Шупашкарти физика-математика шкул-интерначĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Шупашкарти физика-математика шкул-интерначĕн вĕренӳ çурчĕ.

Шупашкарти ФМШ е Шупашкарти физика-математика 2-мĕш №-лĕ шкул-интерначĕ е ЧШИ-2 (196х- 1981) — Чăваш Республикин Чăваш университечĕ çумĕнчи ятарлă шкул-интерначĕ.

Шкул директорĕ пулса В. А. Русин ĕçленĕ.

Адресĕ: 24-мĕш çурт, Уруков урамĕ, Мускав районĕ, Шупашкар.

Халĕ ĕçлемест.

Пĕрлехи хыпарсем[тӳрлет]

Шкула кĕме республикăри шкулсенчен, уйрăмах ялсенчи, физикăпа математикăна çивĕч чухлакан вĕренекенсене йыхравланă. Çичĕ класс программине ăнăçлă вĕçленĕ хĕр ачапа арçын ача çуллахи кану кунĕсенче Шупашкара килсе хăйĕн физика, математика хевтелĕхне тĕрĕсленĕ. Ятарлă программăпа вĕренме пултарнă шкул ачине саккăрмĕш класа вĕренме килме сĕннĕ.

Шкулра 8-, 9-, 10-мĕш классенче пĕлӳ панă. А, Б, В, Г, Д, Е, Ж тан (параллельлĕ) классем пулнă.

Шкул-интернатăн спорт-выляв вырăнĕ. 2009, çулла.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Интерната Чăваш университечĕ çумĕнче уçнă. Асăннă университет ФМШ-ан ăслăлăх никĕсĕ шутланнă.

Шкулран вĕренсе тухнă çамрăксем Шупашкарти аслă пĕлӳ керменĕсене çеç мар, Мускав, Ленинград (Санкт-Петербург), Хусан, Чулхула тата урăх хула университечĕсене вĕренме кĕнĕ.

Яш-кĕрĕм çаплах аслă çар училищисенче инженер-командир профессине алла илме кăмăлланă.

Шкул-интернатра вĕренекенсем физика, математика, хими тата урăх олимпиадăсенче пĕлӳ çивĕчлĕхĕпе кĕрешсе пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

1981 çулта шкула хупаççĕ. Сăлтавĕ: шкулран вĕренсе тухакансенчен тăваттăмĕш пайĕ çеç Шупашкарта вĕренме юлать.

Халĕ шкул-интернат вырăнĕнче, унăн çурчĕсенче педагогика колледжĕ ĕçлет.

Вĕрентӳçĕсем[тӳрлет]

Шкул ĕçченĕсем:1-мĕш ретре - Алла Яковлевна (сулахайра пĕрремĕш)
  1. Физика:
    1. Александрова Тамара Васильевна
    2. Николаев Владислав Николаевич
    3. Хромова Алла Яковлевна
  2. Математика:
    1. Буряк Галина Васильевна
    2. Гриценко Галина Яковлевна
    3. Степанова Маргарита Ивановна
  3. Хими:
    1. Шерстнёва Зоя Леонидовна
  4. Вырăс чĕлхи/литература:
    1. Ирина Александровна
    2. Пахат Зоя Федоровна
    3. Слепова (Егорова) Людмила Павловна
  5. Чăваш чĕлхи/литература:
    1. Антонова Зоя Серафимовна, фил.ăсл.канд.
  6. Физкультура:
    1. Поляков Евгений Александрович
  7. Мусăк:
    1. Михайлов Анатолий Михайлович, композитор.

Шкулран вĕренсе тухнă паллă çынсем[тӳрлет]

Çавăн пекех[тӳрлет]

Кăсăк хыпарсем[тӳрлет]

Тĕлпулăва кашни çулах çурла уйăхĕн пĕрремĕш шăматкунĕнче ирттерме йышăннă. Пуçтарăну вырăнĕ — шкул картишĕ.

Сăн ӳкерчĕксен пухăмĕ[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]