Контент патне куҫ

ФМШ 18

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

ФМШ 18 е МПУ-н ЯВĂТ (ятарлă вĕрнӳпе ăслăлăх тĕпĕ) 1989 çулчен «18-мĕш нумерлĕ физикăпа математикă шкул-интерначĕ» (ФМШ 18) — Мускав университечĕ çумĕнчи ятарлă шкул-интернат.

Çав евĕрлĕ шкул-интернатсем, ытти аслă шкулсем çумĕнчисем, СССР хулисенче те пулнă: Киевра, Çĕнĕ Çĕпĕрте, Ленинградра. Шупашкарта та çавăн пек Шупашкарти физика-математика шкул-интерначĕ 196?-1981 çулсенче ĕçленĕ.

Тăватă ятарлă шкула ССРП Министрсен Канашĕ хушнипе 1963-мĕш çулта уçнă. Мускаври интерната А. Н. Колмогоров академик йĕркелесе пынă. Пархатарлă саманара ЯВНТ валли укçасене уйрăм йĕркепе куçарса панă.

ЯВĂТа вĕренме Раççей Федераципе Белорусирен талантлă шкул ачисене илеççĕ.

Шкулта физикапа математика ятарлă дисциплинăсем шутланаççĕ. 1989 çул[b чӳкре химипе хăватлă хатĕрлес класне, каярахпа — биологипе, экономикăпа, информатикăпа енĕпе хăватлă хатĕрлес классем те уçнă.

Шкула кĕме нумай пусмаллă экзамен (çыруллă тур, калаçуллă тур, «Çуллахи шкул») витĕр тĕрĕсленсе тухмалла. Çыруллă турне яланхи пекех (математикă турĕ) облаç олимпиадисенче иртереççĕ. Калаçуллă турĕ — вĕрентӳçĕсен пĕлĕвне ăслăлатас институтĕнче (е облаçри çавăн евĕр аслă пĕлӳ тĕпĕнче) иртет. «Çуллахи шкулĕ» ЯВĂТ-ра икĕ эрнеллĕ хăтлануллă вĕренӳ сеансĕ шутланать.

1980-мĕшпе 1990-мĕш çулсенче вĕренсе тухнисем кĕмелли экзамен тытмасăрах (шкул «рекомендаци» хучĕпе) МПУ-на, ытти аслă пĕлӳ шкулĕсене те вĕренме илеççĕ.

1990 çулта МПУ ЯВĂТ 200 яхăн ача вĕреннĕ, 200 яхăн ĕçчен (вĕрентӳçĕсем, пăхса ӳстерекенсем, администраци тата пулăшса тăракан персонал).

1990 çулта пĕр уйăхра апат-çимĕçшĕн 34 тенкĕ тӳлемелле пулнă. Ытти тăкакне патшалăх укçипе сапланă.

Паян МПУ ЯВĂТ - вĕрентӳпе пĕлӳлĕх шайĕпе Раççейре чи малти вырăнта шутланать.

Шкула кĕмелли экзаменсене пуш-ака уйăхĕсенче Раççейĕн Европă пайĕнчи облаçĕсен тĕп хулисенче ирттереççĕ. Экзамен расписанипе ирттерӳ вырăнĕсене МПУ ЯВĂТ официаллă сайчĕнче тупма пулать.

МПУ ЯВĂТ паллă вĕрентӳçисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

МПУ ЯВĂТ вĕренсе тухнă паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]