Хĕртсурт

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Хĕртçурт, — пӳрт-çурт управçи. Вăл пӳртре кăмака çинче е кăмака хыçĕнче ларать. Таса тумлă, тирпейлĕ. Шӳлкемепе, сурпанпа. Ӗçсĕр тăмасть. Кĕнчеле арлать, кĕпе-тум касса çĕлет, чашăк-тирĕк çăвать, урай шăлать, тасатать. Еçчен хĕрупраç тесех каламалла чăвашсен хĕртçуртне.

Хĕртçурт чысласа пуш уйăхĕнче пăтă пĕçернĕ. Вара ăна кил-çурта малашне те тирпейлĕ тытмаа, вут-кăвартан, вăр-хурахран упрама, çилтен-шывран сыхлама ыйтнă. Каяс-тăвас пулсан е килсе кĕрсен хĕртсурта сасăпах саламланă. Ӗçкĕ-çикĕрен килсен «Тавси, Хĕртсурт!» тесе кучченеçпе хăналанă.

Килти выльăх-чĕрлĕхе упракан хăвата пĕр чухне Хĕртçурт, тепринче Ийе е Пихампар хăй тенĕ.


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.