Чăваш наци телерадиокомпанийĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Чăваш Наци телерадиокомпанийĕЧăваш Республикин Культура министерствин телерадиокомпанийĕ. Компани шутне Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ тата Тăван радио кĕрет. Логотипĕ октаграмма пек.

Тытăмĕ, вырнаçăвĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Адрес: 428000, Шупашкар, Воробьёв композиторсен урамĕ, 10 ç.[1]

Телефон: 8352-64-11-11 8352-62-18-66, факс: 8352-62-18-66 8352-62-13-20

Сайт: www.nradio.cap.ru

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш наци телерадиокомпанине 2010 çулхи раштавăн 22-мĕшĕнче Республикăн Министрсен кабинечĕн йышăнăвĕпе туса хунă[2]. Унăн тытăмĕсенче иккĕ массăллă хыпар хатĕрĕ: Наци радиовĕ тата Наци телекуравĕ. 2011 çулхи юпан 10-мĕшĕнче Наци телекуравĕ УАО "Ростелекомăн" Чăваш Енри филиалĕн кабель эрешĕнче тухнă. Талăкĕпех кăтартать. Телекурав контентне иккĕ чĕлхепе - вырăсла тата чăвашла — параççĕ. Калаçу территорийĕ - республика тĕп хули Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Кӳкеç паççулки.

Чăваш Наци радиовĕ 105,0 МГц тăтăшлăх çинче радиокалаçу правин конкурсĕнче çĕнтернĕ[3]

Наци телекуравĕн кăларăмĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]