Контент патне куҫ

Çĕньял (Сарăту облаçĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Çĕньял (Саратов облаçĕ) ҫинчен куҫарнӑ)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Çĕньял пăхăр.
Çĕньял
Çĕньял
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чĕмпĕр облаçĕ
Муниципаллă район Хволынск
Ял тăрăхĕ [[ял тăрăхĕ|]]
Координатсем 52°38′54″ с. ш. 47°48′42″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Шалти пайлану урамсем
Центр çӳллĕшĕ 89 м
Наци йышĕ чăвашсем, ирçесем
Конфесси йышĕ православсем
Этнохороним çĕньялсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 84595
Почтă индексĕ 412741
Автомобиль кочĕ 64, 164
ОКАТО кочĕ 63 249 855 002
Çĕньял (Сарăту облаçĕ) (Раççей)
Точка
Çĕньял (Сарăту облаçĕ) (Сарăту облаçĕ)
Точка

Çĕньял (выр. Ерёмкино) — Сарăту облаçĕн Хвалынск районĕнчи ял, нумайрах чăвашсем пурăнаççĕ. Ку пурăнакан вырăн — районти пĕртен-пĕр чăваш ялĕ теме пулать. Анчах истори тĕлĕшпе пăхсан апла мар.

Ял йышĕ тата тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2002-мĕш çулта 253, 2010-мĕш çулта 177 çын пурăннă[1].

Ялта виçĕ урам. Вĕсен вырăсла ячĕсем çакăн пек: Комсомольская улица, Луговая улица, Улица Мира. Чăвашла ячĕсем паллă мар.

Хвалынскири таврапĕлӳ музейĕн ăслав ĕçлевçи Л.Е. Сетежева çапла çырать[2]:

<Куçару: Сарăту таврашне чăвашсем XVII ĕмĕр вĕçĕнче – XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче килнĕ те, тĕпрен илсен çурçĕрти уессенче вырнаçнă: Кузнецки, Петровски, Вольски, Хвалынски. Ĕлĕкренпех хăйсенчен чылай йышлăрах халăхсемпе хутшăнни вĕсене хăйъевĕрлехсене сыхласа хăварма чăрмантарман.>

Çĕньяла уйрăммăн илес пулсан вара, ун пирки çав ăславçах акă мĕн тет[2]:

<Куçару: "Старая Лебежайка" текен ялта коллективизаци çулĕсенче çĕр ĕçлекенсен 13 юлташлăхне тунă. Хăшпĕр килсем юлташлăхсен çĕрĕсем патнелле уйрăлса тухнă. Тăваттăмĕш тата пиллĕкмĕш юлташлăхсем "Пичельни" текен вырăнтан кăнтăрарах вырнаçнă — хальхи Çĕньялăн чиккисем тĕлнеллех. Вĕсене "Новая Жизнь" тата "Туналейка" тенĕ. Çапла вара çĕнĕ чăваш ялĕсем никĕсленнĕ: Çĕньял тата Туналейка хуттăрĕ.>

Çак йĕркесемпе паллашсан, Çĕньяла XX ĕмĕрте çеç никĕсленĕ пек ăнланма пулать. Анчах та çавăнтанах[2] илнĕ урăх йĕркесем ку тĕлĕшпе иккĕленме хистеççĕ:

  • Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа", Шупашкар, 2002. 192 с.

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Çырсатухусен официаллă палартавĕсем. 2018 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ 1, 2 тата 3 Сетежева Л.Е.Чуваши - кто они? 2017 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ. — 13 ноябрь 2014, Хвалынскири "Звезда" хаçат.