2002 çулхи Раççей халăх çыравĕ
Википедири материал
2002 çулхи Раççей халăх çыравĕ юпа уйăхěн 9-пе 16-чен иртнě. Çыравра Раççей патшалах гражданинěсем, тата ют çĕрсенче пурăнакансем те хутшăннă. ООН виçисем тăрăх халăх çыравне кашни 10 çул хушшинчен иртермелле. Унченхи çыравне 1989 çулхи кăрлач уйăхěнче ирттернě пулнă. Çав çырав хыççăн нумай вăхăт иртни — çырав ĕçне пурнăçламалли сăлтавĕсенчен пěри пулнă.
Çыравра кашни çын хăй пурăннă çулěсем, мăшăрланни, чěлхесене пěлни, хăйне хăш халăх шутне кěртни, пĕлӳ-вěренӳ çинчен хуравланă. Хăшĕсем çăвăн пекех хăйěн пурлăхě çинчен каласа панă.
2002 çулхи çыравĕпе Раççейре 1,637 млн. чăваш пурăннă. Вěсенчен 889,5 пин çын Чăваш Енре, 117, 3 пин Пушкăрт Республикире, 126,5 пин Тутарстанра, 111,3 пин Чĕмпĕр облаçĕнче, 101,3 пин Самар облаçĕнче, 15,9 пин Саратов облаçĕнче пурăннă.
[тӳрлет] Каçăсем
- Раççейри чăвашсен йышĕ, регионсем май йĕркеленĕ 2002 çулхи çыравра пуçтарнă хыпарлăх.
- Çырав сайчě