Чеченсем
Википедири материал
| Чеченсем |
|
|---|---|
| Тăван ячĕ: | Нохчи, нохчо, нахчу, нахче, нахчи, нохче |
| Пур йышĕ: | 1,5 млн яхăн çын пĕтĕм тĕнчепе |
| Вырнаçăнни: | 1 400 253 (2002)[1]
|
| Чĕлхе: | чечен |
| Тĕн: | ислам |
| Тăван халăхсем: | ингушсем, бацбийсем |
Чече́нсем (тăван ячĕ нохчи, пĕр.. хис. — нохчо(куçарсан «Ной халăхĕ», «Нох»/«Ноах» — Ной, «Че»/«Чий» — камăнлăх аффиксĕ. «ЦIи» — юн, нĕсĕллĕх тухнă, пулас) — Çурçĕр Кавказăн чи йышлă, автохтонлă халăх, пĕтĕм тĕнчипе 1,5 миллиона яхăн çын, ытларах Чечнере.
Тупмалли |
[тӳрлет] Сарални
Халĕ чеченсен чылайăшĕ Раççей Федерацийĕнче, — Чечен республикинче пурăнать. Чечен халăхĕн кун-çулĕнче темиçе хутчен куçса вырнаçасси пулнă.
1865 çулхи Кавказ вăрçи хыççăну 5 000 яхăн чечен çемьи [9] Осман империне куçса кайнă, çак юхăма мухаджирлăх ят панă. Паянкуна вĕсен нĕсĕлĕсем Турцири, Сирири тата Иорданири чечен диаспорисен тĕп пайĕ пулса тăраççĕ. [10]
1944 çулхи нарăсра çур миллионран ытла чечена пурне те хăйĕн кил-çуртĕнчен вăйпа кăларса Вăтамя Азие куçарнă. 1957 çулхи кăрлач, 9 чеченсене малтан пурăннă вырăна таврăнма ирĕк панă, ку чух хăш чеченсем Казахстанпа Киргизи çĕрĕнче юлнă.
[тӳрлет] Антропологи
Пысăк европа йыш раси шутĕнчи балкан-кавказ расин кавкасион вариантне кĕреççĕ.
[тӳрлет] Кун-çулĕ
[тӳрлет] Этноним кун-çулĕ
«Чечен» этноним — сион-кавказ кăкĕнчен, Чечен-аул ятран тухнă, пулас. Кабардасем вĕсене шашен, осетинсем — цæцæн, аварсем — буртиел, грузинсем — кист, дзурдзук теççĕ.
[тӳрлет] Чеченсем пулса кайни теорийĕ
[тӳрлет] Чеченсем Раççей кун-çулĕнче
«Чечен» ят вырăс транслитерацине кабарда «шашан» палăртăвĕнчен кĕнĕ, вăл Мăн Чечен аулран тухнă. XVIII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче вырăс тата грузин çăлкуçĕсем хальхи Чечнере пурăнакансене «чеченсем» теме тытăнаççĕ.
Кавказ вăрçичченех, XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче, Гребень касакĕсем Терек сылтăм çыранĕнчен тухса кайсан, раççей пăхăнăвне ырă кăмăлпа кĕнĕ чеченсене 1735 тата кайран 1765 çулсенче унта куçса вырнаçма ирĕк панă.
1781 çулхи кăрлач, 21 килĕшӳ хучĕпе Туçи Чечня Раççей шутне кĕнĕ.
Чечен енчен ăна Мăн Атаги, Кĕçĕн Атаги, Гехи, Моздок тата вуниккĕ аулăн чыслă старейшинисем ал пуснă. Документа вырăсла тата арапла çырнă, Коран çинче тупа тунă. Анчах та, çак документ хут çинче кăна юлать, пур чечен халăхĕ, уйрăмах ятлă-сумлă Шейх Мансур, çĕнĕ йĕркелĕхпе килĕшмен, çапла ĕнтĕ пĕр ĕмĕр тăршши кĕрленĕ Кавказ вăрçи тапранать.
Кавказ вăрçи вăхатĕнче, генерал Алексей Ермолов ертсе пынипе 1817—1822 çулсенче чечен тата ингуш аулĕсем вырăнĕнче Сунжа хӳтлĕх йĕрне туса хунă. Шамиля тыткăна илсен, пăлханнă кĕçĕн имамсене пĕтерсен, çаплах фельдмаршал Иван Паскевич чухне «çунтарнă çĕр» тактикипе пăлханнă аулсене пĕтĕмпех аркатнă, халăхне пĕтернĕ, çакăнтанпа тин ту çыннисен пăлхавĕ чакса пынă, 1860 çулта юлашки хирĕçӳ вучахĕ сӳнет.
Çапах та Кавказ вăрçи вĕçленни пĕтĕшле лăпкăлăха çитереймен. Çĕр ĕçне йĕркелени чеченсене кӳрентернĕ. XIX ĕмĕр вĕçĕнче нефть уçлама пуçласан та, тупăшĕ чеченсене сахал лекнĕ. Чечнери кăштах лăпкă лару-тăрăва Раççей патши ту çыннисен пурнăç йăлине хутшăнманнипе, ăрат-йăх паллă çыннисене укçа-пурлăхпа йăпатнипе, чухăн ту çынсене тӳлевсĕр çăнăх, тĕртнĕ пусма, тир, тум панипе, тейп тата йăх çулпуçĕсене, сумлă çынсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтернипе тытса пырать.[11]
[тӳрлет] СССР
Граждан вăрçинче Чечня çапăçу хирĕ пулса тăрать, Чечня территорийĕ темиçе хутчен те улшăнать. Февраль Революцийĕ хыççăн, 1917 çулхи пуш уйăхĕнче Аслă Император конвойĕн пайташĕ пулнă, каярах Тискер дивизитекĕрçĕ пулнă Тапа Чермоев ертсе пынипе Çурçĕр Кавказ Халăхĕсен Пĕрлĕхне туса хунă, 1917 çулхи чӳкре Туçи республикине (1918 çу уйăхĕнчен — Çурçĕр Кавказ ту çыннисен Республики) пуçтарса йĕркеленĕ. Анчах та, вăрçă хĕрӳлĕхĕнчех, Хĕрлĕ Çар, Деникин тапăнса пыни республикăна пĕтерсе хурать. Чечняра анархи хуçаланнă. Большевиксемшĕн чеченсем, Кавказăн ытти халăхĕсем пекех, пĕрлĕ ĕç туса панă, вара уншăн чеченсене автономи тата чылай çĕр, çав шутра Сунжа йĕрĕнчи касак станицисене, парнеленĕ.
1920-мĕш çулсенче, коренизаци политики тапхăрĕнче чечен халăхĕн аталанăвĕ хăвăртланать. Чечен чĕлхин çырулăхне тăваççĕ, наци театрĕ, мусăк ансамблĕсем йĕркеленеççĕ. Анчах та малашнехи чеченсене cовет халăхĕ йышне кĕртесси коллективизаци тапхăрĕнче татăлать, уйрăмах туçи районĕсенче колхозсем йĕркеленĕ чух. Пăлхавсемпе йĕркесĕрлĕхсем тăçăлса пынă, Чечня автономии статусĕ каллех «хормăллă» кăна палăрать. 1934 çулта Чечен АО Ингушетипе, 1936 çулта Сунжа Касак тăрăхĕпе тата Грозный хулипе пĕрлештерсе Чечен-Ингуш АССРĕ туса хураççĕ, ертӳçисене выpăс халăхĕнчен лартаççĕ.
[тӳрлет] Чеченсемпе ингушсене депортацилени
1940 çулта Хасан Исраилов пăлхавĕ хыпса тухать те 1944-мĕш çулчен пырать. Чылай чечен Хĕрлĕ Çарта çапăçнă пулсан та, Чечнере йĕркесĕр ĕç-пуç тăсăлнă, уйрăмах нимĕçсем Грозный патне çывхарсан. 1944 çулхи нарăс уйăхĕнче, пĕтĕм чечен халăхне (çур миллиона яхăн) Вăтам Азие куçарса янă. 1957 çулхи кăрлач, 9 чеченсене хăйсен тăван вырăнне таврăнма ирĕк панă. Хăшĕсем Казахстанпа Киргизире юлнă.
Çавăнпа та чеченсем часах пăлхава çĕкленнĕ, ун пек 1877—1878 çулсенчи Вырăс-Турккă вăрçинче те, кайран 1905 çулти революцинче те. Çав вăхăтрах чеченсене патша хăюлăхшăн хисепленĕ. Вĕсем Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинче палăрнă Тискер дивизин чечен полкĕнче хĕсметре тăнă, çаплах вĕсене патша конвойĕн йышне те илнĕ.[12][13]
[тӳрлет] 1990-мĕш çулсем тата хыççăнхи ĕçсем
Пĕрремĕшпе Иккĕмĕш чечен вăрçивăхăтĕнче чылай чечен Анăç Европа патшалахĕсене, Турцие тата арап патшалăхĕсене тухса кайнă. Çавăн пекех Раççей регионĕсенчи чечен диаспори йышĕ ӳсрĕ.
[тӳрлет] Чĕлхе
Чечен чĕлхи нахчи-дагестан чĕлхисен нахчи турачĕ шутĕнче пулать, включаемой в гипотетическую синокавказскую макросемью. Ытларах Чечен Республикинче тата Дагестанăн Хасавюрт, Çĕнĕ Лак, Казбек, Бабаюрт тата Кизилюрт районĕсенче, çаплах Ингушетире тата Раçсей Федераципе Грузин урăхçĕрĕсенче, кăштах — Сирире, Иорданире тата Турцире саралнă. 1994—2001 çулхи вăрçăччен калаçакан йышĕ — 1 миллиона яхăн çын (урăх хыпарпа 950 пине яхăн). Тӳрем, шатой, аккин (аухов), чеберлой, шарой, мелхи, итумкали, галанчож тата киста диалекчĕсене уйăраççĕ.
Литература чечен чĕлхи XX ĕмĕрте тӳрем диалекчĕн никĕсĕпе тĕрĕкленнĕ. Чечен чĕлхин çырулăхĕ 1925 çулчен арап графикинче пулнă, 1925—1938 — латин графикипе усă курнă, 1938 çултанпа — вырăс графикинче (пĕр хушма сасă палли I, çаплах хăшпĕр диграфсем (кх, аь, тI тата ытти те) тата триграфсем (уьй). Чечен алфавитĕнче диграфсен йышĕ дагестан чĕлхисен алфавитĕнчи пекех, анчах та вĕсен пĕлтерĕшĕ урăхларах. 1991 çултанпа латин графикине таврăнас ĕçсем тăваççĕ. Чечен чĕлхин пĕрремĕш монографи çыравне 1860-мĕш çулсенче П. К. Услар тунă; каярах чечен чĕлхин тĕпчев ĕçĕнче чылай ӳсĕм Н. Ф. Яковлев, З. К. Мальсагов, А. Г. Мациев, Т. И. Дешериева тата урăх ăсчахсем тунă.
Чечен республикин патшалăх чĕлхи шутланать.
[тӳрлет] Тĕн
Чеченсем хушшинче суфи исламĕ икĕ тарикат пулнă: накшбандийа тата кадирийа, вăл хăй кĕçĕн тĕн ушкăнĕсене — вирд тăванлăхĕсем (пурĕпе 32çити) — пайланнă. Чечняри чи йышлă суфи тăванлăхĕ — чечен кадири шейхĕ Кунта-Хаджи Кишиевăн («зикристсем») тата вĕсенчен кĕçĕн вирдсене уйрăлса тухнисем — Баммат-Гирей-Хаджи, Чимммирзы, Мани-шейх.
[тӳрлет] Чечен тукхумĕсемпе тейпĕсем
Чечен тукхумĕ — пĕр юн ăратлă мар, çапах пĕрлĕ ĕç-пуçшăн çӳллĕ шайлă ассоциацие — тăшманран хӳтĕленме тата хуçалăх хутшăнăвĕсене тытса пыма — пуçтарăннă палăртнă ушкăн тейп пĕрлĕхĕ. Тукхумăн хăйĕн харпăр çын пурăнмалли, район таврашĕнчи сунар, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмелли, çĕр ĕçĕ валли территори пулнă. Кашни тукхум вайнах чĕлхин пĕр диалекчĕпе пупленĕ.[14]
Чечен тейпĕ —ашшĕ йĕрĕпе пĕр юн ăратлă çынсен пĕрлелĕхĕ. Вĕсенчен кашнин хăйĕн пĕрлĕ çĕр тата тейп тăвĕ (унăн ятĕнчен часах тейп палăртăвĕ тухнă) пулнă. Тейп хăй «гарсене» (туратсене) тата «некъи» — хушаматсене — пайланать. Чечен тейпĕсем тăхăр тукхума — хăй евĕр территории пĕрлĕхĕ — пĕрлешĕннĕ. Чеченсен пĕр юн ăратлă çыхăнусем хуçалăх тата вăрçă ĕçĕсенче пĕрлештернĕ.
XIX ĕмĕр варринче чечен этем пĕрлĕхĕ 135 тейпран тытăнса тăнă. Хальхи самант тĕлне туçи (100 тейпа яхăн) тата айлăм (70 тейпа яхăн) тейпĕсенен уйрăлать.
Халĕ пĕр тейпри çынсем тĕрлĕ çĕрте пурăнаççĕ. Пысăк тейпсем Чечня пĕтĕм территоринче саралнă.
Тукхумсемпе вĕсен шутне кĕрекен тейпсем:
[тӳрлет] Аккинсем
1. Арар Аьккхий, 2. Барчахой, 3. Вяппий, 4. Жевой, 5. Зогой, 6. Ноккхой, 7. Пхарчахой, 8. Пхарчой, 9. Ялхорой,10. КЕЙ ,11. Чур Аьккхий
[тӳрлет] Мелхи
1. Бястий, 2. Бинастхой, 3. Жархой, 4. Камалхой, 5. Кеганхой, 6. Коратхой (Кхоратхой), 7. Меший, 8. Саханхой, 9. Тертхой
[тӳрлет] Нохчмахкахой
1. Алерой, 2. Айткхалой, 3. Белгатой, 4. Беной, 5. Билттой (Белтой), 6. Гордалой, 7. Гендаргеной, 8. Гуной, 9. Даттыхой, 10. Зандакъой, 11. Ихирхой, 12. Ишхой, 13. Курчалой, 14. Сесанхой, 15. Сингалхой, 16. Харачой, 17. Ц1онтарой (Центорой), 18. Чартой, 19. Чермой, 20. Ширди, 21. Шуоной, 22. Эгашбатой, 23. Элистанжхой, 24. Энакхалой, 25. Энганой, 26. Эрсеной, 27. Ялхой. 28. Сарблой
[тӳрлет] ТIерлой
1. Бавлой, 2. Бешни, 3. Жерахой, 4. Кенахой (Кхенахой), 5. Мацархой, 6. Никарой, 7. Ошний, 8. Санахой, 9. Шюидий, 10. Элтпархой.
[тӳрлет] Чантий
1.Чантий . 2.Дишний . 3.Зумсой . 4.Хьачарой . 5.Хилдехьарой . 6.Кхокхтой. 7.Хьерахой.
[тӳрлет] Чеберлой
1. Арстхой, 2. Ачелой, 3. Басхой, 4. Бегачерхой, 5. Босой, 6. Бунихой, 7. Гулатхой, 8. Дай, 9. Желашкхой, 10. Зуьрхой, 11. Ихарой, 12. Кезеной, 13. Кири, 14. Кулой, 15. Лашкарой, 16. Макажой, 17. Нохчи-келой, 18. Нуйхой, 19. Осхарой, 20. Ригахой, 21. Садой, 22. Салбюрой, 23. Сандахой, 24.Сиккхой, 25. Сирхой, 26. Тундухой, 27. Харкалой, 28. Хиндой, 29. Хой, 30. Цикарой, 31. Чебяхкинхой, 32. Черемахкхой33. Нижалой, 34.Орсой
[тӳрлет] Шарой
1. Бути, 2. Дунархой, 3. Жогалдой, 4. Икъарой, 5. Качехой, 6. Кевасхой, 7. Кинхой, 8. Кири, 9. Мазухой, 10. Серчихой, 11. Хашалхой, 12. Химой, 13. Хиндухой, 14. Хихой, 15. Хуландой, 16. Хьакмадой, 17. Чейрой, 18. Шикарой, 19. Цеси.
[тӳрлет] Шатой
1. Варандой, 2. Вашиндарой, 3. Гаттой, 4. Горгачхой, 5. Дехестой, 6. Келой, 7. Мускулхой, 8. Мяршой, 9. Нихалой, 10. Памятой, 11. Рядухой, 12. Саной, 13. Саттой (Садой), 14. Тумсой (Думсой), 15. Урдюхой, 16. Хаккой, 17. Халкелой, 18.Хьалг1и , 19. Харсеной.
[тӳрлет] Орстхой
1. Алхой, 2. Андалой, 3. Белхарой, 4. Бокой, 5. Булгучхой, 6. Виелха-некъи, 7. ГIарчой, 8. ГIалай, 9. Гандалой, 10. Мержой, 11. Мужахой, 12. Мужгахой, 13. Оьргхой, 14. Фергхой, 15. Хевхарoй, 16. ЦIечой.
[тӳрлет] Тукхумсене кĕмен тейпсем
1.Нашхой (Нахша, Чармахой, Мозгара, ГIой), 2.Салой, 3.Гухой, 4.Гучингхой, 5.Майсты,, 6 .Мулкьой (Коттой, Жайнхой, Медархой, Бавархой, Басхой, Бенгархой, Кейштрой, ГIезир-Къхеллой, Хьуркой) 7.Пешхой, 8.Туркой, 9.Хукой, 10.Чинхой,
[тӳрлет] Халăх ячĕсем чеченле
1. Абзой, 2. Арселой, 3. Гебертлой, 4. Жугтий, 5. Ногий, 6. Орси, 7. Черказий, 8. Гезлой.
Çак этнонимсем тейп ячĕсем пулмаççĕ. Ют ăрат тейпĕсем чеченсем хушшинче çук, мĕншĕн тесен чеченсен йăлипе лэйсем («лай» — чура, чухăн, чечен мар) хăйĕн тейпне тума ирĕк пулман. Чечен мар ăрат (доьзал) турачĕ пур, вĕсем тейп мар, çемье шутланаççĕ. Çапла, Чечнере 3 - 6 еврей гарĕ, вĕсен шутĕнче ариен-нохчи, 2 чаради гар тата 1 цунти.
Гезлой, Черкси, Гебертлой т. ыт. — чеченле халăхсен ячĕсем.
[тӳрлет] Асăрхаттарусем
- ↑ Russian 2002 census
- ↑ 2,00 2,01 2,02 2,03 2,04 2,05 2,06 2,07 2,08 2,09 2,10 2,11 2,12 2,13 2,14 Данные Всероссийской переписи 2002 года
- ↑ По материалам Лиги наций Санкт-Петербурга, Ассамблеи народов России
- ↑ Chechens in the Middle East: Between Original and Host Cultures, Event Report, Caspian Studies Program
- ↑ BC: Уроки чеченского. 60 лет назад в Казахстан было депортировано около 500 тысяч человек
- ↑ Российские мусульмане заинтересованы в том, чтобы РФ приняли в ОИК, заявил Кадыров
- ↑ Беженцами в Азербайджане получена гуманитарная помощь
- ↑ Кадыров поможет киргизским чеченцам вернуться на родину
- ↑ Главный итог кавказской войны
- ↑ Мухаджирство или переселение вайнахов на Ближний Восток
- ↑ Ю. Веремеев. История Чечни в 1921—1941 гг.
- ↑ [1]
- ↑ Шаблон:Кĕнеке
- ↑ Тайп (род) и тайповые отношения в Чечне в прошлом и настоящем
[тӳрлет] Каçăсем
[тӳрлет] Вуламалли
- Л. Ильясов. Чеченский тейп // Чеченская республика и чеченцы: История и современность: Матер. Всерос. науч. конф. — Москва, 19—20 апреля 2005. М.: Наука, 2006, с. 176—185
- Альфред Кох. Аналитика: «Как я понимаю чеченцев. Четыре взгляда», 3 сентября 2005
- В. А. Кузнецов. «Введение в кавказоведение» — Владикавказ, 2004