Хавал (йĕркеленӳ)
Хавал | |
Тĕс | коммерцилле мар йĕркеленӳ |
---|---|
Йĕркеленĕ çул | 2009 |
Вырнаçăвĕ | Шупашкар, Чăваш Республики, РФ |
Паллă çынсем | Блинов Александр, Александр Савельев |
«Хавал» (Хĕвел) — чăваш çамрăкĕсен пуҫару ушкӑнӗ, 2009 çулта Шупашкарта йĕркеленнĕ. Ертӳçисем — Александр Блинов, Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан, чăвашлăхшăн çунакан çын тата Александр Савельев, Мускав чăвашĕ. Тĕп тĕллевĕ — чăвашлăха аталантарасси.
Проекчĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Организаци тĕрлĕ проектсемпе ĕçлет. Пĕрремĕш проекчĕ — утă уйăхĕн 4–11-мĕшĕнче ĕçлекен çуллахи «Хавал» лагерĕ. Утăн 10-мĕшĕнче вăл «Чăваш халăх пĕрлешĕвĕ» пулса тăнă. Пĕрлешӳ канашĕнче 5 çын: Алпарух (Александр Блинов), Тимĕрçĕ (Александр Кузнецов, Шупашкар), Тевет (Татьяна Гурьева, Шупашкар), Сантăр (Александр Савельев, Мускав), Елей (Виктор Арапов, Элмет).
Пĕрремĕш тĕл пулăва Самар, Тутарстан, Мускав, Чăваш яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕ хутшăннă. Тĕрлĕ лекцисем, вăйăсем, «çавра сĕтелсем», вучах умĕнчи каçсем, чăваш тĕррин, тумĕн вăрттăнлăхĕпе паллаштаракан ăсталăх лаççисем иртнĕ.
Пурнăçлама палăртнă проектсем 20 яхăн: «Ашшĕ-амăшĕн ассоциацийĕ», «Чăваш чĕлхи клубĕ», «Шкул проекчĕ», "Кала-ха" - пуҫламӑш классенче вӗренмелли куҫарусӑр меслет, Наци Телекуравӗпе пӗрлехи проект "Учим чувашский", компьютер программисем хатĕрлени, «Контактра» сайта чăвашла куçарни[1][2] тата ыттисем те.
…Проектсене социолингвистикăпа çыхăнтарсан усăллăрах пек туйăнчĕ.
…Социолингвистика хуласенче, ялсенче çамрăксем чăвашла калаçманнин сăлтавне уçса пама пулăшать. …Европăри ĕçтешсен проекчĕсене тишкерсе, вĕсен опычĕпе паллашса, хамăр культурăн, чĕлхен хăйне евĕрлĕхне шута илсе йывăрлăхсене парăнтарма тăрăшăпăр.Александр Блинов
|
Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи 10-мĕш шкулта проектлă класс уçăлчĕ. Палăртнă класра предметсене чăвашла ертсе пыраççĕ.
Чăваш Енри 455 шкултан çурринчен ытларахăшĕнче пуçламăш классенче чăвашла, 16-шĕнче тутарла, 3-шĕнче ирçелле вĕрентеççĕ, апла пулин те Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçне вырăсла кăна иртерме палăртнă. Хастарсен шухăшĕпе тĕрĕслеве наци чĕлхи çине куçармалла тесе Раççей Федерацин вĕренӳ министрĕ Ольга Васильева патне çыру янă[3].
2019 ҫулта 10-мӗш "Хавал" уйлӑх пулса иртет.
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- "Хавал" контактра официаллӑ ушкӑнӗ.
- «Хавал» официаллă сайчĕ.
- «„Хавал“ лагерь тепĕр çул та ĕçлĕ». (чăв.)
- «Чувашский лучше изучается на берегах Волги». (выр.)
- "15a Internacia Lingva Festivalo — Nova partnero"(ĕçлемен каçă). (эсп.)
- "7 вопросов о лагере "Хавал" 2013 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ..
- «Хавал» уйлӑхӗн программи паллӑ
- Александр Блинов: «Эпир хупӑ мар, пирӗн площадка уҫӑ»
- Кала-ха
- Учим чувашский
- Лингвохыпарсем (Лингвоновости)
- Словакинче чӑвашсемпе паллаштарнӑ
- Сантӑр Савкилта BBC радиовӗнче вак чӗлхесем пирки калаҫнӑ
- «Хавал» уйлӑха паллӑ чӗлхеҫӗсем хутшӑнӗҫ