех калаçнă. 1929 çулта талышсем латтин тĕпĕпе çыруллăх йĕркеленĕ. 1938çулта ăна кириллицăна куçарнă, анчах вăл пурнăçа кĕреймен. Халĕ талышсем пурĕ тенĕ пекех тăван челхипе калаçаççĕ. Хуларисем çеç кая юлса пыраççĕ.

1929-1938 çулсенчи талыш алфавичĕ

A a B в Ç ç D d E e Ә ә F f G g
Ƣ ƣ H h I i J j K k L l M m N n
O o P p Q q R r S s Ş ş T t U u
V v X x Y y Z z Ƶ ƶ Ь ь

Хальхи талыш алфавичĕ

A a Б б В в Г г Ғ ғ Д д Е е Ә ә
Ж ж З з И и Ы ы J j К к Л л М м
Н н О о п п Р р С с Т т Y y Ф ф
Х х Һ һ Ч ч Ҹ ҹ Ш ш

Каçăсем[тӳрлет]